Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ кимӗ ҫинче чухне ӑна янах айӗнчен шнурпа хытӑ туртса ҫыхнӑччӗ, шыва лексен, ӑна хӑлха ҫине хытӑ пусса лартрӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫамрӑк капитан Кутузов салтаксем Суворова мӗншӗн хытӑ юратнине, ӑна мӗн пирки хытӑ шаннине, ун хыҫҫӑн вӗсем мӗншӗн шывпа вута та кӗрсе кайма хатӗр пулнине часах ӑнланса илнӗ.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Пурте ахӑлтатса кулса янӑ; именсе ӳкнӗ тутар, каллах сӑра тытса, йӗкӗлтерех каласа хунӑ: — Хытӑ караванпуҫ, ай, патька, хытӑ! — тенӗ.
III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Ҫитменнине, тата отряд пуҫлӑхӗ те мана пит хытӑ мунча кӗртрӗ тата хытӑ ятласа намӑслантарчӗ.Да ещё начальник отряда устроил мне головомойку и очень меня пристыдил.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Суран хытӑ ыратмасть пулин те, хӗр ҫав тери хытӑ шӑнса чӗтреме тытӑнчӗ.
XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Мӗншӗн тесен хӑватлӑ сӑмах вӑл янракан пӑхӑр чан пекех, — святой кӗлле чӗнекен чан сассине хуласем, ялсем, чаплӑ чул ҫуртсемпе хӑлтӑр-халтӑр йывӑҫ ҫуртсем аякранах илччӗр тесе, маҫтӑр ку чана хаклӑ та таса кӗмӗл нумай хушать, ҫавӑнпа вӑл хытӑ янӑрать: хӑватлӑ сӑмах та ҫак чан сасси евӗрлех хытӑ янӑраса аякка сарӑлать.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл ҫивӗч, хӑюллӑ, татӑклӑ пулнӑ, пухусенче пуринчен те хытӑ кӑшкӑрнӑ, помещиксене нимӗн чухлӗ те хӗрхенмен, хресченсен союзӗ начар ӗҫлет тесе, ӑна хытӑ критикленӗ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл, сӑнчӑрӗнчен хӑтӑласшӑн пулса, ҫав тери хытӑ турткаланма пуҫларӗ, ҫапла вӑл хӑйне татах хытӑ ыраттарса пӗтерчӗ — кӑкарнӑ сӑнчӑрӗ унӑн урине шаларан та шала касса кӗрет.Он рвался с цепи, причиняя себе страшную боль: цепь всё глубже впивалась в ногу.
Беби-парикмахер // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Антон Прокофьевич хытӑ кӑшкӑрма тытӑнчӗ (унтан хытӑ кӑшкӑрма урӑх никам та пултараймастчӗ ӗнтӗ), вара ун патне, леш, эпир пӗлекен арӑмпа виҫесӗр вӑрӑм та шалпар сюртуклӑ ача ҫеҫ те мар, Иван Иванович картишӗнчи ачасем пурте вирхӗнсе чупса ҫитрӗҫ.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Вӑрман тӑрӑхӗсенче хытӑ чупакан йытӑ юрӑхлӑ мар: мулкач унран пуля пек хытӑ тарать, хӑйӗн ҫулӗнчен пӑрӑнать те ухмаха ернӗ пек, куҫ ӑҫталла пӑхнӑ — ҫавӑнталла ыткӑнать.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Вӑл ҫут тӗнчере нимрен ытла хӑйӗн упӑшкине юратать, упӑшки те ӑна савать, уйрӑмах малтанхи вӑхӑтра хытӑ юрататчӗ, арӑмӗ хӑйне ҫеҫ мар килӗшнине курсан та хытӑ юратать.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗн хыҫҫӑн мӗн пулса пынине астумастӑп, анчах ҫак каҫ хам Дерпт студентне тата Фроста ҫав тери хытӑ юратнине, вӗсене иккӗшне те пылак тутисенчен чуптунине, нимӗҫ юррине пӑхмасӑр калама вӗреннине астӑватӑп; ҫакӑнпа пӗрлех ҫак каҫ эпӗ Дерпт студентне курайми пулнине, ӑна пуканпа ҫапма шутланине, анчах ҫапмасӑр чӑтса ирттернине астӑватӑп; Яр патӗнче апатланнӑ чухнехи пекех ӳт-пӗвӗн пайӗсем хама итлеми пулнисӗр пуҫне, ҫак каҫ пуҫ хытӑ ыратнипе тата ҫаврӑннипе кӗҫ-вӗҫ вилсе каясран хӑранине астӑватӑп; эпир пурте темшӗн урайне ларнине, кӗсменсемпе ишнӗ пек туса алӑсене сулкаланине, «Вниз по матушке по Волге» юрра юрланине, ҫав вӑхӑтра хам кунашкал тума кирлӗ марри ҫинчен шухӑшланине те астӑватӑп; урайне выртса, ураран ура ҫаклатса, цыганла кӗрешнине, такамӑн мӑйне мӑкӑлтанине, эпӗ «вӑл хӑй ӳсӗр мар-тӑк, унашкал пулмастчӗ», тесе шухӑшланине астӑватӑп; каҫхи апат ҫинине, вара тем ӗҫнине, эпӗ тула уҫӑлма тухнине, унта ман пуҫ шӑннине, киле таврӑннӑ чух сӗм тӗттӗм каҫ тӑнине, ҫӑмӑл тӑрантас пускӑчӗ вашмӑк та шуҫтаракан пулса кайнине, Кузьма халсӑрланнӑран тата лӑстӑк татӑкла сулкаланнӑран унран тытса пыма май ҫуккине астӑватӑп; нимрен те ытларах асӑма ҫакӑ юлчӗ: юриех хамшӑн савӑк пулнӑ пек, питӗ нумай ӗҫме юратнӑ пек, ӳсӗрлесси пирки шутламан та пек кӑтартса, хам айванла тунине эпӗ ҫак вечер вӑхӑтӗнче пӗрмаях туйрӑм; ытти ҫынсем ман евӗрлӗ хӑтланса, айванла тунине те пӗрмаях тӗшмӗртрӗм.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун пек чӗлхе эпӗ нихҫан та курман: хытӑ, питӗ хытӑ, чӗлхе мар, темӗнле чул пек…Никогда я таких языков не видел: твердый, жесткий, камень какой-то, а не язык…
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Яланах лӑпкӑ, хӑйне йӗркеллӗ тытакан Репин, пукан ҫине сиксе хӑпарса, майсӑр хытӑ алӑ ҫупса, калама та ҫук хытӑ кӑшкӑрчӗ: «Браво, Руднев!»
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Эпӗ сана, Сергей, ҫав тери хытӑ кӗтрӗм, — терӗ вӑл, тӑвӑнса тухакан сассипе, — ҫав тери хытӑ кӗтрӗм.— Я очень ждала тебя, Сергей, — сказала она сдавленным голосом, — очень ждала!
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӑвана каялла камерӑна илсе кайрӗҫ; вӑл, ҫав тери хытӑ кулянса, койка ҫине ӳкрӗ те, — хытӑ ҫилленсе кӑшкӑрашнӑ хыҫҫӑн вӑл яланах ҫавӑн пек пулнӑ, — ним хускалмасӑр, ним шухӑшламасӑр каҫченех ҫаврӑнкаласа выртрӗ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Ҫавӑн пек каланипе вӑл ун чухне хытӑ ҫилленчӗ пулмалла, мӗншӗн тесен унӑн сӑн-сӑпачӗ хытӑ улшӑнчӗ.— Тем не менее его тогда передернуло, и он изменился в лице.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Куштӑркаса кайнӑ алтупанӗсемпе ҫав тери хытӑ ҫупрӗҫ, йывӑр аттисемпе ҫав тери хытӑ тӑпӑртатрӗҫ…Так хлопали загрубевшими ладонями, так стучали тяжелыми сапогами…
Пӗтӗм ҫӗршыва // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Питех хытӑ юратнӑ ҫамрӑк хуҫине ҫухатни, тата хӑйне пит шанса тӑракан ҫамрӑк хуҫа хӗрӗ хуйхӑрни, унтан тата капитан Кассий Кольхаун атӑпа тапни те пулӗ, — ҫав пурте мӗскӗн негра хытӑ хуйхӑртнӑ.
LXXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫынни лашине татах пушӑпа ҫапать те тилхепине карт! туртать; лаши вара, чул сарнӑ ҫӗре тухса, ак ҫапла шухӑшласа пырать: «Ку мана мӗн тесе кунта туртса кӗртрӗ-ха; ура айӗ хытӑ тенипе хытӑ, кунта чӗрнӳсене пӗтӗмпе катса пӗтерӗн», — тет.
Лашапа ҫын // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.