Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чулран (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хула калӑпӑшлӑ архитектурӑпа, хӳтӗленмелли сооруженисемпе, таса мар урамсемпе, чулран хӑпартнӑ пуянсен ҫурчӗсемпе тата Сен-Жанпа Сен-Рош хула ҫумӗнче вырнаҫнӑ чухӑнсен хӑлтӑр-халтӑр ҫурчӗсемпе уйрӑлса тӑнӑ.

Город отличался монументальной архитектурой, укреплениями, грязными улицами, домами богатых из камня и лачугами бедняков в пригороде Сен-Жан и Сен-Рош.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Чулран ӑшӑ ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ҫапла, эпӗ сире валли лайӑх клуб туса парасшӑн, хулари пекех — чулран, — терӗм.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Ӗне витипе сарайӗсене чулран купаланӑ, ҫиелтен штукатуркӑласа шап-шурӑ шуратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Вӗрен кӑштах ҫӗкленчӗ, ытлах сулланмасса пӗлсе Гервак вӗрене ҫирӗпрех тытса туртма ыйтрӗ, унтан аялти сӗм-тӗттӗмлӗх пирки антӑхса кайсах сывласа шухӑшларӗ те — «лапка» айӗнчен шуса пӑрӑнчӗ, темиҫе хутчен пӗтӗрӗнсе ҫаврӑнчӗ; хул пуҫҫи хысакран ҫапӑнчӗ; Гервак чулран тытрӗ те ҫаврӑнма чарӑнчӗ.

Веревка приподнялась: тогда, считая, что сотрясение уменьшится, Гервак попросила натянуть веревку потуже и, с захлестывающей дыхание мыслью о тьме внизу, выскользнула из-под навеса, перевернувшись несколько раз; ее плечо стукнулось об отвес; она придержалась за камень и остановила вращение.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Нимӗн те курмасӑр, антӑранӑскер, ҫурма пӑвӑнчӑк Гервак хушӑк хӗрринчех, аллисемпе пуҫӗ пушӑлӑхран ҫакӑннӑ, Моргиана самантранах чавсаланчӗ те урса-тилӗрсе тӑшманне урипе тапа-тапа хушӑка ӳкерчӗ, ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ те аялалла тӗсет: лешӗ чулран е тымарсенчен ҫакланса юлман-и?

Ничего не видя, оглушенная, полузадушенная Гервак свалилась на краю, руки и голова ее свесились в пустоту, Моргиана опустилась на локоть и столкнула Гервак бешеными ударами ног, тотчас вскочив, чтобы посмотреть, не уцепилась ли та за камни и корни.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Юлашкинчен Моргиана, — унӑн вӑйӗ кашни хускануранах хушӑнсах пырать тейӗн, сулахай алли вара тӑшманӗн мӑйӗнчен вӗҫерӗнмест, — Гервака карланкинчен сылтӑм аллине ҫатӑрласа пӑврӗ те чулран ӗнсине ҫапма пикенчӗ, акӑ шӑнӑр туртнӑн сиккелекен усӑнчӑк пит ыйхӑри евӗр тӗтрелӗхе путать.

Наконец, Моргиана, силы которой возрастали с каждым движением, а левая рука не отпускала шею жертвы, ухитрилась вцепиться в горло Гервак правой рукой более основательно, чем первый раз, она прижала ее и стала бить затылком о камень, пока судорожное напряжение опрокинутого лица не стало затуманенным, как во сне.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Эпӗ пӗ-чӗк а-ча ҫеҫ, — мӑкӑртатрӗ те Моргиана Гервака пуҫӗпе чулран ҫапӑнтарма хӑтланать.

— Я сов-сем ре-бе-нок, — бормотала Моргиана, стараясь ударить Гервак головой о камень.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Гент пӳрт хыҫнелле утать; унта — чулран купаласа ҫӗкленӗ сарай пекскер: алӑксӑр, ун вырӑнне — ҫурма ҫавра шӑтӑк.

Гент обошел дом; в его задней части была открыта каменная пристройка без двери, со входом через полукруглую нишу.

III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Нишӑсенчен пӗринче пусма тимӗртен мар, чулран, — пилӗк картлашка; вӗсем тачӑ питӗрнӗ тикӗс алӑк патне ертсе пыраҫҫӗ, эпӗ тӗртсенех вӑл уҫӑлса кайрӗ те мана сӗм тӗттӗмлӗхе кӗртсе тӑратрӗ.

Одна из ниш имела не железные, а каменные ступени, числом пять; они вели к глухой, плотно закрытой двери, однако когда я ее толкнул, она подалась, впустив меня в тьму.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Стена ҫумӗнченех хӑлхапа тӗршӗнтӗм, анчах хӑлха чулран перӗннӗрен кӑштах чӑшӑлтатнисӗр пуҫне нимӗн те илтӗнмест, тата, паллах, шаккамарӑм.

Я приложил ухо, не слыша ничего, кроме трений о камень самого уха, и, конечно, не постучал.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫул йӑлмакӗ пӑрӑннӑ ҫӗрте, хыҫӗпе ҫыр хысакӗ ҫумнех тӗршӗнсе, якатман чулран купаланӑ пӗр хутлӑ ҫурт — хӑна ҫурчӗ — ларать; картишӗ тӑватӑ кӗтеслӗ, унта харӑс виҫӗ экипажран ытла вырнаҫаймасть.

Над сгибом петли дороги, примыкая к тылу береговой скалы, стояла гостиница — одноэтажное здание из дикого камня с односкатной аспидной крышей и четырехугольным двориком, где не могло поместиться сразу более трех экипажей.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вун пӗр сехет ҫитейменччӗ-ха, анчах вӑл Футроз ҫуртне шыраса тупрӗ ӗнтӗ; ку — сӑрӑ чулран купаланӑ ӗлӗкхи ҫурт, чӳречисем пысӑк, алӑк — фасад варринче.

Не было еще одиннадцати часов, но он уже разыскал дом Футроза — старинное здание из серого камня, с большими окнами и входом посредине фасада.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вун тӑватӑ сехет ишнӗрен асаплансах-ӗшенсех ҫитнӗ Риттерпа Клаусон кимме пӑрӑсӑн малти пайӗпе хӑйӑр ҫине, чулсен хушшине, аран-аран сӗтӗрсе кӑларчӗҫ, шыв чакнӑ чух юхса каясран — хускалми чулран ҫирӗппӗн ҫыхса хучӗҫ.

Измученные четырнадцатичасовой греблей Риттер и Клаусон с трудом втащили суденышко передней частью киля на песок, между камней и накрепко привязали к камню, чтобы шлюпку не отнесло отливом.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

Чулран никӗс ярса, пилӗк стеналлӑ ҫӗнӗ пӳрте кӗрсе тӑрӑст-тӑрӑст пурӑнма патварланчӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Санӑн аллусем тимӗртен, чӗр куҫҫисем — чулран.

Твои руки из железа, колени — из камня.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ӑс-тӑн — матери, — чулран ҫирӗпрехскер, тата ҫутӑран хӑвӑртскер.

Разум есть материя, более твёрдая, чем камень, и более быстрая, чем свет.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Уру династийӗн ҫар пуҫӗсем хӑйсен ҫӗрне сарнӑҫемӗн сараҫҫӗ: хӗвел анӑҫӗнче вӗсем куҫса ҫӳрекенсене вӗлерсе пӗтереҫҫӗ, Лӑпкӑ океан хӗрринче ҫӗрпе чулран пирамидӑсем ҫӗкле-ҫӗкле лартаҫҫӗ.

Военачальники династии Уру расширили владения: на западе они истребили кочевников и на рубежах Тихого океана навалили пирамиды из земли и камней.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӳпе ывӑлӗ чулран патакпа ҫапать те — шыв тухать.

Сын неба ударял посохом в камень и выступала вода.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хура юн тӗслех ҫавнашкал чулран тӑракан колоннӑсем — вӗсем тӑваткал, ҫӳлелле ансӑрланса хӑпараҫҫӗ — хапха-алӑкӑн скульптура урлӑ виттине тытса тӑраҫҫӗ.

Две квадратные, сужающиеся кверху, колонны из того же чёрно-кровяного камня поддерживали скульптурное перекрытие входа.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех