Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чышкине (тĕпĕ: чышкӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапатчӗ-ши вӑл е хӑратма кӑна чышкине ҫӗклерӗ, анчах ҫакна курсан, халиччен ушкӑнра чӗнмесӗр тӑракан Игорь тусӗпе юнашар пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Лариванӗ чышкине кӑтӑртса, «Пулас шӑпу ӑҫтине пӗлетӗн-и? Акӑ ҫакӑнта, — тенӗ имӗш. — Кирлӗ пулсан, ыранах тыттарса яратӑп сана. Пӗр хут татӑкӗ ҫырса паратӑп ҫеҫ. Анчах халех тивместӗп-ха. Пурӑн чӗтресе», — тенӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пуҫне мӑнкӑмӑллӑн ҫӗкленӗ, чышкине ҫиллессӗн чӑмӑртанӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— Пӗл, мӗн пур ҫак алӑра? — ыйтрӗ вӑл, чышкине ман енне тӑсса.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Акӑ ҫакӑн пысӑкӑшшине, — килнӗ ҫын шинельне хывнӑ май чышкине кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Имшер чышкине сула-сула тӑна кӗртме тытӑнчӗ Илепи хӗрне.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Узин ҫиллессӗн чышкине чӑмӑртаса тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вӑл чышкине чӑмӑртарӗ, кӑкӑрне каҫӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Минеслу пуҫ пӳрнине икӗ пурне хушшине чикнӗ чышкине Камай пичӗ умӗнче ҫавӑрчӗ, вара, алӑка шаклаттарса, хӑвӑрт тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Тарӑхса кайнӑ председатель, сулмак чышкине кӑтартса, унпа юнать именмесӗрех: — Юкур, — тет, — машинуна виҫӗмкун салтакран килнӗ Симун Кенашне сдавать ту-ха.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

(Чышкине чӑмӑртаса Хветура патне пырать.)

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

— Акӑ ҫакна курнӑ-и эс? — чышкине чӑмӑртаса кӑтартрӗ Лука Павлович.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эх, сана, йытӑ пуҫне! — чышкине ун сӑмси умне тытса кӑтартрӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шӑлне шатӑртаттарса ҫыртать вӑл, чышкине чӑмӑртать.

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ак ҫапла, хуса ҫитсе… — чышкине ҫӗклесе кӑтартрӗ Дубов.

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кирле хӳме патне лӑкӑштатса ҫитрӗ те ҫинҫе питне чалӑштарчӗ, самаях хулӑн, ҫапах та халсӑр чышкине ҫӳлелле асаплӑн ҫӗклерӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Врангель йыттисем ҫумӗнче эсир пӗрре сурмалӑх кӑна! — чышкине чӑмӑрлать Элекҫей.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Юлашки сӑмахӗсене каланӑ чух Микки икӗ чышкине те ҫӳлелле ҫӗклесе силлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

— Чипер хӑтлан! — кӑшкӑрнӑ Макар, хӑй сисмесӗрех чышкине чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

— Таранов чышкине чӑмӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех