Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуйхӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хуйхӑ (тĕпĕ: хуйхӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
11. Израильри кашни ар, кашни арӑм, пӗтӗм ачи-пӑчи, Иерусалимра пурӑнакан кашни ҫын, Турӑ Ҫурчӗ умне ӳксе, пуҫӗ ҫине кӗл сапса, Турӑ умне хӑйӗн хуйхӑ тумтирне сарса хунӑ, 12. парне паракан вырӑна та хуйхӑ тумӗпе витнӗ, пурте пӗтӗм чун хавалӗпе Израиль Туррине тилмӗрсе йӑлӑннӑ, Вӑл ачасене туртса илме ан патӑрччӗ, арӑмсене тӑшман тупӑшӗ ан тутӑрччӗ, еткер хуласене ҫаратма-аркатма, таса япаласене мӑшкӑллама-ирсӗрлетме ан патӑрччӗ, суя тӗнпе пурӑнакансен савӑнмалла ан пултӑрччӗ тесе тархасланӑ.

11. И всякий муж Израильский и всякая жена, и дети, и жители Иерусалима пали пред храмом, посыпали пеплом свои головы, разостлали пред Господом свои вретища, 12. облекли жертвенник во вретище и прилежно и единодушно взывали к Богу Израилеву, чтобы Он, на радость язычникам, не предал детей их на расхищение, жен их в добычу, городов наследия их на разорение, святынь их на осквернение и поругание.

Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Ҫак сӑмахсене илтсессӗн, Ахав [Ҫӳлхуҫа умӗнче кӑмӑлӗпе ҫемҫелсе, йӗрсе ҫӳренӗ,] тумтирне ҫурса пӑрахса хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, типӗ тытнӑ, хуйхӑ тумтирӗпех выртса тӑнӑ, хурлӑхлӑ ҫӳренӗ.

27. Выслушав все слова сии, Ахав [умилился пред Господом, ходил и плакал,] разодрал одежды свои, и возложил на тело свое вретище, и постился, и спал во вретище, и ходил печально.

3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тата каланӑ: пире хуйхӑ ҫитрӗ! ун пекки ӗнер те, виҫӗм кун та пулман, тенӗ; 8. пире хуйхӑ ҫитрӗ! ҫак хӑватлӑ Турӑ аллинчен пире кам хӑтарӗ?

И сказали: горе нам! ибо не бывало подобного ни вчера, ни третьего дня; 8. горе нам! кто избавит нас от руки этого сильного Бога?

1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. [Ога курсассӑн та] вӑл хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: Турӑ ҫакна кӑтартнӑ чухне чӗрӗ юлнисене хуйхӑ, [хуйхӑ] ҫитӗ!

23. И [увидев Ога,] произнес притчу свою, и сказал: горе, [горе,] кто уцелеет, когда наведет сие Бог!

Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Йывӑр ӗҫ, пысӑк хуйхӑ ӑна хавшатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Нуша курсан та хуҫӑлман // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %b0%d0%bd/

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Володя ҫапах та нумай пулмасть амӑшне ҫӗнӗ хуйхӑ кӳнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Епле пысӑк ҫухату, тӳсме ҫук йывӑр хуйхӑ пулчӗ ку ҫемьешӗн, мӑшӑрӗшӗн.

Куҫарса пулӑш

10 ача амӑшӗ // Зоя СТЕПАНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... ca%d1%88e/

— Арҫыннӑн ун, сухаҫӑпа акаҫӑ хӑраххин, хуйхӑ сахал.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Куллен ӗҫе каяс хуйхӑ та ҫук ун, анчах та ури пысӑк ҫыннӑнни пекех шӑнать-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Шурӑн пуҫ ҫаврӑнса кайнӑ, хӑсас килнӗ, анчах ҫав тери ҫивӗч хуйхӑ кӑштах мӑкалнӑ пек туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Калӑпӑр, хӗрарӑма ҫав тери йывӑр хуйхӑ пырса ҫапнӑ, унӑн ниҫта кайса кӗме те ҫук, вара вӑл, ним тума аптранӑ енне, ҫӑвара пирус хыпма та пултарать…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Ҫуртсем ишӗлеҫҫӗ, йӗри-тавралӑх юхӑнса пырать, ҫакна пула чуна хуйхӑ пусать. Ҫулсерен лару-тӑру япӑхланса пынине ӑнлансан ҫакӑ пӗрре те сана телей кӳмест. Мӗн те пулин улӑштармалла тесе шутларӑм, 600 ҫула яхӑн историллӗ ялӑн йывӑрлӑхӗсем пирки ҫынсене пӗлтермеллех терӗм хама хам», — каласа парать Алена.

«Здания рушатся, кругом запустение и уныние. Когда ты понимаешь, что с каждым годом ситуация меняется в худшую сторону, счастья не прибавляется. Я решила, что нужно что-то менять и привлекать внимание к проблеме и к селу с почти 600-летней историей», — говорит Алена.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Хаваслӑ ӗмӗт ун чӗринче юрӑ хыҫҫӑн юрӑ ҫуратать, ӑва хуйхӑ пусса илеймест.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

— Пӗр енчен хуйхӑ, тепӗр енчен савӑнӑҫ паян.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн тӑвӑн, хуйхӑ пуснӑ ҫын алли пурпӗр эрех черкки еннеллех туртӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Сумкине майласа, кил хуҫисене: «Тепре куриччен чипер юлӑр-ха!» — тесе тухса утать телейпе хуйхӑ валеҫекен хӗрарӑм ял тӑрӑх малалла.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хамӑн та пысӑк хуйхӑ сиксе тухрӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн чухлӗ хуйхӑ ҫӳрет халь килӗрен киле, мӗн чухлӗ куҫҫулӗ юхать, шуралман ҫӳҫе шуратать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуйхӑ хӑпасси пур-и манран?..

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех