Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунӗпе (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чунӗпе тулашса утсан-утсан Ула Тимӗр пач йывӑҫсӑр, уҫланкӑ хурӑмлӑрах уҫӑ вырӑна ҫитсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Таракана пӗр ҫул, шыракана ҫӗр ҫул, — татӑлса каяс пек карӑнтарнӑ ӑс-тӑнӗпе юпленсе, чунӗпе ӑшталанса ӳкрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халӑхӑн революципе граждан вӑрҫи ҫулӗсенчи паттӑрлӑхӗ, совет саманинчи халӑх пурнӑҫӗ тӗпренех ҫӗнелсе улшӑнни, ҫавна май ҫынсен шалти кӑмӑлӗсем те улшӑнни, вӗсем чунӗпе пуянланни, илемленни, телее халӑх ӗҫӗнче тупни ҫинчен, вӗсем таса юратӑвӗсем ҫинчен хавхаланса ҫырнӑ сӑвӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Пазухин ҫак илӗртӳллӗ, асамлӑ, ытарайми сасса итленӗҫемӗн хӑйне хӑй ҫунат хушнӑ пек туйрӗ, самантрах салхуллӑ шухӑшӗсене манчӗ, сӑнӗпе ҫуталса, хавасланса, чунӗпе тасалса, илемленсе кайрӗ; унӑн чун хаваслӑхӗ ҫав тери ӳссе ҫӗкленчӗ, куҫӗсенче ырӑ киленӗҫпе юрату куҫҫулӗ йӑлтӑртатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑйне ачашшӑн, хуллен кӑна сӗртӗнчӗҫ пулин те, студент вӑранчӗ, анчах, умӗнче ҫамрӑк хӗрарӑм тӑнине чунӗпе сиссе, куҫне уҫма именчӗ, ҫывӑранҫи пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл хӑйне ун умӗнче айӑплӑ пек, чунӗпе те, ӳчӗпе те, нихҫан тасалми вараланнӑ пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Малти тенкелсем ҫинче ларакансем ура ҫине тӑрсах: — Ывӑлне чӗреренех хӗрхеннӗ вӑл. Ӑна зала кӳртсен мӗнле йынӑшса ячӗ? Анчах чӑтайми пысӑк намӑса пула, халӑх умӗнче хӑйӗн чӗрери хӗрхенӳллӗ туйӑмне хирӗҫ ылханса ӑна ятлама ҫӑмӑл пулнӑ-и ӑна?! Ҫавӑнпах ӗнтӗ чӗри чӑтаймарӗ унӑн, — терӗҫ амӑшӗн чунӗпе асапне йӑлтах ӑнланнӑ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫтаппанпа юнашар тӑракан Макҫӑм тӳсеймерӗ — пӗтӗм чунӗпе тарӑхса:

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫӗре каялла илмен пулсан, туй тунӑ хыҫҫӑн та укҫа хӗл каҫмалӑх юлатчӗ, Анук валли те ҫитетчӗ. Хамӑр ҫуркунне Атӑл ҫине каяттӑмӑр. Ылхавлӑ ҫӗрӗ пӗтерчӗ!» — тесе шухӑшларӗ Микула чунӗпе тарӑхса.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку чунӗпе, ӳчӗпе те каччӑ-и тен?!»

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗпе амӑшӗ калаҫнисене итлесе ларнӑҫемӗн Анук чипертен чипер хӗр пек курӑна пуҫларӗ, ҫавӑнпа та Ваҫли юлташӗн телейӗшӗн пӗтӗм чунӗпе савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ахӑртнех, пуян качча ӑмсанчӗ, мана, чухӑн ҫын ачине, тиркерӗ пулмалла», — пӗтӗм чунӗпе салхуланса шухӑшларӗ Микула.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чирлӗ арӑмӗ вӑл ырӑ хыпарпа таврӑнасса кӗтсе выртнине аса илчӗ те пӗтӗм чунӗпе салхуланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук сак ҫине ӳкрӗ, пӗтӗм чунӗпе хурланса, макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр! — пӗтӗм чунӗпе тарӑхса эхлетрӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Черет хӑй патне ҫитессе пӗлет вӑл, ӑна чӗрипе те, чунӗпе те туять.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑна Хрестук чӗрипе те, чунӗпе те туять.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ондрей хавхалансах сӑмахланине кура хӑй те чунӗпе чӗрӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чунӗпе унчченех сиснӗ-ха вӑл, Чалӑмра ӗҫсем юсанса, лайӑхланса пырас вырӑнне начарланнӑҫемӗн начарланса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ака пуҫ тытса чылай ывӑнчӗ пулин те чунӗпе канчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех