Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫа сăмах пирĕн базăра пур.
хуҫа (тĕпĕ: хуҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫиелтен пӑхма ку этем ытлашши начарах мар курӑннипе Богдановпа Ҫтаппана хирӗҫ ларакан мӑн хырӑмлӑ икӗ хуҫа тавлашса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арена ҫине хура маскӑна кӑларни, чӑн та, куракансене ытларах пухрӗ, хуҫа кӗсйине укҫа ытларах кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сирӗнпе юнашар такам мар, Хӗвелтухӑҫӗнчи халӑхсен пӗрремӗш гильдиллӗ хуҫа, вуншар караван тытакан миллионер Тюрек Мамед Оглы ларать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Килте хуҫа пулма ан тӑрӑшӑр.

Не пытайтесь быть хозяином в доме.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсем командирсемсӗр пуҫне ротӑра хуҫа пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

— Урӑх хуҫа патне вӗҫсе кайтӑр! — тесе малалла вӗллесем хушшипе уткаласа ҫӳреме тытӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.

Персонал кайса пӗтсен вара сыхлавҫӑ — хуҫа.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Хуҫа хӗрарӑмӗ мӗнле яшка ҫиме кӑмӑлланине ыйтсан эпӗ: — Эсир пӗлетре, пирӗн патра ҫакӑн пек йӑлайӗрке ирттернӗ чухне хӑнасене сысна хӳрипе хӑлхинчен пӗҫернӗ яшка ҫитереҫҫӗ. Эсир мана ӗненӗр: университетра вӗреннӗ чухне ҫак темӑсене лайӑх пӗлеттӗм, ҫавӑнпа калатӑп, — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Хуҫа хӗрарӑмӗ эпир кайма пуҫтарӑнсан пире яшка ҫитермесӗр кӑларса ямасса ҫирӗппӗн пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Эсӗ намӑс-симӗсе ҫухатса ҫын урлӑ каҫса килсе кӗтӗн те халӗ хуҫа пуласшӑн.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Эпӗ хампа хам хуҫа, — мӑнкӑмӑллӑн хуравларӗ пулӑшаканӗ утнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑл ҫирӗплетнӗ: — Ман хуҫа ӗҫчен…

Куҫарса пулӑш

Фактпа справка // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 60 с.

Мана хуҫа юратмасть.

Куҫарса пулӑш

Качака // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 59 с.

Халӑхӑн хуҫа пулмалла хӑйӗн пуянлӑхӗпе.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ванюш купӑсӗ, ачисем килӗнчен илсе килнӗскер, хуҫа хӑй тунӑ комод ҫинче ларать.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унӑн сылтӑм енне — хуҫа арӑмӗ Клавье.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑтам кантӑк уҫӑлчӗ, унта хуҫа арӑмӗн, Клавьен пуҫӗ курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуҫа арӑмӗ ку пӑтӑрмах ӑҫтан пуҫланнине тӳрех ӑнланса илчӗ, анчах палӑртмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуҫа чӳречине уҫать, унта лаша хӑмӑтне пуҫхӗрлӗ вырнаҫтарса хураҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуҫа майри, Ваҫиле ҫине пӑхса, хӑй те йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех