Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсемпе (тĕпĕ: хӑйсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман ачана апат ҫиме те памарӗҫ, васкатсах тумлантарчӗҫ те хӑйсемпе пӗрле таҫта илсе тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чирлӗ Ленин хӑйсемпе юнашар пулнӑ пек туйрӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ мӗн курчӗҫ вӗсем: икӗ пӑр катрамӗ пӗр харӑсах темелле Хветут пӳртне икӗ кӗтессинчен пырса ҫапӑнчӗҫ те, кӗҫех ӑна хӑйсемпе пӗрле юхтарса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтан хӑйсемпе калаҫса пӑхмалла!

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Инкек-синкек пуласран ачасене ҫеҫ хӑйсемпе илес мар терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна ма хӑйсемпе илмерӗҫ-ха мӑрсапа ывӑлӗ?

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ял ҫӗрне хӑйсемпе тан касса пачӗҫ, ҫурт лартма та пулӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хурала юлнӑ темиҫе стрелеца касса вакланӑ Япанча ҫыннисем, темиҫе лашана кӑкарса хӑйсемпе илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна, ҫак ҫулсенче хуйхӑпа пӗтсе кӑн-кӑвак ҫӳҫлӗ карчӑк пулнӑскерне, туссем Арск улӑхӗнче, тыткӑнран хӑтарнисен хушшинче шыраса тупрӗҫ те яла тухса кайиччен кремль те пулин курса юлас тесе хӑйсемпе пӗрле илсе килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр ҫул вӗсемшӗн инҫетри походсемпе ҫӗр-шыв тулашӗнчи ҫапӑҫусем пуҫланса кайнӑ: 1813 ҫул Раҫҫей салтакӗсем хӑйсемпе килӗшӳ тунӑ Прусси, Швеци, Австри ҫарӗсемпе пӗрле французсене малалла хӑвалама тытӑннӑ.

Дальние походы и зарубежные бои начались для них в 1813 году, когда Россия, Пруссия, Швеция и Австрия подписали соглашение о совместном наступлении на французскую армию.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Килен-каян пуҫлӑхсем хӑйсемпе кӑшкӑрашса та юнаса ҫеҫ калаҫнине хӑнӑхнӑ халӑх малтанах шалт аптраса ӳкнӗччӗ.

Люди, привыкшие к тому, что начальство общается с ними окриками да угрозами, так и онемели.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эс хут пӗлекен ҫын иккенне курсан вӗсем санӑн ҫыру хатӗрӗсене туртса кӑларнӑччӗ — кантуртисем сана хӑйсемпе лартса каясшӑнччӗ пулмалла, пусса ӳкерсе ҫыхма тытӑнчӗҫ.

— Они как узнали, что ты грамотой владеешь, так и забрали твои перо и бумагу. Хотели тебя в контору свезти, повалили, стали связывать, да, видать, руку тебе повредили.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр чух хӑйсемпе пӗрле хир сыснине ертсе килни те пулать.

Случается, что вместе с собой приводят и дикого кабана.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйсемпе пӗрле киремете чӳклеме чӗнесшӗн ав.

Хотят вон на чюк пригласить, помолиться вместе хотят.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пиччӗшӗ, Яшмул, хӑйсемпе хутшӑнма пӑрахнине никама систермесӗр пурӑнас вырӑнне, Мирун-Мӑрси пиччӗшсем ҫинчен ял тӑрӑх сӑмах акса ҫӳрет.

Несмотря на то, что брат его Яшмул, перестал с ним общаться, Мирун-Мырза по всей деревне распускает слухи о братьях.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах та «майра» хӑйсемпе чӑвашла калаҫма пуҫласан, пӗрле таварсене тӗрӗслеме тытӑнсан ҫак туйӑм вӗсенче хӑвӑрт сирӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

Эсӗ вӗсен ялӗсенче те пулса курнӑ ӗнтӗ, хӑйсемпе пӗрле те ӗҫленӗ».

Ты ведь бывал в их деревнях, работал с ними?

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каччӑсем ӑна хӗрсен ушкӑнӗнчен сӗтӗрсе тухрӗҫ те хӑйсемпе пӗрле урам тӑрӑх илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Патша палатинче мӑрсасене чи малтан ҫакӑ тӗлӗнтерчӗ: вӗсем аслӑ князь хӑйсемпе пӗр-пӗччен ҫеҫ кӑшт калаҫса илет тесе шутланӑччӗ, вӑл чӑваш турханӗсен сӑмахне итлеме чаплӑ ҫынсене темӗн чухлех пуҫтарнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлташӗсем ӑна хӑйсемпе пӗрле сунара та, пулла та чӗнмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех