Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иккӗн икӗ енчи карлӑкран тыта-тыта йывӑҫ пусмана чӗриклеттерсе, хыпаланмасӑр анатпӑр.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Чунӗ васкарӗ пулин те, урисене хыпаланмасӑр, асӑрханса куҫаркаласа пӗчӗк юхан шыв (темле пысӑк юханшывӑн «капиллярӗ» ӗнтӗ вӑл) хӗррине ҫитсе тӑчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӑшши-пӑшши хыпаланмасӑр, тулли кӑмӑлпа пуҫӑнчӗ вӑл «шашлӑк» хатӗрлекен ӗҫне.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Малтанах, ытлашши хыпаланмасӑр, вут вӗрилӗхне хӑйӗн ҫара урисене «ҫулласа» типӗттерчӗ, унтан, ҫулӑм йӑлхахӗсем ҫинче «силлесе-чӳхесе» те сулласа выляткаласа, аттипе, пир тӑлисене типӗтсе пахалӑхлантарчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак вӑл пуҫне тӳррӗн тытса йӗркеленсе ларчӗ, унтан пуҫне каллех ҫӳлелле ҫӗклерӗ те пӗлӗте тӗпчевлӗн, ӑшши-пӑшши хыпаланмасӑр сӑнама пуҫларӗ: пӗр тӗлте, шӗвек пӑс евӗрлӗ тӑтӑш йӑс-пӑс пӗлӗт ситреленсе татӑлнӑ вырӑнта, тӳпе тутӑхнӑ пӑхӑр пӗрчисем тӗслӗ пӑт-пат шултра ҫӑлтӑрсемпе ҫуталкаласа тӑни курӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӑштик-хӑштик сывлакаласа, Ула Тимӗр кукленсе ларчӗ те кӑвайт майлама пуҫларӗ: вӗтӗ хӑрӑк туратсене кирлӗ пек шарт та шарт хуҫрӗ те пӗр тӗле типтерлӗн, шайлаштарса пӗр-пӗрин ҫине хучӗ — купа купаларӗ; ҫакна пӗр хыпаланмасӑр тусан, кӗсйинчен зажигалка кӑларчӗ те чӑрт! чӗртсе ячӗ, анчах… ҫулӑмне купа патне илсе пыма васкамарӗ, пӗчӗк ҫулӑма куҫ ытамне илсе, тарӑн-тарӑн шухӑша ӳкнӗ пек пулчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Каҫӗ вара, ҫӳлевӗҫ хир качаки патне лӑппӑн-лӑппӑн йӑпшӑнса, хырӑмӗ ҫинче шуса пынӑ пек, хура юпӑнчине вӑрман ҫинелле ытлашши хыпаланмасӑр, анчах ҫине тӑрсах сӗтӗрет те сӗтӗрет.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хыпаланмасӑр, ытлашши хусканусем тумасӑр, деталь хыҫҫӑн деталь касса кӑларать.
6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Аслӑраххисем сумлӑн, хыпаланмасӑр ҫаврӑнаҫҫӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Моргиана сехет калакне тӗкӗнчӗ те вӑл хыпаланмасӑр шакӑлтатма пикенчӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Тепӗр чух юрри-пуплевӗ ыйту евӗр — тӳлек те сӑпайлӑ; е хистеве аса илтерет; чӑн та, ӑна нимӗнле кайӑк та хуравлаймасть, ҫавӑнпах-тӑр вӑл уҫӑмлӑн, таса кӗвӗллӗн, хыпаланмасӑр татах ыйтать, ӳкӗтлет, ӑнлантарать… — акӑ Джесси хӑй сисмесӗрех шӑпчӑкӑн юрӑ ҫаврӑнӑшӗсенче интонацие тивӗҫтерекен сӑмахсем тӗшмӗртме пуҫларӗ.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Сурдрег тухтӑр Джессие питӗ тӗплӗн пӑхса тӗпчерӗ, анчах темӗнле хыпаланмасӑр, пур енлӗн тишкерсен те — мӗнле те-тӗр пайӑр чир ҫинче чарӑнса тӑраймасть.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл хыпаланмасӑр утать, йӗри-тавра мӗн куҫни-кумнине шухӑшлӑ кӑсӑклӑхпа тӗмсӗлсе сӑнать.Она сошла медленно, с задумчивым интересом к происходящему вокруг нее.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тирпейлӳҫӗ — хыпаланмасӑр, асӑрхануллӑн ҫӳрекен вӑтӑр пиллӗксенчи хӗрарӑм, — ресторантан мана валли кӑнтӑрлахи апатпа каҫхи апат киле-киле парать, пӳлӗмсенче тирпейлет те хӑйӗн патне каять, малтанах пӗлет: эпӗ ытлашши нимӗн те ыйтмастӑп, калаҫу-мӗн мана кирлӗ мар, ара, чылай чухне ӑна — калаҫӑва — пакӑлтатнӑ тата шӑл хушшинче чакаланнӑ май шухӑшсен саланкӑрлӑ юхӑмне лекес йӳтӗмпе ҫеҫ пуҫараҫҫӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Абдул-бен-Саид хытанка, сӑнӗ тӑрӑхла, шухӑшлӑ, хыпаланмасӑр утать, халат, тӗрлӗ тӗслӗ тюрбан, ылтӑнпа ҫӗленӗ туфли тӑхӑннӑ.
XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гент малалла тӗпченӗ май пӗр савӑт патӗнчен теприн патне хыпаланмасӑр куҫать.Гент продолжал осмотр; постепенно он переходил от одного сосуда к другому.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫак самантра, Блюм ҫакна пӗтӗмпех тӗсенӗ чухне, Тинг калаҫма чарӑнмарӗ, ӑна тӗп-тӗрӗс ӑнланмасран шикленекен ҫын пек — сӑмахӗсене хыпаланмасӑр суйла-суйла кӑларать:
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
— Хыпаланмасӑр, — ҫурма сасӑпа кӑшкӑрчӗ Хейль.
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Рехетленнипе чӗтреме чарӑнаймасӑр вӗсем каллех ӗҫме пикенчӗҫ; халӗ — хыпаланмасӑр, пысӑках мар сыпкӑмпа, техӗмӗпе киленсе, сивӗ сӗткен апат пырне уҫӑлтарса куҫнипе хӗпӗртесе.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Пледпа лайӑх чӗркеннӗ хӗр хыпаланмасӑр ҫиет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.