Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутшӑнчӗҫ (тĕпĕ: хутшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раҫҫейри Педагог тата наставник, Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне чаплӑн уҫма Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Юрий Митюков, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, ача прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Мария Илларионова хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/

Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ «Письмо к солдату», «Тепло для героя», «Корзинка для мобилизованных», «Подари платок солдату», «Новогодний подарок солдату» тата ытти акцисене пирӗн тӑрӑхри ҫынсем нумайӑн хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Салам сӑмахӗсем ҫумне Чӑваш Республикинчи Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова, Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗн директорӗ Галина Ертмакова, муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан — вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Владимир Николаев хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Тепӗр кунне пӗтӗм вӗренекенсем забастовкӑна хутшӑнчӗҫ.

На другой день началась всеобщая забастовка учеников.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ачасем студентсемпе пӗрле флешмоба хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Курма кӑна мар, ӗҫлеме те килччӗр // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12163-ku ... -kilchch-r

2023 ҫулхи тӗллевсене - патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрне - никӗслекен документри йӗркесене итлеме Чӑваш Ен Правительствин, РФ Патшалӑх Думин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, ӗҫ тӑвакан влаҫ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприятисемпе организацисен ертӳҫисем, патшалӑх влаҫӗпе суд органӗсен, общество тата тӗн пӗрлешӗвӗсен представителӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Пултарулӑх каҫне Тӑрӑн территори пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Рубцов, Патӑрьел муниципалитет округӗн культура, туризм тата информаципе тивӗҫтерӳ пайӗн начальникӗ Наталья Никитина, тӗп специалист эксперчӗ Полина Логунова, вӗрентӳ, ҫамрӑксен политики, физкультурӑпа спорт управленийӗн информаципе методика центрӗн директорӗ Юлия Миронова, чӑваш писателӗ, литература критикӗ, филологи наукисен кандидачӗ Александр Мефодьев Аксар, Леонид Лялькинӑн шӑллӗ Валерий Матвеевич, унӑн вӗренекенӗ пулнӑ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Валентина Ситова, пӗр вӑхӑтра ялти шкулта ӗҫленӗ педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Антонина Тихонова тата Валентина Харитонова, Шупашкарти «Кӗрсе тух» лавкка ертӳҫи Александр Самакин, Чӑваш наци конгресӗн Патӑрьел муниципалитет округӗн уйрӑмӗн ертӳҫи Светлана Кулакова, Патӑрьелӗнчи каҫхи шкул вӗрентекенӗ Галина Хлебникова, Тӑрӑн чиркӗвӗн настоятелӗ Серафим атте, ял-йыш тата ыттисем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӑввисем витӗмлӗ, юррисем чуна ҫывӑх // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44270-s-vvi ... una-cyv-kh

«Светлячок» ача садӗнчи маттур шӑпӑрлансем те концерта хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫуль витӗр савӑнӑҫ кӳрекен уяв // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10673-ku ... reken-uyav

«Вилӗмсӗр полк» акцие ачасемпе пӗрлех предприяти-организацисенче тимлекенсем, ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем хутшӑнчӗҫ, вӗсем фронтра тӑшмансемпе хӑюллӑн ҫапӑҫнӑ, тылра кунне-ҫӗрне уямасӑр ӗҫленӗ тӑванӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене илсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫуль витӗр савӑнӑҫ кӳрекен уяв // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10673-ku ... reken-uyav

Хӑрушсӑрлӑх хуралне ҫавӑн пекех пушарпа ҫӑлав тата медицина службисем те хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушсӑрлӑх та ҫӳллӗ шайра // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10874-kh ... -ll-shajra

Пухӑннисем вӗсем йӗркеленӗ авалхи вӑйӑсене хастар хутшӑнчӗҫ, чунтан савӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Надежда Бабкина вӑрнарсене ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10876-na ... m-parneler

Тӗлпулӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗпе Валерий Прокопьевпа организаци, кадр тата юридици службисен пайӗн ертӳҫи Алина Константинова та хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ хоккеист – Вӑрнар тӑрӑхӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10981-pa ... -r-kh-nche

Юратнӑ республикӑмӑран тӗп уявне вӑрнарсем те хастар хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те хастар хутшӑнчӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10983-v- ... utsh-nch-c

Ҫамрӑк кинпе пӗрле ыттисем те юрра хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку калаҫӑва каҫма хывакансем те хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унта Патшалӑх Думин вице-спикерӗ Шолбан Кара-Оол, Туризм комитечӗн председателӗ Сангаджи Тарбаев, ун заместителӗ Татьяна Лобач тата ача-пӑча туризмӗ енӗпе тимлекен ӗҫ ушкӑнӗн ертӳҫин ҫумӗ Алла Салаева, Артем Прокофьев депутат хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвӗ те саккунра ҫырӑнӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11111-ac ... unra-cyr-n

Унта журналистсем, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен пресс-службисем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle

Калаҫӑва ачасем – «Куча мала» медиа-центрӑн воспитанникӗсем, ЧР Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров, ЧР ШӖМӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен пайӗн начальникӗ Наталья Чапурина хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ачалӑх телейлӗ пултӑр // Е.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11434-ac ... ejl-pult-r

Пирӗн ӑстаҫӑсем хапӑл тусах хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Малтан Акпарспа Алттыш, сассисене хӑпартмасӑр, пӗр-пӗрне пулӑшса пырса ҫармӑсла юрласа кӑтартрӗҫ, унтан хӑюланса хӗрарӑмсем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех