Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чыса (тĕпĕ: чыс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗнпе тивӗҫлӗ пултӑм-ши кунашкал пысӑк чыса? — хӗрелсе ыйтнӑ студентка палламан каччӑран.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах ҫак чыса ҫитиччен малтан, 1917-мӗш ҫулта, Патӑръел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралма тивнӗ-ха унӑн, пайтах ҫӑпата-пушмак ҫӗтме, пайтах шурӑ хут хуратма лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

Василий Давыдов-Анатри // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 2 с.

Ҫынна ырӑ сунни, кирек хӑҫан та чӑн-чӑн этем хисепне тивӗҫтересси, чыса упрасси, хӑвна сумлӑ тытасси, Тӑван ҫӗршыва, куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек, сыхласси, хӑватлӑ юратупа ҫирӗп туслӑх — акӑ мӗнле кӗвӗ-ҫемӗ тытать ҫыравҫӑ хӑйӗн пултарулӑхӗнче.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Чыса упрама та манса каяс мар.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ку мӗнле майпа тивӗҫлӗ пулнӑ-ши унашкал чыса?

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗрлӗ конкурсра, тупӑшура палӑрнисем ҫеҫ ҫак чыса тивӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен балӗ Хӗрлӗ тӳремре иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=D_RFPSpAEeI

Тен, чыса ҫухатнӑ ҫын чысшӑн кӗрешекенсемпе калаҫма тивӗҫ мар терӗ?..

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

«Хветӗр Уяр, Александр Артемьев, Юрий Скворцов прозаиксем пекех, Николай Мартынов пысӑк чыса тивӗҫлӗ», — текен сӑмахсемпе вӗҫленет ҫак уйрӑлу сӑмахӗ.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Чыса тивӗҫлӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Апла пулсан Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫи ҫавӑн пек чыса, хисепе тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Халӑхра чыса ҫамрӑклах упрама хушаҫҫӗ, манӑн вара, иртнӗ вӑрҫӑн хура, сулхӑн мӗлкинче хӑрӑнса, хӑмшӑлса «папакланнӑскерӗн», тус-юлташсем хушшинчи карту-хисепӗмшӗн ачаллах «ҫаврӑнкалама», пуҫа ҫухатсах кӗрешме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Каврӑҫ та, какрашкаланса, ҫирӗк те, ҫиҫкӗнленсе, ҫӳҫе те ҫӳҫенкелесе куҫа та чыса кӗресшӗн.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Анчӑка курсан, вӑрӑ, кӗсьене ухтарма пӑрахса, манӑн чыса та уявсене тӑхӑнакан тӗксӗм кӑвак кӗпене хӑпӑл-хапӑл ярса илчӗ те, хул хушшине хӗстерсе, аяккалла тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Мӗн пур енӗпе тӑрӑшуллӑ та маттур пулнӑран тивӗҫнӗ вӑл ҫак чыса.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм енӗпе маттур // Ольга КУЗЬМИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%bfe%d1% ... %83%d1%80/

Кӑҫал Елчӗкри вӑтам шкулти 13 вӗренекен тивӗҫнӗ ҫак чыса.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм енӗпе маттур // Ольга КУЗЬМИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%bfe%d1% ... %83%d1%80/

Укҫаран темле хӗсӗк пурӑнсан та, тӑван амӑшӗ пурӑннӑ пулсан ӗҫре кутӑрланакан, пӗве кӗрсе пыракан ачине шкула ҫӳреме те, чыса тӑхӑнма пулин те путинкка илсе паратчех ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чыса Кузьминсем те тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ен Пуҫлӑхӗнчен – Тав сӑмахӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10677-ch ... tav-s-makh

Тен, пысӑкрах чыса та тивӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Командовани ӗҫченӗ вӑрнарсем хӑйсене ырӑ енчен кӑтартнине пӗлтерчӗ, уйрӑм чыса тивӗҫекенсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

Кӗтменччӗ кун пек чыса.

Никак не ожидал такой чести!

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех