Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ҫапла, — аслашшӗ сулмаклӑ аллине ҫӑпата хуҫакан мӑнукӗн хулпуҫҫийӗ ҫине хурать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Куллен тӑхӑнмалли кӗпесен хулпуҫҫийӗ ҫине пысӑках мар хултӑрмачсем тӗрленӗ (каярахри кӗпесенче вӗсен вырӑнне уҫӑмлах мар тӳркӗтеслӗхсем кӑна «тӑрса юлнӑ»).
Ӑремпур чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Хӗҫ сывлӑшра ҫиҫӗм евӗр хӑвӑрт ункӑ туса ҫаврӑнса илнӗ те арман хуҫи ывӑлӗн сулахай хулпуҫҫийӗ ҫине шӑхӑрса аннӑ…
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Начальник хӑйӗн сарлака алтупанне Нонна хулпуҫҫийӗ ҫине ачашшӑн ҫеҫ хучӗ те эпӗ кӑна илтмелле ҫапла каларӗ:
II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Савӑнӑҫпа хурлӑх пӗрлешсе кайрӗҫ те, ача пек макӑрса ячӗ ашшӗ, унӑн сарлака хулпуҫҫийӗ вӑрахчен чӗтресе тӑчӗ:
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Эх, Куҫма, — аллине конюх хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ Хӗветӗр, — юлташла калатӑп сана.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Лавруш, хулпуҫҫийӗ сурать пулин те, санитарсене чӑрмантармасть.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑл аллине Хӗлип хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анук чӗрне вӗҫҫӗн утса пычӗ те аллине упӑшки хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Юратнӑ арҫын аллисем ун хулпуҫҫийӗ ҫинче.
XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан, кӑмӑлӗ хумханнипе хӑй мӗн тӑвасса пӗлмесӗр, аллисене Матӗрне хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.
XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хура маска ҫав самантрах ӑна вӑйпа чӑмӑртаса илчӗ те, вӑр-вар лапчӑнса ҫаврӑнса, Ҫтаппан аллине хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл, сӗтел хушшинчен тухса, тайкалана-тайкалана Ҫтаппан патне пычӗ те аллисене ун хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Самантрах хулпуҫҫийӗ усӑнчӗ.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Римма Иринӑна ыталарӗ те куҫҫулӗпе йӗпеннӗ питне ун хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ…
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
— Эс, Йӑван, мана мухтама хӑҫан пӑрахан? — сарлака аллине Арсентьев хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ Яльчиков.
22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тамара икӗ аллине те Раман хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ, каччӑн хура куҫӗнчен тӗмсӗлсе-тӗмсӗлсе пӑхрӗ, чунӗ кӳтсе килнипе йӗрсе ячӗ.
19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Раман пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те комбинезон, шлепке, атӑ тӑхӑннӑ, хулпуҫҫийӗ урлӑ сӑран сумка ҫакнӑ ҫынна тӳрех палласа илчӗ: Стасик!
16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Хамӑрьял! — аллипе лап хучӗ вӑл Раманӑн сарлака хулпуҫҫийӗ ҫине.
12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— А эп сана курнӑ, — пуҫне каччӑ хулпуҫҫийӗ ҫине тайӑнтарчӗ Тамара.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.