Шырав
Шырав ĕçĕ:
Арӑмӗ савӑнсан хӑй те тем пекех хӗпӗртет.
Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӗсем сывлӑхлӑ пулнишӗн, тӗрӗс-тӗкел ӳснишӗн хӗпӗртет.
Сумлӑ кунпа саламларӗҫ // Л.НОСОВА. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%81%d1%8 ... 0%d1%80ec/
Вӗсемшӗн чунтанах хӗпӗртет Александра Ивановна.
Анне пурри телей // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d0%b0%d0%b ... 5%d0%b9-2/
Тулта тӗнче хӗпӗртет, Тулта — тӗнче ялтӑрать.
Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Калаймӑн: «Ырӑлӑх ҫӑл куҫӗ, Пӗр саншӑн халӑх хӗпӗртет».
XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫав вӑхӑтра чун хӗпӗртет, Шавлать ӑшра хӗмленнӗ юн.
II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Паян качча вӑл илӗртет, Сап-сар хӗвелӗ те йӑл кулчӗ, Ав, кайӑк-кӗшӗк хӗпӗртет.
II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Мӗн тери хӗпӗртет Куҫма вӗсене курсан!
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл фронтонпа каҫӑхса кайсах киленет; жасмин вӗтлӗхӗ хушшинчи питӗрӗнчӗк алӑкпа; хӑвӑрт юхакан шыв ҫийӗнчи мӗлкесен тӗксӗм кӗтесӗсемпе; мӗлтлетекен башньӑсемпе арккӑсемлӗ кӗперпе; вӑл керменсене питӗ тӗплӗн хаклаять тата пӗчӗк пӳртсен хӑйне евӗрлӗхӗшӗн хӗпӗртет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Горна пӗчченлӗх тертлентермест, анчах тунсӑхӗн тилӗрчӗк сирпӗнӗвӗ чӗлпӗрне ленчешкелетет, ҫавӑнпа та халӗ, этем сӑнарӑллӗ ҫиҫӗм сирев килсе ҫитсен, Горн калаҫма май пурришӗн ҫав тери хӗпӗртет.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫав ҫынсем Покетра, ӗҫ-пуҫ вырӑнӗнче, пулнӑшӑн Галеран кӑштах хӗпӗртет те; таврӑнсан вӗсемпе апла е капла калаҫма кая юлман-ха.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пенкаль чӗр куҫҫине сылтӑм аллипе сӑтӑрать, — ӑна пӑхса хӗпӗртет тейӗн; ку — унӑн тимлӗ пулмалли самантсенчи яланхи хусканӑвӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Вӑл питех те кӑмӑллӑ темӗнле пулӑмпа хӗпӗртет тейӗн, — мӗншӗн тесен ҫул ҫине кулӑпа тухрӗ.Казалось, он пережил что-то приятное, так как вышел на дорогу с улыбкой.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Машук каланӑ тӑрӑх, таврари ялсенче Калюковпа ҫыхӑннӑ ҫынсене тыта-тыта кайнӑ, вӑл хӑй те чӗтресе кӑна пурӑнать, ҫавӑнпа, Антун килнӗшӗн ҫав тери хӗпӗртет пулин те, унӑн ялтан хӑвӑртрах кайсан аванрах…
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Амӑшӗ ывӑлӗшӗн мӑнаҫланать, хӗпӗртет.
XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Купцан чунӗ хӗпӗртет те, кулянать те.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
— Штаб санпа пӗрлех хӗпӗртет.
Серёжа «ункӑран» тухать // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Сехечӗ-сехечӗпе ун ҫине пӑхса ларать вӑл, унӑн ҫулҫи ҫилпе кашланипе питӗ хӗпӗртет.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Белограй куҫӗнче куҫҫулӗ йӑлтӑртатрӗ — кӗтмен, сисмен ҫӗртен килсе тухнӑ телейшӗн вӑл ҫав тери хӗпӗртет, уншӑн калама ҫук пӑлханать.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫитӗннӗ арҫынпа калаҫма май килсе тухсан, Люба ытла та хӗпӗртет, кирек епле пулсан та гусара качча тухатӑп, тесе калать; Катя вара арҫынсене юратсах каймасть, нихҫан та качча тухмастӑп, тет, тата, хӑйпе арҫын калаҫнӑ чух, темрен хӑранӑ пек улшӑнса каять.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.