Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лавр Кузьмич тепӗр черкке янклаттарчӗ те каллех кӑтра пуҫне сулласа илчӗ, аллипе сулса, Макара та ӗҫме хистерӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Мишӑна пӗр завода вырнаҫтарчӗ, каҫхи вӑтам шкула вӗренме кӗмешкӗн хистерӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Чӗри ҫеҫ ҫав-ҫавах парӑнасшӑн пулмарӗ, юратакан хӗрне ҫӑлма хистерӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӑмӑлӗнче мӗн пуррине каласа пама хистерӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл, ним иккӗленмесӗр хӗрпе юнашар ларса, ырӑ кӑмӑл-шухӑшӗнче мӗн пуррине каласа пама хистерӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫивӗчлӗхне ҫухатман ку ыйту Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун пушшех те ытларах калаҫтарчӗ, тимлӗхе вӑйлатма хистерӗ.
Уяв тӗлне – ача-пӑча фестивалӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10783-uy ... a-festival
— Тавай, суйла эппин, Энтрей, суйла, — хистерӗ Нурулла, ҫавӑнтах ун умне пырса тӑчӗ.
Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫакна лавккаҫ ывӑлӗ ҫийӗнчех асӑрхарӗ — чӗри кӑртах сиксе илчӗ, инкеке лекнӗ хитре хӗре хӑвӑртрах пулӑшма хистерӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Мускавах ҫит, Мускавах, — татах хистерӗ Тукай.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Иливан Саррипе ывӑлӗнчен тата хуҫаран юлас мар тесе вӗҫӗмсӗр чӗлпӗрне туртрӗ, утне хытӑрах кайма хистерӗ.
16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Тата, тата, — хистерӗ хан.
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫапла ҫирӗплетсе калама, акӑ, мӗн хистерӗ: сахал йышлӑ халӑхсен Шупашкарта иртекен саккӑрмӗш кинофестивалӗ, умӗнхисемпе танлаштарсан, чӑнласах сӑпайлӑн уҫӑлчӗ.
Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.
Вӗсемпе вӑл пире хӑйӗн кӗнекисем урлӑ паллаштарчӗ, туслаштарчӗ, юнашар пурӑнакансем ҫине тимлесе пӑхма хистерӗ.
Паха тӗллев — астӑвӑма упрасси // Н.Медведева. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0%b ... %81%d0%b8/
— Пуҫла, мӗн пӑхса тӑратӑн? — хистерӗ Анушка.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Пуриншӗн те алӑ пус, — хистерӗ Кӗтерне инке.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Атьӑр, атьӑр, — хистерӗ хӗрарӑм.
1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Вара, вара, — каласа пӗтерме хистерӗ Тукай.
14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Хӑюллӑрах, хӑюллӑрах, — хистерӗ Василий Иванович.
15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Чӗлхӳне ҫӑтрӑн-им? — хистерӗ ӑна тутар ҫар пуҫлӑхӗ.
Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
— Паллах, куҫас пулать: Хусанта агроном вырӑнӗ те тӑруках пулмӗ, — хистерӗ Васильев, Эльгеева Шупашкараллах ҫавӑрасшӑн пулчӗ.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.