Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑварса (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах пурпӗр кӗрӗк арки йӑваласа ларма юрамасть: контракт тумалли вӑхӑт кӗскелсех пырать — ку ӗҫе текех ырана хӑварса пыни вырӑнсӑр.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ цифрӑсем киревсӗррипе кӗрешессине вӑйлатма хистеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/hurlahla-cif ... a-histecce

Туй кӗрекере чух каччӑ ҫуммисем авланакан качча пӗччен хӑварса тухман.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Олег Николаев асӑннӑ тема халӑхшӑн питӗ «сисӗмлӗ» пулнине палӑртнӑ май документа йышӑнассине «ырана хӑварса пынин» сӑлтавӗпе кӑсӑкланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитес ҫул планӗнчи ФАПсем кӑҫалах хута кайӗҫ // Николай Коновалов. http://www.hypar.ru/cv/news/cites-cul-pl ... huta-kayec

Унтан хӗрхеннӗ пек пулчӗ: пӗтӗм пурлӑхна хӑварса, ҫири кӗпе йӗмпе тухса кай, вара каҫаратӑп, унсӑрӑн — хуптаратӑп, тет…

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Вӗсене итлетӗн-итлетӗн те — тӑри юрри, ӑшра ирӗлсе кайса, чуна хаваслӑ кӑмӑл ӳкерет те — сасси хӑй, чипер янраса тӑраканскерех, ҫын чунӗнче хӑйӗн илемне хӑварса илтӗнми пулать, урӑх шухӑша ярать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Унтан виҫӗ хӗрӗн куҫӗсенче харӑсах ҫутӑ куҫҫуль тумламӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ, нӳрӗ йӗр хӑварса, питҫӑмартисем тӑрӑх шуса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Славик хӑвӑрт тӑчӗ те, ҫынсен чӗринче вӑл халь-халь каялла кӗрес пек туйӑм хӑварса, залран чупса тухрӗ, анчах вунӑ минутран та каялла кӗмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Мӗтрие кӗтме хушса хӑварса, майор шкула кӗчӗ, унти техничкӑна вӑл истори учительне чӗнме ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ҫапла пулин те, халь ҫак икӗ чуна, Тоньӑпа унӑн хӗрне, пӑрахса хӑварса питех те тӗрӗс мар ӗҫ тӑвассӑн туйӑнать, питех те пысӑк йӑнӑш тӑвассӑн, никам каҫарми айӑпа кӗрессӗн туйӑнать…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Плитасем ҫине скат йӗрӗ хӑварса, пире хирӗҫ пушӑ самосвал тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑварса пырса, пит те пысӑк йӑнӑш турӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Лешсем ӗҫре ҫук чухне, спецовкисене бытовкӑра хывса хӑварса килӗсене кайсан.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Таврӑн-ха, таврӑн, пит лайӑх туйтарӑп сана упӑшкуна пӑрахса хӑварса таҫта ютра пурӑнма юраманнине, — тет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӑпатаран кӑшт ҫеҫ ансӑртарах йӗрсем хӑварса пыратчӗҫ велосипедӑн сарлака кустӑрмисем.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Павлик хӗрачасене «Твикс» парса хӑварса килелле чупрӗ.

Павлик убежал домой, угостив девочек Твиксом.

Кучченеҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/609

Анчах икӗ-виҫӗ кунранах ӑна Маринэ хайхи ҫамрӑк хӗрарӑм ачине амӑш аллинче хӑварса Ҫӗпӗре хӑй ҫуралнӑ хулана тухса кайни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗрачасем Глашӑна пӑрахса хӑварса кукаҫисем патне васкарӗҫ, вӗсен Пысӑк совет энциклопедийӗ пур, унсӑр пуҫне тата ҫӗр-ҫӗр кӗнеке пуль.

Девочки оставили Глашу в покое и поспешили к бабушке с дедушкой, у которых была Большая советская энциклопедия и еще пара сотен книг.

Тимӗр шапа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/576

Вӗсем вара, крыльца алӑкне уҫах хӑварса, пӳрте кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Вилнӗ ҫынна патӗнчех пӑрахса хӑварса, вӗсем урамри кран патне пырса аллисене ҫунӑ, вара кунтан инҫетрех те мар пурӑнакан палланӑ хӗрӗсем патне кӗрсе ҫав эрехе ӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Чӳречесем умне хӑй помощникӗпе тата темиҫе ҫын хӑварса.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех