Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑватне (тĕпĕ: хӑват) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Проектра пӑхнӑ хӑватне 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне 100% тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

Ыттисем те ҫине тӑрсах пуҫ вататчӗҫ ҫӗршывӑмӑр хӑватне алла тӗрӗс илес тесе.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тӑван ҫӗршыв хӑватне витӗмлӗн кӑтартакан, унӑн тӑнӑҫ пурнӑҫӗпе хаваслӑ ӗҫне-хӗлне шанчӑклӑн хураллакан ракета пиншер те пиншер ҫухрӑмри «тӑшман объектне» шӑп та лап «ҫамкаран» лектерет.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Атӑл ӑна хӑйӗн лӑпкӑлӑхне те, хитрелӗхне те, хӑватне те, харсӑрлӑхне те панӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тӗрлӗрен тӗшмӗше ӗненместӗп, анчах ҫав ялав хӑватне, вӑл сурансене тӳрленме пулӑшнине, вӑл ҫынна вилӗмрӗн сыхласа хӑварнине темшӗн ӗненес килет…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тӗнчери аслӑ поэтсен пултарулӑхне, вӗсем поэзи ҫинчен вӗрентнине илсе пӑхсан, эпир ҫакна куратпӑр: вӗсем поэзи хӑйӗн хӑватне пула пурӑнни, манӑҫа тухманни, халӑха пулӑшни ҫинчен каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тӑван чӗлхен хӑватне чунне парса юратнӑ Ҫеҫпӗл Мишши: «Чӑваш чӗлхи ҫӗр ҫинчен ҫухалас пулсан, мана ват асатте масар ҫине кайса чиктӗр», тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӗсен сӑввисене пӗр ӑрури ҫамрӑксем кӑна мар вуларӗҫ, вӗсем ҫулран ҫула куҫса пычӗҫ, халӗ те хӑйсен хӑватне, илемне ҫухатмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кунта, пӗрремӗш кӗнекери пек, ӗлӗкхи хӑш-пӗр йӑласене юратарах пани те сисӗнмест ӗнтӗ, тахҫан-авалхи сӑмахсемпе юри «иртӗнни» те курӑнсах каймасть, анчах ҫакӑ писателӗн чӗлхи пуянлӑхне пӗртте чакармасть иккен, хӑватне ӳстерет кӑна.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӗсене ҫырса малтанхи хут пичетлесе кӑларнӑран вара пайтах ҫулсем иртсе кайрӗҫ пулин те, вӑл произведенисем идея тӗлӗшӗнчен ним чухлӗ те мӑкалмарӗҫ, ӑсталӑхӗпе — вулакансен чунне-кӑмӑлне илемлӗх туйӑмӗ парас хӑватне ҫухатмарӗҫ, ҫухатас та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Розӑран вӑрласа юлнӑ наркӑмӑш хӑватне пӗлесшӗн вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗтерук ҫирӗп шанни тата Макҫӑм кумӑшсем те халичченхи пекех ӑшпиллӗн пӑхни ӑна пурнӑҫри чи йывӑр вӑхӑтра та пӗччен маррине туйтарчӗҫ, пурнӑҫшӑн малалла кӗрешес хӑватне ӳстерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйӗн хӑватне кӑтартать-ши ку вӑкӑр ҫапла?

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

2000 ҫулта этемлӗх хӑватне аталантару индексӗ 0,855 (ООН аталану программи пӗлтерни) кӑтартупа танлашать.

Индекс развития человеческого потенциала на 2000 год составляет 0,855 (данные: Программа развития ООН).

Рибейран-Прету // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 1%82%D1%83

Кабаргас тинех тӑна кӗчӗ, вӗчӗрхенӗвне чараймасӑр, мӗнпур хӑватне пуҫтарса кӑшкӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл та ҫӑл хӑватне ӗненет пулас.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кирек мӗнле пулсан та унӑн ҫак кӳлӗ хӑватне алла илмелле, ун патне никама та пыртармалла мар.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Этем хӑватне, строительствӑна кура ҫутҫанталӑк каялла чакса пынӑ.

Природа отступила перед человеческой волей, перед строительством.

Самолет ҫинчен епле курӑнать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл паян Раҫҫей агрологистикӑна, транспорт инфратытӑмне аталантарнине, пропуск меслетне — чугун ҫулсен пӗрлӗхне — анлӑлатнине, тинӗс порчӗсен, элеваторсен тата продукци упрамалли терминалсен хӑватне ӳстернине палӑртнӑ.

Он отметил, что сегодня Россия развивает агрологистику, транспортную инфраструктуру, расширяет пропускную способность железных дорог, увеличивает мощности морских портов, элеваторов и терминалов хранения продукции.

Агропромышленноҫ комплексне аталантарасси пирки Путин комментари тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... un-3471336

Чкалов экипажӗ Америкӑна полюс урлӑ кӗске ҫул хывни Совет авиацийӗн хӑватне, Совет ҫӗршывӗпе Коммунистсен партийӗ пӑхса ӳстернӗ ҫынсем паттӑр пулнине кӑтартса парать.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех