Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурахсем (тĕпĕ: хурах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ярӑй хурахсем — сӑнранах паллӑ…

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эсир халь — хаяр та ҫӑткӑн хурахсем.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсир пирӗн ҫине Пакӑш ращинчи хурахсем пек тапӑнатӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сятров Кавӗрли Палюка мӗнле пулӑшнине те, хурахсем Юман Йӑкӑнатне мӗнле вӗлернине те тӗплӗн каласа панӑ, тет, «Эпӗ пӗрре те пемен ӑна ун чух. Утаманӑн ҫывӑх тусӗ, лаша вӑрри Ишмулла, юман хыҫӗнчен персе амантрӗ, вӑлах юман ҫумне ҫыхтарчӗ», — тенӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Юман Йӑкӑначӗ юман ҫумӗнчех ҫӗртӗр», — теҫҫӗ хурахсем.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ун тавра кӗпӗрленнӗ хурахсем тӗлӗнсе пӑхса тӑраҫҫӗ улӑп пек паттӑр милиционер ҫине.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хурахсем ӑна хупӑрласа илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шӑпах халӗ эпир ларакан ҫак вырӑнта, юманлӑхри ҫырма хӗрринче, сыхласа тӑнӑ ӑна хурахсем.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗччен мар эп — ав кашкӑрсем, — хурахсем кайнӑ вӑрман еннелле аллипе сулса кӑтартрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Е иртен-ҫӳрен ҫине вӑрӑ-хурах тапӑнать, е купса лавӗсене хурахсем ҫаратаҫҫӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

— Ачакасси ялӗнче хурахсем пит алхаснӑ тенине илтсеччӗ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хурахсем патне тарса кайнӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Таҫта ҫурҫӗр енче хурахсем пит йышлӑланса кайнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«И-и-и, йытти епле хамлатать те, ара, хурахсем килсе пусса кайсассӑн та илтес ҫук Савантер!» — ҫаплах мӑкӑртатрӗ Атей.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑнтӑрлапа хайхи хыпара ҫӗр те пӗр тӗрлӗ улӑштарса пӗтерчӗҫ: Савтепие хурахсем вӑрласа кайнӑ пулнӑ тет; пуп тарҫи унпа курса калаҫма пултарнӑ иккен; вара ӑна арҫынла тумлантарса Шурчана илсе таврӑннӑ: халӗ хӗре халӑха кӑтартма хатӗрленеҫҫӗ т. ыт. те.

К обеду новость эта уже звучала на сто ладов: Савдеби украли разбойники; поповский работник виделся и говорил с ней; потом она, переодетая мужчиной, вернулась в Акрамово; сейчас ее готовятся показать народу и т.д., и т.д.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хурахсем тапӑнман-ши ӑна, тытса кайман-ши мӗншӗн те пулин, тетӗп, ҫухалсах ҫухалчӗ-ши, апӑрша, тетӗп, хырӑмӗ те выҫах-ҫке, епле тӳстӗр ку таранччен, тетӗп, ҫӑкӑр карточки те ҫумра ҫук-ҫке унӑн, тетӗп…

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акӑ тинех тӳремӗн сылтӑм енче вӑрӑм урампа ута-тӑп; питех те ӑнӑҫлӑ ҫаклантӑм, тепӗр чухне чарӑна-чарӑна тӑма тивет: юлан утҫӑсен процессийӗ куҫать — вӑтам ӗмӗрти хурҫӑ тумтирлӗ темӗнле хурахсем, хӗрлӗ триколлӑ шуйттансем, — пӗчӗк шӑнкӑравсемпе тата хӑюсемпе илемлетнӗ мулсем ҫинче ларса пыраҫҫӗ.

Я двинулся, наконец, по длинной улице в правом углу площади и попал так удачно, что иногда должен был останавливаться, чтобы пропустить процессию всадников — каких-нибудь средневековых бандитов в латах или чертей в красных трико, восседающих на мулах, украшенных бубенчиками и лентами.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пирӗннисене тӑллаҫҫӗ; вӗсем йӗреҫҫӗ, кӑшкӑрашаҫҫӗ, хурахсем вара пуҫсенчен, хул пуҫҫисенчен пушӑпа ҫапаҫҫӗ.

Наших стали заковывать, они плакали и кричали, а разбойники били по головам и плечам кнутами.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Наҫилккеҫӗ мӑйне вӗрен йӑлмак тӑхӑнтартнӑччӗ ӗнтӗ, анчах ҫак самантра темиҫе хутчен пени илтӗнчӗ, пульӑсем юнашар йывӑҫсенчен чанклатрӗҫ те — хурахсем чӳклӗх йӑхташне шӑрҫисемпе тата сехӗрленӗвӗпе пӗрле шурӑ ӳтлӗ ҫын валли пӑрахса хӑварса чӑтлӑхалла чӑмрӗҫ; тепӗр енчи чӑтлӑхран аллине пӑшал тытнӑ Гент тухрӗ.

Веревка уже легла на шею носильщика, как вблизи затрещали выстрелы, пули щелкнули по ближайшим деревьям, и бандиты бежали, оставив жертву с ее бусами и страхом во власти белого человека, показавшегося из чащи с ружьем в руках.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Силленӗвне-ҫапкаланӑвне хакласа ниҫилккеҫе тухатмӑш терӗҫ те хурахсем — ҫакса вӗлерме тӗв турӗҫ.

Объявив носильщика на основании его странных манипуляций колдуном, разбойники решили его повесить.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех