Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чылаях (тĕпĕ: чылай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн сӑн чылаях тӗлӗннӗ тӗслӗччӗ пулас: Альбина сасӑпах кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Хула хӗрринчи вӑрман ҫийӗнче тӳпе чылаях кӑвакарнӑ, йывӑҫсен кӑтрашка тӑррисем уҫҫӑн палӑрса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ хурӑн вулли ҫинче ҫӗҫӗпе чылаях пысӑккӑн Гена тата Альбина тесе ҫырнине куртӑм — хӗрача пичӗ хӗрлӗ тӗспе витӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл ял вӗҫӗнче те, чылаях пысӑк иккен.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Мӗн ҫинчен шухӑшлатӑп эпӗ: тӑвансем ҫав тери ӑшшӑн хӑналаса яни ҫинчен-и, хамӑр килти ӗҫсене чылаях тирпейлесе хӑварни ҫинчен-и е Хӗрлӗ Калля патӗнче илтнӗ сӑмах-юмахсем ҫинчен?

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Килнӗ ҫын — лутра кӗлеткеллӗ, чылаях мӑнтӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Унсӑр пуҫне тата сӗтел ҫинче тулли кӗленчесемпе пушшисем те чылаях.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

…Яла кӗрсен, ӑна, вӑрӑм кунчаллӑ сӑран атӑ, ҫӗнех мар хура шӑлавар тата хӗвелпе чылаях тӗссӗрлене пуҫланӑ хӑмӑр тӗслӗ ҫӳхе пиншак тӑхӑннӑ ҫынна, никам та палламарӗ пулас — хирӗҫ пулакансем пӗри те чӗнни пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫав вӑхӑт хушшинче вӑл хӑй валли лайӑх ҫурт лартать, тепле майпа чылаях укҫа пухса юлма ӗлкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫав шутра хамшӑн нумай шухӑшлӑ пӗлтерӗш пуррине, чылаях тунсӑхпа асаплану пулнине хам кӑна лайӑх туйса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Паянхи рабочисен пурнӑҫне сӑнласа парас тӗлӗшпе юлашки вӑхӑтра чылаях тӑрӑшса ӗҫленӗ Иван Григорьев прозаик 1964 ҫулта вулакансене тепӗр ҫӗнӗ произведени — «Ҫӑлтӑрпала ҫӑлтӑр калаҫать» ятлӑ повеҫ парнелет.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Унтан, вунӑ сехет ҫитнӗ тӗлелле, ман патӑма чылаях ватӑлнӑ хӗрарӑм васкаса утса пычӗ те — манӑнне халь кӑна кӗсьерен 10 тенкӗ укҫа кӑларса илчӗҫ, тесе пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Мана чылаях йывӑр килчӗ, мӗншӗн тесен хайхи хӗрарӑм ӗҫлес вырӑнне ытларах кӗреҫе ҫине уртӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Эрех хӑйӗн ӗҫнех тӑвать: Павӑл чылаях ӳсӗрӗлме ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӗл сивӗ килнӗ ҫул улмуҫҫисем пӗчӗк хулара пӗтӗмпех хӑрса пӗтмен — ҫамрӑккисем чылаях сыхланса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Анчах ку вӑхӑта Шӑхаль те таркӑнсем патне чылаях ҫывхарма пуҫланӑччӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шыҫмак вулӑллӑ тӗпри ҫӗмӗрт (кервенни, лӑпсӑркки) ватӑлса хӑра пуҫласан, атте ӑна вутта касрӗ, анчах йывӑҫ хӑй хыҫҫӑн чылаях ҫӑра, тӗреклӗ хунав ярса хӑварма ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Туй курма пынисен шутӗнче ача-пӑча та чылаях.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Утмӑл-ҫитмӗле ҫитнисем астӑвасса вӑл Чиканкассинчен ҫухрӑм-ҫухрӑм ҫурӑ тӑварах пулнӑ, халӗ вара утрав ялтан чылаях анатра.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

— Ӳркенмен ҫамрӑксем, чылаях ҫурнӑ-мӗн эсир?

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех