Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хисеплесе (тĕпĕ: хисепле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хисеплесе кӗтсе илет сана кунти халӑх…

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак хамӑр тусӑмӑр, Хусан ханӗ пулнӑ Шигалей Шейх Аулияровнч та сире хисеплесе хӑнана чӗнет.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗ-амӑшӗн пепкисен ырлӑхӗшӗн чун-чӗрепе ҫунмалла, ывӑлӗ-хӗрӗсен хӑйсене пурнӑҫ панӑ чи ҫывӑх ҫыннисене хисеплесе, вӗсенчен тӗрӗс тӗслӗх илсе, лайӑх ҫынсем пулса ӳсмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk

Шупашкарсем кинофестиваль йӗркелӳҫисене хисеплесе уяв концерчӗ хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Аслашшӗне хисеплесе Григорьев Иван тесе те ҫырӑнма пултарать вӑл.

А может в честь деда и Иваном Григорьевым зваться.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗри ӑна хисеплесе «Валя аппа», тепри «Валентина», виҫҫӗмӗшӗ «Валентина Эбдиевна» тет.

Куҫарса пулӑш

Хастар, ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ Валентина // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%85%d0%b ... %bd%d0%b0/

Арҫын ачана малашне те хастар пулма, вӗренӳре те, обществӑлла ӗҫсенче те пултарулӑх кӑтартма, Тӑван ҫӗршыва, халӑха юратса, хисеплесе ҫитӗнме халал пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ун паттӑрлӑхне асран кӑлармӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d1%83%d0%b ... 0%d0%bcec/

Ашшӗ, Василий, таврари паллӑ ҫӗвӗҫ пулнӑ, ҫавӑнпа та ял-йыш вӗсен ҫемйине хисеплесе «ҫӗвӗҫсем» тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре тупнӑ чыспа хисеп // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... 5%d0%bf-2/

Хисеплесе ҫапла калаҫҫӗ, — терӗ те Каҫҫан — сасартӑк хӑраса ӳкрӗ:

Из уважения говорят… — Касьян вдруг испугался:

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпир сире яланах асра тытатпӑр, сире хисеплесе, сума суса, ырӑ сунса, ӑшӑ пӑтӑ пӗҫерсе ӑша илетпӗр.

Мы всегда будем помнить вас, относиться к вам с уважением и, тепло встречая вас, варить кашу.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗҫре вӑл паян ҫынсемпе пӗрле чун килениччен, кӑмӑл туличчен ӗҫлерӗ, яракуна хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, ҫынсемшӗн, колхоз ӗҫӗшӗн ирттерчӗ, килте ӑна хӑй хисеплесе юратакан ҫын, пӗрре куҫран пӑхсах ӑнланакан арӑм кӗтет.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем нумайччен кашни лашапа мӗн чухлӗ сухалассине, мӗн чухлӗ сӳрелессине хисеплесе лараҫҫӗ, пӗр цифра ҫумне тепӗр цифра хушаҫҫӗ, нормӑсене пӗрре ӳстерсе, тепре чакарса пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лешӗ хисеплесе чӗннӗшӗн тав турӗ, анчах кайма шутламарӗ: мӗн лайӑххи пултӑр ҫав кайра пыракан колхозӑн ферминче?

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эс пире хисеплесе хӑвах Балчуга килетӗн, пирӗн хуйха-суйха ыйтса пӗлетӗн.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсир, ырӑ княҫсем, мӑрсасем, эмирсемпе карачисем, улансемпе юзбашисем, мана хисеплесе кӗтсе илтӗр.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паттӑрсен ячӗсене хисеплесе шӑплӑх минучӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

Ӑна хисеплесе чылай пысӑк уявсене чӗнме пуҫланӑ - Шупашкара та, Мускава та.

Куҫарса пулӑш

Ачаранах сӑвӑ ҫырать // Александр ЕРЕМЕЕВ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10646 ... -s-v-cyrat

Ҫемьере пӗр-пӗрне ӑнланса, килӗштерсе, хисеплесе пурӑннине нимӗн те ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Юратса пачӗ вӑл мана, хисеплесе.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Яла кӗрес умӗн ҫынсем кӗпӗрленсе тӑнине курсан, вӗсене хисеплесе парнесемпе кӗтсе илме тухнӑ-тӑр тесе уйларӗ ҫар пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех