Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чупкаласа (тĕпĕ: чупкала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл паян мӗнпур чир-чӗрӗнчен тасалнӑ тейӗн, йӑпӑртатса чупкаласа кӑна ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Старик кӗрешекенсем тавра пӗчӗк ача евӗр хыпӑнса чупкаласа ҫӳрерӗ, вӗсен йӑнӑшӗсене курса, канашсем пачӗ:

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян ӗҫе хӗрсем самай кая юлса тухрӗҫ тата Укахви ытти ӗҫпе унта-кунта сахал мар чупкаласа ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Марине, бригадир пулнӑ май, пӗр вырӑнта нумай тӑраймасть, тӗрлӗ ҫӗре чупкаласа ҫӳрет, хӑй патӗнчен пӑрӑннӑ чухне вара Сехре ӑна кашнинчех ӑшӑ куҫпа ӑсатса ярать.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Миннигел вара, пӳртрен тула, тултан пӳрте чупкаласа, ҫемйи валли апат пӗҫерет, килхуҫалӑхне тирпейлет, унӑн ӗҫчен аллисем сехет хушшинче ҫӗр япалана пырса тӗкӗнеҫҫӗ-тӗр, ывӑнма пӗлмен урисем картишӗнче е ҫумпахчара йӑпӑртатса ҫӳресе кӑна ҫирӗм-ватӑр ҫухрӑм тӑваҫҫӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Натали агрономпа бригадирсене «Ухмахсем, мӗн хӑтланатӑр эсир?» тесе вӑрҫать, лешсем ӑна итлемесӗр хуран тавра чупкаласа ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Звеньевой чупкаласа ҫеҫ ҫӳрет, уншӑн ҫапла сӗм ҫӗрле турттарни кулӑшла та, интереслӑ та.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эрнепи ним тума пӗлмесӗр пӳлӗм тӑрӑх чупкаласа ҫӳрерӗ, Чечекпи инкеке сиссе макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Боярсем канашлаҫҫӗ, дьяксем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, воеводӑсем учӗсене йӗнерлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Шигалей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эп паҫӑр чупкаласа ҫӳресе эсир калаҫнине итлесе те пӗтереймерӗм…

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тимӗрҫӗсем ҫапла калаҫкаласа сунтал патӗнчен вӗркӗч патне, вӗркӗч патӗнчен сунтал патне чупкаласа ҫӳренӗ хушӑра алӑк умне пӗр сассӑр Нухрат ҫитсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай мӑрса кунта чаплӑ ҫурт лартма хатӗрленет тейӗн, чупкаласа кӑна ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай таврӑннине тарҫӑсем те сиснӗ ӗнтӗ, картишӗнче унӑн-кунӑн чупкаласа тирпейлеме ӗлкӗреймен япаласене тирпейлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутарсем чупкаласа асамлӑ кӑвайт турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗр хапха патӗнчен тепӗр хапха патне чупкаласа ҫӳрекен воевода ӑнланчӗ: хирӗҫ тӑни усӑсӑр.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӗп-хӗрлӗ те кӑн-кӑвак чечекпе тулнӑ улӑх тӑрӑх утса пырать пек; ун тавра мана тыт та, мана тыт тесе хитре хӗрсем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ; Патирек вӗсенчен пӗрне ал вӗҫҫӗн йӑтать те чакӑл сӑрт тӑрӑх ялалла хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Нурлата икӗ кун кайрӑмӑр, Аксуна — пӗр кун, Алексеевскине ҫитес ҫук, — шутласа пырать Эльгеев, сӑрталла хӑпарнӑ чух лаша хыҫҫӑн чупкаласа.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр Павлуш кӑна, амӑшӗ патӗнчен ашшӗ патне чупкаласа ҫӳресе, килтисене йӑпатнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр вӑхӑт вӑл тӗмсен хушшинче, тӑчӑ-тӑчӑ ӳсекен йывӑҫсен ҫулҫи айӗпе чупкаласа кумрӗ, ҫапла майпа Моргианӑран тарса пытанма хыпаланнӑ Джесси йӗрне евӗрлет.

Одно время он метался среди кустов, под листвой тесно стоящих деревьев, тем самым указывал состояние Джесси, в каком спешила она скрыться от Моргианы.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эпӗ сире чуп тӑваймастӑп, чупкаласа та ҫӳрейместӗп.

Я не могу ни поцеловать вас, ни пройтись колесом.

XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех