Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсемпе (тĕпĕ: хӑйсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсемпе пӗрле вӗсем тирекпе йӑмра тураттисем тата тымарӗпех тирпейлӗн кӑларнӑ ҫамрӑк йывӑҫсем йӑтса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗкҫӗ паттӑрсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 275–277 с.

Ҫитменнине тата вӗсен ывӑлӗ-хӗрӗсем начар мар пурӑнаҫҫӗ, анчах та хӑйсен ашшӗсемпе амӑшӗсем валли хӑйсемпе юнашар кӗтес те, ҫӑкӑр таткийӗ те тупаймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ҫавӑнпа усӑ курса, кашкӑрсем пӗтӗм сурӑха пӑвса вӗлернӗ, ҫуррине хӑйсемпе илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ҫавӑнпа вӑркӑнса кӗнӗ те вӗсем кил хушшине, витене лекме май тупнӑ, пур сурӑхне те пӑвса пӗтернӗ, виҫҫӗшне хӑйсемпе сӗтӗрсе кайнӑ!

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Пур пӗр ҫын, ӑна Каней тесе чӗнеҫҫӗ, питӗ кӑмӑллӑ чун, — тӳрӗ заказсемпе ӗҫлет, посредниксемсӗр, хуҫасемпе хӑйсемпе калаҫса татӑлать, хваттерсемпе пӗчӗк объектсене юсаса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑрманта иртнӗ ҫулталӑк хушшинче хӑйсемпе мӗн-мӗн пулнине чун тараси ҫине хурса виҫсе пӑхать вӑл тепӗр хут.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кулаканни кулать, шӳтлекенни шӳтлет, тӑхлачӑсем хӑйсемпе пӗрле илсе килнӗ кучченеҫӗсене сӗтел ҫине кӑлара-кӑлара хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тен, хӑйсемпе пӗрле илсе килнӗ аш-какайпах хатӗрлеҫҫӗ шашлыка?

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Воспитательсемпе вӗрентекенсем хӑйсемпе пӗрер «партизана» иле-иле кайни те чылай пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пиҫиххирен ҫакмалли япаласене (ут пуҫлӗ тата кайӑклӑ турасене, шӗлтӗртетекен ярапасене т. ыт. те) пӑлхарсем хӑйсемпе юнашар пурӑннӑ финсенчен илнӗ, кайран ҫав япаласене кӳршисенчен те ӑстарах тума пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Астронавтсем 30 кг ытла уйӑх тӑприне пуҫтарнӑ, ҫавӑн пекех «Сервейер-3» аппаратӑн темиҫе пайне кӑларса илсе хӑйсемпе пӗрле илнӗ

Астронавты собрали свыше 30 кг лунных пород, а также сняли несколько деталей с аппарата «Сервейер-3»

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

Тупӑшӑва хутшӑннӑ пикесен малтанах хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, унтан вӗсен Чӑваш ен историне, культурине, йӑли-йӗркине пӗлнине кӑтартма тивнӗ тата пултарулӑх конкурсӗ витӗр тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Трак ен пики-2024» конкурс иртнӗ // Виталий Михайлов-Чунтупай. https://chuvash.org/news/37528.html

Хӑйсен халӑх умӗнчи ӗҫне ырӑ сӑмахпа асӑнса тӗрӗс хакланӑшӑн писательсем тӑван партие, хӑйсемпе яланах ҫывӑх тӑван пек калаҫакан Н. С. Хрущева чунтан-чӗререн тав тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ачасем пурте сана хӑйсемпе пӗрле практикӑна илсе каясшӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Суйка Тинӑна та хӑйсемпе шкула чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑрӑм Палюка, ыйхӑран вӑратса, чухӑнсем хӑйсемпе пӗрле илсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗветӗрпе Шамккай Петӗрӗ, хӑйсемпе пӗрле Варукпа Розӑна ертсе, лаша витисене, бригада ҫурчӗсене тӗрӗслеме шут тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсен усал чӗлхисенчен хӑтӑлма пӗр май ҫеҫ: хӑйсемпе ҫивӗччӗн калаҫмалла.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем кӑнтӑрлахи апатра кӑна хӑйсемпе юнашар Ахмет ларнине аса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑшӑ кӑмӑллӑ, хӑйсемпе вашават ҫынна вӗсем тем те туса пама хатӗр.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех