Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрӗсем (тĕпĕ: хӗрӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрӗсем ҫапла сума сунипе-и — Шывхуҫи ҫавӑнтах туй тума хатӗрсем кӑларма хушать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Акӑш пек шурӑ тумлӑ Шывхуҫи хӗрӗсем ҫав туя ӑшне черетпе паклата-паклата кӗме тытӑнаҫҫӗ те шапана ҫаврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Хӗрӗсем вара пӗринчен тепри хитре, шыв тӗпӗнче, хӗвелсӗр ҫӗрте ҫуралса ӳснӗскерсем пек те мар, амӑшӗ пекех сап-сарӑ та тем вӑрӑмӑш ҫӳҫлӗ, кӑвак чечек пекех кӑвак куҫлӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Училище направленийӗпе Чулхулари «Горьковский» агрокомбината лекнӗ чӑваш хӗрӗсем, акӑ, 30-40 ҫул пӗр улшӑнмасӑр, туслӑн тӑрӑшса 20-30 градус сивӗре хӑяр, помидор, чечексем ҫитӗнтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Хӗрӗсем ҫемьеллӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Ҫапла виҫ-тӑватӑ кун ҫулҫӑ шӑлчӗҫ ферма хӗрӗсем.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Асӑннӑ тӗлпулӑва Тепловсен хӗрӗсем Галина, Татьяна тата Зоя, кӗрӳшӗ Николай Кисапов та хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Вӑл вӑхӑтра ял хӗрӗсем хула еннелле питех туртӑнман.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Хӗрсен пилӗк авасси ҫук, яштак ӳсеҫҫӗ Чемей хӗрӗсем.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Чемей хӗрӗсем халӗ выльӑх-чӗрлӗх валли апат йӑтса, шыв ҫӗклесе тертленмеҫҫӗ, ҫинҫе пилӗкӗсене пӑсмаҫҫӗ, — мучи ҫамрӑксем еннелле чеен куҫ хӗссе илет.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Фестивале хутшӑнма автобус уйӑрса панӑшӑн «Туслӑх» хӗрӗсем округ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Раськина, Комсомольскинчи культура ҫурчӗн директор ӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Павлова тав сӑмахӗ калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх» — фестиваль лауреачӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%82%d1%8 ... %87%d3%97/

Максим Петровичӑн тӗп пуянлӑхӗ вӑл – Ольга, Елена, Ирина тата Людмила хӗрӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934

Ӗпхӳ хулинчен отпуска хӗрсем таврӑнчӗҫ – маскировка ҫыхаҫҫӗ, Краснодар хулинчен пӗртӑвансен хӗрӗсем килчӗҫ – вӗсем те ҫак ӗҫех пуҫӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурне те пархатарлӑ ӗҫе явӑҫтарма тӑрӑшатпӑр // Галина СКОРОБОГАТОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%D0%B0 ... -r-3389030

Вӗсен шутӗнче ҫак юмахсене асӑнма пулать: [«Икӗ Йӑван»], [«Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни»], «Паттӑр», «Ванюххапа ачисем тата Алена Красавитса», «Виҫӗ ывӑл», [«Иванпа патша хӗрӗсем»], «Василий Великийпе Иван Великий», «Кокша», [«Иван патша»], «Иван Простак», «Пӗр тӑлӑх ача», «Иван», «Ваҫҫилипа Иван», «Ярослан Яросланович паттӑр», «Мӑн Ҫӑпата юмаххи», «Йӗкреш ача», «Хӑрахкуҫ Лешка пахаттир тата хӗресчен ывӑлӗ Иван Григорч», «Кехермен Кетил».

Назовем эти сказки: [«Два Йывана»], [«Как Йыван победил змеев»], «Батыр», «Ванюха с детьми и Алена Красавица», «Три сына», [«Иван и царевны»], «Василий Великий и Иван Великий», «Кокша», [«Иван-царь»], «Иван-простак», «Сирота», «Иван», «Василий и Иван», «Ярослан Яросланович-батыр», «Сказка о Большом Лапте», «Близнецы», «Одноглазый Лешка-богатырь и крестьянский сын Иван Григорч», «Кехермен Кетил».

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Хула хӗрӗсем пушмакӗсене хывса ҫарран чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вирьял хӗрӗсем пухӑсене шап-шурӑ тумланса тухаҫҫӗ, пурте пекех ярӑнса утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗрӗсем кайӗҫ-ха вӗсем.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Акӑ, утаҫҫӗ вӗсем, поселок хӗрӗсем, тӑвӑр аркӑллӑ юбка-платье тӑхӑннӑскерсем, чӑх йӑвинчен кӗпе аркипе ҫӑмарта йӑтса аннӑ пек мӑкӑлтатса, хӑйсем те мӑшӑр ҫӑмартана аса илтерсе, ӳт-кӗлеткене палӑртма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӗрӗсем, авӑ, пӗри тепринчен хастар.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

— Ку явлӑкӗсене кам хӗрӗсем пачӗҫ-ха, Павӑл? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех