Шырав
Шырав ĕçĕ:
Утӑ капанӗ енне чупаканскер, вӑл палт пӑрӑнчӗ те кас вӗҫӗнчи ҫӗрулми пахчине кӗрсе кайрӗ.
Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.
Амӑшӗ унпа чунӗ киленичченех калаҫрӗ темелле — ӑна вӑл кунне темиҫе хутчен курчӗ, анчах ашшӗ, кункаҫа ҫураки ӗҫӗпе чупаканскер, ывӑлӗпе каҫсерен ҫеҫ пӗрер сехет ларкаларӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Йӑм-ҫутӑ хура турӑ лаши — Айван — хыт чупаканскер мар, Савраскӑна ҫитес ҫук.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
А вӑл, ма хӗнес мар-ха ӑна, вӑл чупаканскер вӗт?
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сирӗн лаша хытӑ чупаканскер мар.
ХLVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Таманго, тӳрӗрен чупаканскер, чупсан-чупсан хайхи карап тӗлне ҫитсе куҫ тӗлне пулнӑ кимӗсенчен пӗрин ҫине сиксе ларнӑ та карапа хӑваласа ҫитнӗ; Вӑл пырса ҫитни Ледуна самаях тӗлӗнтернӗ, пуринчен ытла вӑл Таманго хӑй арӑмне каялла ыйтнинчен тӗлӗннӗ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Хӑй тата вӑйлӑ чупаканскер, питӗ-питӗ вӑйлӑ!
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
- 1