Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвармалла (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна та палӑртса хӑвармалла, техника культурисем тупӑш кӳнӗрен вӗсене ытларах акса туса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун - ҫулталӑклӑх // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14249-c ... ltal-kl-kh

Капиталлӑ юсав ӗҫӗсем пирки асӑннӑ май, взнос пухасси пирки те каласа хӑвармалла.

Куҫарса пулӑш

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Кирлӗ-кирлӗ мар чухнех ма вырса, вакласа, ҫӗмӗрсе хӑвармалла ӑна касмаллишӗн ҫеҫ касса?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сталпӑть, ахалех ма тураса хӑвармалла вӑрмана, а?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӑҫал округри ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 12 пин ытла гектар ҫинче акса хӑвармалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫур аки ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн пырать // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/08/c%d1%83%d ... %82%d1%8c/

Черетлӗ ҫур акире пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене пурӗ 1470 гектар ҫинче акса хӑвармалла.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫӗн пуҫламӑшӗ ӑнӑҫлӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... ac%d0%bba/

Палӑртса хӑвармалла: «Ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» наци проекчӗ Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн пуҫарӑвӗпе пурнӑҫланать.

Куҫарса пулӑш

Сасӑлав вӗҫленсе пырать // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d1%81%d0%b ... %82%d1%8c/

— Сӑвва ӑна пӑхмасӑр калани ҫеҫ ҫителӗксӗр, ӑнланмалла, шухӑшне ӑша хывса хӑвармалла.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Уйрӑмах палӑртса хӑвармалла, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин йышӑннипе наци проекчӗсене 2019 ҫултанпа пурнӑҫлаҫҫӗ.

Стоит особо отметить, что национальные проекты реализуются по решению президента России Владимира Путина с 2019 года.

Уфа районӗн Затонӗнче нацпроекта пула "Волна" ҫемье канӑвӗн хӑтлӑ паркӗ йӗркеленнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... nn-3660366

«Кӗпере те сыхласа хӑвармалла, анӑҫалла васкасах чакакан тӑшмана та ун урлӑ каҫармалла мар — ҫакӑн пек задача лартнӑ Юсуп Ахмедов.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хирадеви майра-патша влаҫра ларнӑ вӑхӑта (IX ӗмӗр) палӑртакан вырӑнти Чаусанти Йогини тантра храмне те асӑнмасӑр хӑвармалла мар.

Нельзя не упомянуть и местный тантрический храм Чаусанти Йогини, чье возведение отсылают к правлению царицы Хирадеви (IX век).

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Ҫакна палӑртса хӑвармалла, процессене цифрӑлани пирӗн ӗҫӗн кӑлтӑклӑ вырӑнӗсенчен ытларахӑшне тупса палӑртма, ӗҫ процесне хӑвӑртлатма, чи кирли вара – ҫынсемшӗн меллӗ, ҫав шутра тӗплӗн шухӑшласа йышӑну тума пулӑшакан сервиссем йӗркелеме май парать.

Необходимо отметить, что цифровизация процессов также способствует выявлению большинства некорректных составляющих нашей работы, ускорению процессов, а главное – созданию удобных сервисов для людей, в том числе проактивного характера.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Отрасле кӳрекен пулӑшу майӗсене сыхласа хӑвармалла кӑна мар, ҫавӑн пекех общественноҫпа анлӑн сӳтсе явса халь вӑйра тӑраканнисене тӳрлетӳсем кӗртмелле тата ҫӗнӗ мелсем палӑртса хӑвармалла, вӗсем агропромышленноҫ комплексне малалла тивӗҫлӗн аталантарма май парӗҫ.

Нужно не просто сохранять меры поддержки отрасли, но и с учетом результатов широкого обсуждения с общественностью корректировать действующие и предусматривать новые механизмы, которые позволят придать импульс дальнейшему развитию АПК.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Режиссерсен ҫивӗч ӑслӑ, пултаруллӑ шкул ачисене палӑртса хӑвармалла.

Режиссерам – приметить одаренных, талантливых школьников.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Мӑйӑхна, тен, хӑвармалла пулӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Камшӑн ҫӗре шуратса хӑвармалла?

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юратнӑ ҫын сире питӗ юратать, ҫакна тав тумасӑр хӑвармалла мар.

Любимый человек вас обожает, что нельзя оставить без взаимности и благодарности.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Апла пулсан, малаш ӑрури вулакана илемлӗх енчен хытӑ сӑвӑрнӑ хайлав хӑвармалла.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Кунта ҫакна каласа хӑвармалла.

Куҫарса пулӑш

Утар // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 102–103 с.

Йӗр хӑвармалла мар ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех