Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫа сăмах пирĕн базăра пур.
хуҫа (тĕпĕ: хуҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анук пуҫламӑш хут куҫне ҫӗклесе пӑхма хӑйрӗ те хӑй умӗнче Микулана систерме пынӑ ырӑ кӑмӑллӑ, тин ҫеҫ Ванюка хӑй хӗрачипе пӗртӑван шутлакан хӗрарӑм мар, мӑнаҫлӑ та никама ним вырӑнне хуман хуҫа арӑмӗ тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь, хуҫа арӑмӗпе тӗл пулсан, хӑй чухӑннинчен вӑтанса, пуҫне усрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуҫа арӑмӗ Анука алӑк патӗнче кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑшӗсем вӑрӑ-хурахсем малтан пӗр пуян хуҫа арӑмне тустарса хаклӑ япалисене туртса илни ҫинчен каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑн хырӑмлӑ хуҫа меллӗн сиксе тӑчӗ те барьер урлӑ ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑн хырӑмлӑ хуҫа ҫанҫурӑмӗ ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ, хӑйне ҫав-ҫавах тивӗҫлӗ тытма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫса кайса кулакан мӑн хырӑмлӑ хуҫа патне сиксе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арена ҫинче тӑракан мӑн хырӑмлӑ хуҫа, вӑрӑм сӑхманлӑ ҫын ҫӗнтерсен пин тенкӗ выляса яма пултарасса мансах ахӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех хуҫа каялла чакма май ҫуккине те аван ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑн хырӑмлӑ хуҫа та укҫине хурсан: Ӗнтӗ хура маска сӑмахне илтмелли ҫеҫ юлчӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑн хырӑмлӑ хуҫа Богданова тӑрӑхлама пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑн хырӑмлӑ хуҫа сӗннине илтсен, чунӗ ура тупаннелле ана пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑхӑтра мӑн хырӑмлӑ хуҫа, арена ҫинче цирк ҫыннисемех айкашнине халь те ӗненме пӑрахмасӑр, кула-кула арӑмне каларӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗрремӗш хуҫа, Богданова килӗштерчӗ пулсан та, ун хутне кӗрсе тавлашмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ хуҫа калаҫӑвӗ ҫакӑнпа вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫиелтен пӑхма ку этем ытлашши начарах мар курӑннипе Богдановпа Ҫтаппана хирӗҫ ларакан мӑн хырӑмлӑ икӗ хуҫа тавлашса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арена ҫине хура маскӑна кӑларни, чӑн та, куракансене ытларах пухрӗ, хуҫа кӗсйине укҫа ытларах кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сирӗнпе юнашар такам мар, Хӗвелтухӑҫӗнчи халӑхсен пӗрремӗш гильдиллӗ хуҫа, вуншар караван тытакан миллионер Тюрек Мамед Оглы ларать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Килте хуҫа пулма ан тӑрӑшӑр.

Не пытайтесь быть хозяином в доме.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсем командирсемсӗр пуҫне ротӑра хуҫа пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех