Шырав
Шырав ĕçĕ:
чупкалакан (тĕпĕ: чупкала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Поездсем унталла та кунталла чупкалакан беженецсем хушшинче маневрласа ҫӳреҫҫӗ.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Учительница шалт тӗлӗнсе пӗрре Петя ҫине, тепре кунгас патӗнче чупкалакан чукчасем ҫине пӑхса илчӗ, вӗсем, паҫӑрхи пекех, пӗтсе кайсах ӗҫлеҫҫӗ, хӑйсем тавра мӗн пуррине те курмаҫҫӗ тейӗн.
Ӑсату салючӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Э, ку койотсем ҫеҫ», — тесе шухӑшларӗ вӑл, ҫыр хӗррипе каллӗ-маллӗ чупкалакан тискер кайӑк кӗтӳне курсан.«А, это только койоты», — подумал он, увидев целую стаю хищников, снующих взад и вперед по берегу.
L сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эпӗ шухӑшласа хутӑм, — Сергей ашшӗ ҫине йӑлтӑртатса чупкалакан куҫӗсемпе пӑхрӗ, — шухӑшласа хутӑм, ҫак шухӑша пурнӑҫласан, пилӗк ҫултан хӑвӑн станицуна паллаймӑн…
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Страницăсем:
- 1