Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарӑнакан (тĕпĕ: чарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тьфу! — лач сурчӗ Пӑлаки аппа, автобуссем чарӑнакан ҫӗре вӗтӗртеттерсе.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Шупашкара пырса чарӑнакан шурӑ пӑрахутсем — ҫав хӗр патне хӑтана пыракан илемлӗ каччӑсем…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Акӑ ӗнтӗ вӑрӑм пуйӑс ҫӗр варринче час-час чарӑнакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем чугун ҫул айӗпе ҫынсем ҫӳремелли кӗперпе иртрӗҫ те троллейбуссем чарӑнакан ҫӗртен тӳрӗрен Чапаев скверне ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Унӑн кӗтмен приказӗпе Ваҫилене пӑрлӑ путвала антарас вырӑнне командировкӑна килнӗ офицерсем чарӑнакан пӳлӗме вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эсир халь автобуссем чарӑнакан вырӑна ҫити пӗр ҫӗр метр каятӑр, — терӗ Гладышев.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Автобус чарӑнакан тӗлте пӗр ҫын ҫумне ним ҫукранах ҫулӑхса кӳрентерме тытӑннӑ, ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ, ун хутне кӗме тӑнӑ тепӗр ҫынна хӗнесе тӑкнӑ, унтан, ним пулман пекех, килӗсене саланнӑ…

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Пирӗн автобус чарӑнакан вырӑна ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Ыйтнине тивӗҫтерсе, шофер мана Атӑл ҫывӑхнерехри автобуссем чарӑнакан вырӑна антарса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кам пӗлет, тен, Пуриса кӗтсе илеймесӗр юлташӗсем мӑн ҫул ҫинчи автобуссем чарӑнакан тӗле вӑрман витӗр тӳррӗн, вӑрттӑн ҫулпа е кӑмпаҫсем такӑрлатнӑ пӗчӗк сукмакпа кӑштӑртатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр Ревлен Петрович кӑна васкамарӗ-ха, вӑл ҫаплипех автобуссем чарӑнакан вырӑна тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Эпӗ чуптарам-ха, васкатӑп, — терӗ те ҫамрӑк, автобус чарӑнакан вырӑна васкаса утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Хӗр автобус чарӑнакан вырӑна утма тӑнӑччӗ ӗнтӗ, сасартӑк хӑйне такам ятран чӗннине илтрӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ачасем валли ӑна-кӑна туянкаларӑм та автобуссем чарӑнакан вырӑналла утатӑп.

Куҫарса пулӑш

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Ялтан тӑварах пӑрахутсем чарӑнакан пристаньсем лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атӑл хӗрне каякан трамвай чарӑнакан вырӑналла пынӑ чух Эльгеев сасартӑк Державин площадӗнче хура тӗтӗм палкаса хӑпарнине асӑрхарӗ, кӑшт тӑрсан ҫулӑм ялкӑшни те курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗрлех тухса кайнӑччӗ-ҫке, — ыйтрӗ Соня, трамвай чарӑнакан вырӑна ҫитсен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сергей хӑйне чӗннине те илтмерӗ вӑл, хыҫҫӑн чупнине те курмарӗ: автобус чарӑнакан вырӑна ӳсӗр ҫын пек утса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Коля шухӑшне вӗҫне ҫитермесӗрех пиншакне хыпаланса тӑхӑнчӗ те автобус чарӑнакан вырӑналла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Тамара шӑннӑ урине ӑшӑтас тесе автобус чарӑнакан вырӑна чупсах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех