Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепре ҫӑвар уҫма ӗлкӗрнӗ ҫӗре Паша, куҫне чеен хӗскелесе, купенелле кӗрсе те шӑвӑнчӗ.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Хӗвел, куҫне ӑшшӑн хӗскелесе, кӑнтӑралла кармашать.
10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Куҫне чеен хӗскелесе ыйтрӗ унтан Светлана.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ҫтаппан ҫав калаҫу вӑхӑтӗнче пит пӑхкаларӗ вӗсем ҫине, тем шутларӗ ҫавра куҫӗсене хӗскелесе, ӑна ҫамрӑксем сисмерӗҫ.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ыттисене хӗскелесе, кӑвайт умнерех, ҫын курмалли ҫӗререх хӑшместӗр тухрӗ.
Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Бодров инкеке лекнӗ ҫынсене пулӑшнӑ, а эсӗ мӗншӗн хӑравҫӑ мулкачла пӑрахса тарнӑ?» — тесе ыйтнӑн туйса, вӑрахчен тӗмсӗлме вӑй-хал ҫитереймерӗ — купарчине канӑҫсӑррӑн, сухӑр вӗлтӗрен вӗтеленӗн йӑркалантаркаласа, хулпуҫҫийӗсене як! як! сиктеркелесе илчӗ те тӑкӑскӑн хӗскелесе кӑларчӗ:
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Каҫар, арҫын ача! — пӗрремӗш хут йӗрсе ярас пек хӗскелесе кӑларчӗ эрленкӗ сас вӑл.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Манӑн ӗнтӗ пӗр пус та укҫа ҫук, — кӗҫ-вӗҫ макӑрса ярас пек хӗскелесе кӑларчӗ сӑмахне Кӗҫтук.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кунта, халӑх таттисӗр хыпӑнса-тӗркӗшсе тӗркӗлтетмен урам таврашӗнче, ытларах уйрӑм хуҫалӑхсен умӗсене йывӑҫ-чечек чӗртнӗ пӗр хутлӑ ҫурт-хуралтӑсем лӑпчӑнса тулнӑ, вӗсен хушшинче хулари суту-илӳ ӗҫӗпе пурӑнакан пуянсемпе ытти ятлӑ-сумлӑ ҫынсен темиҫе икӗ е виҫӗ хутлӑ кирпӗч ҫурчӗ ҫеҫ хӑйсемпе хӑйсем киленсе, «сӑмса каҫӑртса», «куҫ хӗскелесе» лараҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑл, хӑй ҫине ҫӗршер куҫ шӑтарасла пӑхнине сиссе, аллисемпе сӗлткелесе, куҫӗсемпе хӗскелесе, Микулана шӑпланма хушрӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ямшӑк, хитре йӗкӗт, кӗсйинчен ҫаврака тӗкӗр кӑларчӗ, шлепкине хывса, сарӑ ҫӳҫне якаткаларӗ, ҫав хушӑрах, сенкер куҫӗсене хӗскелесе, кӳршӗсен чӳречисем еннелле пӑхкаласа илчӗ: хӗрсемпе ҫамрӑк арӑмсем пурте куҫӗсене кунталла тӗлленине вӑл аван пӗлет.
Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Иван, хӗрсене куҫ хӗскелесе, чапа тухнӑ урахамаха малалла ҫавӑтса кайрӗ.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Коля кӗнекине хупрӗ те, куҫне хӗскелесе илсе: — Эсир чи хӑрушши ҫинчен каласа парӑр, итлесе ларнӑ чух ҫан-ҫурӑм ҫӳҫенсе кайтӑр, — терӗ.
Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Старик, хура куҫне хӗскелесе, пӗр самант ялкӑшакан вут ҫине пӑхса ларчӗ.
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑл куҫне чеен хӗскелесе илчӗ те калать:
Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пиҫӗк куҫне хӗскелесе ман ҫине пӑхса илчӗ те валашка ҫине пӗкӗрӗлтерсе ман пуҫа ҫума тытӑнчӗ.
Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Шараҫ пиҫиххи ҫинче ҫакӑнса ҫӳрекен ансӑр йывӑҫ турапа шурӑ сухалӗпе ҫӳҫне тураса илет, кӑвак куҫне хӗскелесе, тура ҫине пӑхать. ҫӳҫ пӗрчисем пулсан, вӗсене вӗрсе вӗҫтерсе ярать.
Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑл, ҫӑварне карса, куҫне хӗскелесе йӗрет.
Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпир халех килетпӗр, сан пата чупса килекен йытта хӑваласа яма ҫеҫ каятпӑр, — терӗ аппа юлташӗ, куҫне кӑшт хӗскелесе илчӗ те йӑл кулчӗ.
Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ӗҫми хӑшне-пӗрне ытлашширех те килӗшнӗччӗ пулмалла, кил хуҫи еннелле куҫ хӗскелесе Уккаран тепрер-икшер курка тултарса пама ыйтакансем те тупӑнчӗҫ.
Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.