Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыврӗ (тĕпĕ: хыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ну-ка, кил-ха ман пата, — ҫӗлӗкне хыврӗ те ун мулаххайне антарчӗ Хӗлимун.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӑматтине хыврӗ те чӑлхи вӗҫҫӗн тӗпелелле иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун чухне ӑна ҫак анлӑ уйсене «Юрма» каяш тӑкма хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

«Уй урлӑ выртакан ҫак ҫула тахҫанах хывмастчӗҫ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/302

Вӑл хӑйӗн хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ самолечӗпе, улӑпла утӑм туса, Совет Союзӗпе СШАна ҫыхӑнтарчӗ, вӗсем хушшинче чи ҫывӑх ҫул хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Кайран аттине хыврӗ те, виҫҫӗ хут ҫапр те, Йӑванӗ тӑчӗ тит.

Потом сняла его сапог и три раза ударила, встал тогда Йыван.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Вара хӗр аттине хыврӗ те Йӑванӑнне йӗппе чикрӗ ура тупанӗнчен.

Тогда девушка сняла сапог Йывана и иголкой уколола в ступню.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Хӗр Йӑван аттине хыврӗ тит те виҫҫӗ хут пур вӑйран ҫапрӗ те — Йӑван тӑчӗ.

Девушка сняла сапог Йывана и со всей силы три раза ударила — Йыван проснулся.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Кӑҫал пуҫару бюджетне хутшӑнса ялти Чернов, Пушкин урамӗсенчен пуҫласа кооперативӑн выльӑх-чӗрлӗх фермисем патне ҫитиччен ҫулсене юсама укҫа-тенкӗ хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Пилоткине хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тӑвӑр аркӑллӑ шурӑ платье тӑхӑннӑ хӗр, каҫма хатӗрленсе, пушмакне хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Тимуш карттусне хыврӗ те тытӑнчӑк сассипе: — Ҫитрӗм, тӑванӑм. Ҫулӗ чӑрмавлӑ пулчӗ, ҫапах — ҫитрӗм. Вӑхӑтра ҫитмесен юрать-и вара, эпӗ те салтак вӗт, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Чечекне палӑк умне лартсан, Тимуш кӑшт каялла чакса тӑчӗ те карттусне хыврӗ, ҫӳҫне те, мӑйӑхне те тураса якатрӗ, хыпаланса утнӑ чух ӑшӑ пулнӑран вӗҫертсе янӑ пиншак тӳмисене ҫаклатрӗ, хулпуҫҫисене тӳрлетрӗ, кӑкӑрне хӑпартрӗ — пысӑк куҫ харшисем айӗнчен салтак ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Калушне вӑл васкамасӑр хыврӗ те, ӗхлеткелесе, кӑмака хыҫнерех куҫарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Зонтикне пуҫтарчӗ те кӗтессе тӑратрӗ, плащне хывса ҫакрӗ, унтан туфлине хыврӗ, хӑй тавра урайне пӑхкаларӗ — тапочка шырарӗ пуль ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ӑна хыврӗ Ҫтаппан, ӗмӗтсӗрлӗх тени унран куҫрӗ Ҫтаппана.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӗрӗ резина аттисене хыврӗ, урисене сак ҫине хуҫлатса хучӗ, амӑшӗн чӗрҫи ҫине тайӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Павлик подъездра урине хыврӗ те кӗчӗ.

Павлик разулся в подъезде и зашел.

Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601

— Залра шифоньер хыҫӗнчи кравать еннелле пӑхкаласа Наталь ҫийӗнче мӗнпуррине пӗтӗмпех хыврӗ, юлашкинчен кӑкӑр ҫыххине салтрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Пуҫаруллӑ бюджет» программӑпа пурнӑҫланӑран халӑх та укҫа хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Тротуарпа иртсе пыракан шӗвӗр сухаллӑ, куҫлӑхлӑ ҫын чарӑнса тӑчӗ, куҫлӑхне хыврӗ те: «Ай-яй-яй!» — тесе пуҫне сулларӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех