Шырав
Шырав ĕçĕ:
31. Ҫын вӗлерекен чунӗшӗн тӳлев ан илӗр, вӑл вилӗмшӗн айӑплӑ, ӑна вилӗм аллине памалла; 32. хӳтлӗх хулана тарса пытаннӑ ҫынна та тӳлесе ан илӗр, [аслӑ] священник виличчен ӑна хӑйӗн ҫӗрӗнче пурӑнма ирӗк памалла мар.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. эсӗ Израиль ывӑлӗсене пӑхса шутласа тухнӑ чухне, кашнийӗ хӑйне шутланӑ чухне хӑйӗн чунӗшӗн Ҫӳлхуҫана тӳлев кӳтӗр, вара вӗсене шутланӑ чухне вӗсем хушшинче пӗтерекен чир пулмӗ; 13. шута кӗрекен кирек хӑш ҫын та таса сикль виҫипе ҫур сикль пама тивӗҫлӗ; сикльре — ҫирӗм гера: Ҫӳлхуҫана ҫур сикль кӳмелле; 14. шута кӗрекен кашни ҫын, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан иртнисем, Ҫӳлхуҫана парне кӳме тивӗҫлӗ; 15. хӑвӑр чунӑршӑн Ҫӳлхуҫана тӳлемеллине пуяннин ҫур сикльрен ытла мар, чухӑннин ҫур сикльрен кая мар памалла; 16. Израиль ывӑлӗсем хӑйсемшӗн тӳленӗ кӗмӗле ил те унпала пуху чатӑрӗнче кӗлӗ ӗҫӗнче усӑ кур; ҫакӑ сирӗн чунӑрсене ҫӑлмашкӑн Ҫӳлхуҫа умӗнче Израиль ывӑлӗсем ҫинчен астутарса тӑни пулӗ, тенӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эхер те вӑкӑр арҫынна е хӗрарӑма вӗлермеллех сӗкес пулсассӑн, вӑкӑрне чулпа персе вӗлермелле, унӑн ашне ҫимелле мар; вӑкӑр хуҫи айӑплӑ мар; 29. эхер те вӑкӑрӗ ӗнер те, виҫӗмкун та сӗкӗшнӗ пулсассӑн, хуҫи ҫакна пӗле тӑркач ӑна сыхламан пулсассӑн, вӑкӑрӗ арҫынна е хӗрарӑма вӗлернӗ пулсассӑн, вӑкӑрне чулпа персе вӗлермелле, хуҫине вӗлерме тытса памалла; 30. вӗлерес вырӑнне тӳлеттермелле тунӑ пулсассӑн, ӑна мӗнле хак хунӑ, унӑн хӑйӗн чунӗшӗн ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2