Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑвашсен (тĕпĕ: чӑваш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗнче «Пушкӑртстан Республикин Шаран районӗнчи чӑвашсен калаҫӑвӗн диалектологи словарӗ» кӗнеке кун ҫути курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Диалектологи словарӗ тухнӑ // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/news/-n-k-neke/2023-0 ... hn-3444446

Хурлӑхлӑ митингра (вӑл ял варринчи Ҫӗнтерӳ паркӗнче иртрӗ) Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн представителӗ, ПР Патшалӑх Пухӑвӗн-Курултайӗн депутачӗ Марат Шафиков, Ермеккей район администраци пуҫлӑхӗ Ильшат Райманов, Пелепей тата Ермеккей районӗсен ҫар комиссарӗ Рустам Сахабов, Иван Дзетовецкий сержант, Пушкӑртстанри чӑвашсен Канашӗн ветерансемпе тата ҫамрӑксен политикипе ӗҫлекен комисси ертӳҫи Борис Гордеев полицин отставкӑри полковникӗ, Эрехӗрри ял хутлӑх администрацин пуҫлӑхӗ Ольга Зарянова, паттӑрӑн тӑванӗсен ятӗнчен Мария Биткина сӑмах каларӗҫ, паттӑр салтакӑн ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле хурланнине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн ҫапӑҫу хирӗнче пулмалла» // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/-%D1%81%D1%8 ... la-3444550

Чӑвашсен паллӑ писателӗ Василий Алендей ҫуралнӑранпа кӑҫал 50 ҫул тултарать.

Куҫарса пулӑш

Роман авторӗ ҫинчен // Чӑваш кӗнеке издательстви. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с. — 252–254 с.

Тӗк пекех ҫӑмӑлланса каятӑн чӑвашсен ташӑ кӗввине илтсен.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

2006 ҫулта ӑна Пушкӑртстанри чӑвашсен Канашӗн II съезчӗн делегатне суйланӑ, 2009 ҫулта Чӑваш наци конгресӗн VII съездне хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вера Михайловна ТАРАСОВА // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/articles/salamlanisem ... va-3419490

Ҫапла тӑрӑшнипе кӑна «Куҫ чирӗсенчен чӑвашсен мӗнле ҫӑлӑнмалла» брошюра 1000 экземпляр тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ҫак инкекпе кӗрешме ҫынсене пулӑшас тесе, С. М. Вишневский темиҫе кӗнеке ҫырса кӑларнӑ: «Куҫ чирӗ — трахома, вӑл ялти халӑх хушшинче сарӑлнин сӑлтавӗсем тата унран сыхланмалли меслетсем», «Чӑвашсем хушшинче куҫ чирӗнчен сыхланасси», «Куҫ чирӗсем ҫинчен», «Куҫ чирӗсенчен чӑвашсен мӗнле ҫӑлӑнмалла».

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

С. М. Вишневский чирсемпе ҫеҫ кӗрешмелле мар, чӑвашсен пурнӑҫне лайӑхлатма тӑрӑшмалла, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Вырӑс тухтӑрӗсем, ялсем тӑрӑх ҫӳресе, чӑвашсен пурнӑҫне лайӑх пӗлнӗ, вӗсем мӗншӗн час-часах чирленине ӑнланнӑ: чухӑн хресченсем тӗттӗмлӗх тыткӑнӗнче пурӑннӑ, апат-ҫимӗҫӗ те, тумтирӗсем те ҫителӗклӗ пулман.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Вӑтӑрмӗш ҫулсенче Петр Онисимович, чӑваш культурине вӗренес тата ӑна аталантарас тӗлӗшпе ӗҫлекен Мускаври обществӑн председателӗ пулнӑ май, Шупашкара килсе, нумай ӗҫсем туса ирттернӗ: чӑвашсен тин ҫеҫ уҫӑлнӑ пӗрремӗш аслӑ шкулӗнче — педагогика институтӗнче лекци вуланӑ, чӑваш халӑхне вырӑс халӑхӗпе тачӑрах туслашнӑ, унтан вӗренсе пыма майсем тума тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Чӑвашсен ятне республикӑн кӑнтӑр хӗвел анӑҫ енчи журналистсен пӗрлӗхӗ хӳтӗлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Журфест – тӑван кӗтесе юратса // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/forum/2023-0 ... sa-3398077

Ял ҫыннисемпе хӑнасене юбилей ячӗпе Пишпӳлек ял Канаш пуҫлӑхӗ Александр Семенов, Пишпӳлек районӗнчи чӑвашсен Канашӗн председателӗ Сергей Михайлов, ял старости Алексей Васильев саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӑлпӑлак ялне – 290 ҫул. Ташласа-юрласа савӑнатпӑр уявра! // Инга ВАСИЛЬЕВА. https://ursassi.ru/articles/yubiley/2023 ... ra-3398031

«Туслӑх юртти» белоруссен, Гафури районӗнчи Саитбаб ялӗнчи пушкӑрт историпе культура центрӗсенче, Иглин районӗнчи Балтика ялӗнче пулса курнӑ, халӗ Кармаскалӑ районӗнчи Суук-Чишма ялӗнчи чӑвашсен историпе культура центрне ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх юртти» алран-алла куҫать // Инга АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/amr-k-ru/202 ... at-3398021

«Директор» калав писателӗн биографийӗпе те, Ҫӗпӗрти чӑвашсен пурнӑҫӗпе те таччӑн ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Вӗсем хушшинче эпир чи малтан Збанацкие палӑртатпӑр, хамӑр хушӑра ӑна «Чӑвашсен Украинӑри культура элчелӗ-посолӗ» тетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Ҫӗнӗ саманари чӑвашсен революциллӗ пӗрремӗш поэчӗ пире, ҫитмӗлмӗш ҫулсенче пурӑнакан украинецпа виҫӗ чӑваша, сӑвӑ каласа иртет пек:

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Чӑвашсен ятне республикӑн кӑнтӑр хӗвел анӑҫ енчи журналистсен пӗрлӗхӗ хӳтӗлерӗ.

Куҫарса пулӑш

«Журфест -2023» 400 яхӑн журналиста пухрӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/festival/2023-08 ... hr-3395389

Юбилей ячӗпе хӑнасене саламлӑ сӑмахсем Пишпӳлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Семенов, Пишпӳлек районӗнчи Чӑвашсен канаш председателӗ Сергей Михайлов, ял старости Алексей Васильев тухса каланӑ.

С юбилем поздравили жителей и гостей: глава сельского поселения Бижбулякский сельсовет Александр Семенов, председатель канаша чувашей Бижбулякского района Сергей Михайлов, староста деревни Алексей Васильев.

Йӑлпӑлак ял 290 ҫул тултарнине уявланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3387604

Чӑвашсен шӑрттан, хуплу е тата ытти апатне тӗнчипех лайӑх пӗлнине, ӑна хапӑл туса йышӑннине те каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫӗсен фестивалӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/10/chva ... tival-irtn

Паллах, чӑвашсен те ҫавнашкал анимизмла тӗнчекурӑм пулма пултарнӑ.

Вполне возможно, что и среди чувашей существовало аналогичное анимистическое представление,

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех