Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшинелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лӑпсӑркка ҫӗлӗкне хывса, сухалне якаткаласа, вӑл хуҫа пек, сӗтел хушшинелле иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кил хушшинелле пӑхрӗ те ҫенӗк умӗнче хӗрарӑм выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑнсӑртран килсе тухма пултаракан телее шанса, халӑх хушшинелле кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрманӗ те, улӑхӗ те, ҫӑлтӑрсем те ҫутӑ тӗттӗм хум хушшинелле тӗпренсе тӑкӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Флюгер С-па ХТ хушшинелле тӑнӑ пулсан, ҫил вара хӗвеланӑҫӗпе кӑнтӑр хушшинчен вӗрнӗ пулать, сӑнавҫӑсем К-ХА ҫырнӑ.

Если она была повернута между буквами С и В, т. е. к северо-востоку, — значит, ветер дул с юго-запада, и наблюдатели записывали Ю-3.

Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унтан вӗсем ҫур километр сарлакӑш тата пӗр километр ҫурӑ тӑршшӗ уҫланкӑ курчӗҫ, уҫланкӑра хӑйсен хӳрисемпе фюзеляжӗсене ҫӑра йывӑҫсем хушшинелле кӗртсе тӑратнӑ «ИЛ» самолета асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялова вӑл хӑй ҫак Горький урамӗ тӑрӑх, халь ҫӗмӗрсе тӑкнӑ е ӑҫта та пулин шаларах, кил хушшинелле шутарса лартнӑ ҫуртсем тӗлӗпе утса пынӑ пек, иртнӗ пурнӑҫри пӗр-пӗр хӗр ӑна тепӗр кӗтесре кӗтсе тӑнӑ пек туйӑнчӗ, — хӗрӗ вӑтӑрмӗш ҫулсенчи ытти нумай хӗрсем тӑхӑннӑ йышши беретпа, ун чухне модӑра пулнӑ ансӑр, вӑрӑм юбкӑпа.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун хыҫҫӑн пӗр пӗчӗк ҫавраҫил пӗр хушӑ ҫул тӑрӑх пычӗ-пычӗ те ансӑр вар хушшинелле пӑрӑнса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Саня ура ҫине тӑрса кил хушшинелле пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пахом Петрович тӑпах чарӑнчӗ те, хӑйӗн куҫне хӑй ӗненмесӗр, халӑх хушшинелле пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Эпӗ вӗсен хушшинелле ыткӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл, кресло хыҫӗсенчен тыта-тыта, айккӑн утса, икӗ алӑк хушшинелле васкамасӑр тухать.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫтаппан пуҫне кӑлт! ҫӗклерӗ те пӗр самант хускалмасӑр тӑнласа тӑчӗ, унтан йывӑҫсем хушшинелле кӗрсе кайрӗ, карта ҫумне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унран инҫех мар ансӑр урапа ҫулӗ йывӑҫсем хушшинелле кӗрсе кайса куҫран ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Те пуля ан тивтӗр тесе, вӑл пӗр ҫӳллӗ ӳсекен хӑяхсем хушшинелле сикрӗ те, ӑна куҫран ҫухатрӑм.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Вӑл каллех кавара килмерӗ: вырӑнтан хускалчӗ те васкамасӑр, пуҫне пӗшкӗртсе ҫуртсен хушшинелле мӑкӑлтатрӗ…

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫапла, ҫапла, чӳречерен кил хушшинелле пӑхса илтӗм те ҫурта кӗмелли алӑкран инҫех те мар лӑпсӑркка тӗмӗ хушшинче тӗксӗмрех шурӑ пӑнчӑ асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хама хытаратӑп пулин те, сукмак йӑвӑ тӗмӗсем, кӑптака ҫӳҫесем хушшинелле пӑрӑнсан, ӑшӑмри кӑйкӑр хӑюлӑхӗ самант пусӑрӑнса тӗссӗрленчӗ, чун-чӗрене вӑрман кӑвакалӗн яланхи шикӗ ҫӳҫентере-ҫӳҫентере илчӗ, пасартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пӗр пӑрӑнӑҫ хурама тӗлне ҫитсен Пурис машинине вӑрман ҫулӗнчен пӑрса йывӑҫ хушшинелле тытрӗ, пӗтнӗк, антӑс курӑкӗсене, сар ҫип утине, матрӳшкене, ытти сиплӗ те илемлӗ чечексене, ҫамрӑк йывӑҫсене, туратсене хуҫса-таптаса вунӑ-вун икӗ хӑлаҫ пек кайсан пӗр лӑпсӑркка туратлӑ ҫатӑркка ҫӗмӗрт ҫывӑхӗнче чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр правуррӑн ура ҫине сиксе тӑчӗ те, ҫаврӑнса, каллех йывӑҫсен хушшинелле васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех