Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухнех (тĕпĕ: чухне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та, тепле майпа, эпӗ сиснӗ пекех, Альбина юрату ҫинчен мӗн шутланине, вӑл хӑйӗн савнӑ ҫыннине епле ӗмӗрлӗхех суйланине эпӗ ун чухнех пӗтӗмпех пӗлесшӗн пулнӑ ҫав…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Тен, айванла та пулӗ вӑл манӑн, анчах эпӗ кашни ҫурта тунӑ чухнех хамӑн сӑн-сӑпата аса илетӗп.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Шел, ун чухнех вилеймен эпӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Зина ун чухнех машинисткӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

«Мана ыттисем пек пӗр шухӑшсӑр выляса, чупса ҫӳреме юрамасть, ман урӑххи ҫинчен шухӑшламалла», — теттӗм ун чухнех.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Шкулта чухнех эпӗ нумайрах пӗччен пулма юратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫапла ӗнтӗ, ҫак ватӑ ҫыннӑн кил-ҫуртне хӑй ҫамрӑк чухнех ҫамрӑк ҫынсем пӗрре иленнӗ те, вӑл йӑла ку таранчченех пырать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хамӑр халӑхӑн ӗҫчен алли музыкӑпа драма театрӗн кермен пек ҫуртне тунӑ чухнех коллектив Б. Мокроусовӑн «Чапай» оперине лартма ҫине тӑрса хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫавӑн чухнех Ф. П. Павловпа К. В. Иванов «Нарспи» опера ҫырма ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Вӑл ҫавӑн пек хӑтланнӑ чухнех иккӗленме тытӑнтӑм эпӗ, анчах вӑл мана: «Ан хӑра, милици майорне ҫул ҫинче никам та тытса чарма пултараймасть!» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

«Тен ҫавӑн чухнех выҫӑпа вилсе пӗтнӗ пулӗ вӗсем, — шухӑшласа илчӗ вӑл хӑйӗн ӑшӗнче, — мӗн чухлӗ халӑха силлерӗ вӑл выҫлӑх…

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Тырӑ вырма е ҫӗрулми кӑларма ӑна амӑшӗ ача чухнех, шкулта вӗреннӗ чухнех илсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотовичӑн пӗрремӗш тӗм кӑларнӑ чухнех намӑс курмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Институтра вӗреннӗ чухнех Урпаш урлӑ плотина тума ӗмӗтленетчӗ мар-и?»

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ҫавнашкал тупмалли юмахсен тупсӑмне эп сӑпкара выртнӑ чухнех пӗлнӗ! — куларах хуравларӗ Аркаш.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эпӗ ӑна ун чухнех ӑсатрӑм…

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ҫамрӑк чухнех маншӑн хыпӑнса ҫӳретчӗ те…

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Сакӑр ҫулхи шкулта вӗреннӗ чухнех суйласа илнӗ ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ывӑнма пӗлмен ӗҫчен // Елена АНДРЕЕВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... en-3220321

Калав-повесть ҫырма Ольга Леонидовна Васильева (Федорова) Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче вӗреннӗ чухнех пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекин хӑтлавне йыхравлатпӑр // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... ravlatp-r/

Эх, мӗншӗн ҫакӑн пирки вӑл ӗлӗкех, Ейӗк ҫинче чухнех шухӑшламан-ха?

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех