Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑштӑртатаҫҫӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйсенче ылтӑн тӗслӗ тырӑ ӳсет, ҫил варкӑшӗпе пучахсем чӑштӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ура айӗнче тӗрлӗ йывӑҫ ҫулҫисем чӑштӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Чӑштӑртатаҫҫӗ хаҫат страницисем.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ыраш пучахӗсем, чӑнах та, йывӑрланса кайнӑ пек, сулмаклӑн чӑштӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ура айӗнче сарӑ, кӑвак, хӗрлӗ ҫулҫӑсем чӑштӑр та чӑштӑр чӑштӑртатаҫҫӗ: «Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ пӗр тӗслӗ мар, ҫӗр те пин тӗслӗ», — тесе калаҫҫӗ пек.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Янкӑр кӑвак тӳпенелле кармашакан юмансем канӑҫсӑррӑн чӑштӑртатаҫҫӗ, таҫта чакаксем ҫиллессӗн чакӑлтатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Сурӑх кӗтӗвӗ килнӗ пек, вӑрманта типӗ ҫулҫӑсем чӑштӑртатаҫҫӗ.

Шумят сухие листья, словно овечье стадо спускается с пригорка.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑрманта типнӗ ҫулҫӑсем чӑштӑртатаҫҫӗ, йывӑҫсем хушшипе уҫӑ ҫил юхать, вӗркелет.

В лесу шуршат сухие листья, меж деревьев дует прохладный ветер.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хsҫалта хӑвасем пӑшӑрхануллан чӑштӑртатаҫҫӗ, улӑх леш пуҫӗнче лаша кӗҫенет.

Где-то неподалеку шелестят о чем-то грустном ивы, в лугах ржет лошадь.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ура айӗнче чулсем чӑштӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лупас хыҫӗнче хӑмла ҫулҫисем чӑштӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кал-кал хумханакан сарӑ тулӑпа юнашар шӑкӑлти сӗлӗ шереписем вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн чӑштӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑҫалхи кӗр тумӗ чӑн-чӑн ылтӑн тӗслех: сарӑ та йӑм-хӗрлӗ вӗрене ҫулҫисем калама ҫук илемлӗн ҫӗр ҫине пӗрерӗн-пӗрерӗн вӗлкӗшсе ӳкеҫҫӗ, ӑвӑс ҫулҫисем те ылтӑн укҫа пек ушкӑнӑн-ушкӑнӑн вӗлтӗртетсе тӑкӑнаҫҫӗ, эрешмен картисем халӗ те пурҫӑн ҫип пек унталла-кунталла вӗҫеҫҫӗ, улмуҫҫи ҫулҫисем кӑна шухӑша ӳксе вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн чӑштӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унӑн тусӗсем, унӑн улшӑнми ҫулташӗсем, — вӗсен ячӗсем банк билечӗ пек типпӗн чӑштӑртатаҫҫӗ, — сахалрах хӑватпа ялкӑшаҫҫӗ, ҫапах та Гюйс, Аспер, Стерс, Ассандрей, Айнсер тата Фрид пуянлӑхӗ те — Хоггей пӗркенме пултаракан алмаз куписен ретӗнченех.

Его друзья, его неизменные спутники, имена которых шуршат сухо, как банковые билеты: Гюйс, Аспер, Стере, Ассандрей, Айнсер и Фрид, — отсвечивали меньшим могуществом, но в тон тех групп алмазов, которыми мог бы обернуться Хоггей.

Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.

Каллех шӑв-шав пуҫланчӗ: хаҫатсем чӑштӑртатаҫҫӗ, ачасем пӑшӑлтатаҫҫӗ.

Снова поднялся шум: шуршание газет, шепот.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ку ҫурт иртен пуҫласа каҫчченех кӗрлесе тӑратчӗ; ҫӗвӗ ҫӗлекен хӗрарӑмсен машинисем таттисӗр чӑштӑртатаҫҫӗ, оперетка хористкисем сассисене тӗрӗслеҫҫӗ, студент хӑйӗн басӗпе гаммӑсене юрлать, ӗҫсе супса ӑсран тухса каяс патнех ҫитнӗ актёр шавлӑн сӑвӑсем калать, ӳсӗрӗлсе кайнӑ проституткӑсем ним майсӑр ҫуйӑхаҫҫӗ.

С утра до поздней ночи он гудел; непрерывно трещали машины швеек, хористки оперетки пробовали голоса, басовито ворковал гаммы студент, громко декламировал спившийся, полубезумный актёр, истерически орали похмелевшие проститутки.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ҫил вӗрнипе типӗ курӑксем ҫеҫ чӑштӑртатаҫҫӗ.

Чуть шуршат сухие травинки под налетами ветра.

XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Хӗвел ҫуллахи пекех ӑшӑтать пулин те, хӑвасем ҫинче унта та кунта сарӑ ҫулҫӑсем чӑштӑртатаҫҫӗ.

Солнце еще по-летнему грело, но на ивах кое-где уже трепетали желтые листочки.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Шалаш тӑрринче типсе кайнӑ ҫулҫӑсем чӑштӑртатаҫҫӗ иккен, шалашне туратсенчен кӑна тунӑ-ҫке.

И это листики сухие на шалаше шелестят, потому что он сделан из веток.

Эпӗ шалашра ҫывӑрни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ура айӗнче пульӑпа ҫӗмӗрӗлнӗ тӗкӗр ванчӑкӗсем шатӑртатаҫҫӗ, пуян венгерсен илемлӗ хӗрарӑмӗсен хулпуҫҫийӗсене ачашланӑ мамӑк пек ҫемҫе тирсем, пурҫӑн тата бархат чӑштӑртатаҫҫӗ.

Под ногами трещало стекло расколотых пулями зеркал; шелестели пушистые меха, шелка и бархат, ласкавшие плечи венгерских красавиц.

XXI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех