Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑрмантарас (тĕпĕ: чӑрмантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑрмантарас теместӗп.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

— Хамӑн чунӑма хускатас килмен, паллах, сана та чӑрмантарас килмен, манӑн Шелепиҫӗм.

Куҫарса пулӑш

VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Иртерех тесе шутларӑм, ҫавӑнпа ҫынсене чӑрмантарас мар терӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Иртен пуҫласа каҫчен уйра ӗҫлекен амӑшӗсемпе ватӑсене канма чӑрмантарас мар тесе, никамӑн килӗнче те пухӑнмаҫҫӗ хӗрсем, ҫавӑнпа пӗве хӗрринчи йӑмрасем айӗнче пуҫтарӑнаҫҫӗ каҫсерен.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Эсӗ ун чухне командировкӑра пулнӑ, вӑхӑтра ҫитейместӗн пулӗ терӗмӗр, ҫавӑнпа сана чӑрмантарас темерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ваҫук ӑна юриех асӑрханса уҫса кӗчӗ, ниме хӗрӗсене сӗтел хушшинче ирӗккӗн ларма чӑрмантарас темерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑрмантарас теменччӗ те, пӗр килнӗ-килнӗ, ларасах эппин, — килӗнче темле пысӑк ӗҫ юлнӑ пек, ӑна хистесех тытса чарнӑ пек калаҫкаласа, хулӑн тутӑрне салтса сак ҫине пӑрахрӗ Укань, кӗрӗк тӳмисене вӗҫертрӗ, пушаннӑ чӗрҫитти кантрине туртарах ҫыхрӗ те, сивӗ ҫапса тӑракан пӑрланнӑ чӳречерен пӑрӑнса, сӗтел хушшинех кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тимлӗн итлесе ларчӗ Архип Григорьевич ҫамрӑксем калаҫнине, пухура хӑй пуррине пӗлтересшӗн пулмарӗ, чӑрмантарас темерӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ывӑлӑм пире чӑрмантарас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирсерен вӑл, арӑмне чӑрмантарас мар тесе, каҫран юлнӑ яшкана хӑех ӑшӑткаласа ҫиет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗрле чӗптӗм сасӑ та шав тӑвать те, Улька пӳрте кӗрсе ыттисене чӑрмантарас, ыйхӑран вӑратас темерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Савнисем вара, ҫывӑракана чӑрмантарас мар тесе, килкартине тухса сак ҫине ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Якурӑн ӑна чӑрмантарас килмест.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Укахви вӗсене йыхӑрса кӑлӑхах чӑрмантарас та темерӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сарра Архиповна хӑй, Славике музыкӑпа ӗҫлеме чӑрмантарас мар тесе, тахҫантанпах малти пӳлӗмре ҫывӑрать, мӗншӗн тесен Славик час-часах ҫӗрне-ҫур ҫӗрне пӑхмасӑрах вырӑн ҫинчен сиксе тӑрса е фортепьяно тӑнкӑртаттарать е сӗрме купӑс нӑйкӑштарать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Майор, икӗ фронтовика калаҫма чӑрмантарас мар тесе, пӗчченех уткаласа ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ҫак самантра Надя театр сценине курчӗ пуль-ха та — эпир те, сӗтел хушшинчисем, ӑна тӗлӗнсе тӑма, тӗлӗнсе шухӑшлама чӑрмантарас мар тенӗн, хускалмасӑр, шӑппӑн лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ашшӗ ывӑлне чӑрмантарас мар тесе пулас, кӗнеке тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен Петрович ашшӗпе амӑшӗ калаҫнине сисрӗ, анчах вӗсене чӑрмантарас мар тесе, юриех ыйту хыҫҫӑн ыйту парса, йӑмӑкӗн пӗлӗвне тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл пӗчӗк ача пек вырӑнӗ ҫинчех хуҫкаланса, авкаланса илчӗ те урайне ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ, анчах кӑвак чечекле каркӑҫпа карнӑ чӑланта ашшӗпе амӑшӗ ҫурма сасӑпа темӗн ҫинчен, хӗрсех калаҫнине илтсен, ваттисене чӑрмантарас темерӗ, шӑпланчӗ, ҫӗнӗрен ҫемҫе утиял айне кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех