Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун сӑмахне ыттисем илтрӗҫ, анчах ӑна хирӗҫлекен те, ун майлӑ калакан та пулмарӗ.
Эдик ӗҫе кӗресшӗн // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Хирӗҫлекен пулмарӗ.
Тан мар кӗрешӳ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Уншӑн никам та хирӗҫлекен пулмарӗ; ӑна протез ҫине тӑма йывӑррине пурте ӑнланаҫҫӗ.
Тӑмпайри «Нарспи» туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
2018 ҫулхи акан 13-мӗшӗнче 441399-7 №-лӗ «Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен тата (е) ытти ют ҫӗршывсен туслӑха хирӗҫлекен ӗҫсене витӗмлемелли (хирӗҫ тӑмалли) мерӑсем ҫинчен» саккун проектне пуҫарса яракансенчен пӗри пулса тӑнӑ, унти иккӗмӗш статьяри 15-мӗш пунктра АПШ-ра, тата урӑх ют патшалӑхсенче туса кӑларнӑ эмелсене РФ лаптӑкне кӳрсе килме чарасси е кӳрсе килес тӗлӗшпе чарусем кӗртме сӗннӗ пулнӑ.
Черкесов Леонид Ильич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B5%D ... 0%B8%D1%87
Пӗрре пулать, тепре, — терӗ завхоз, хирӗҫлекен ҫуккипе хавхаланса.
VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Секретарь сӑмахне хирӗҫлекен тупӑнмарӗ.
58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Унӑн пӗр-пӗрне хирӗҫлекен шухӑшӗсемпе сӑмахӗсем те асӑмра пӗрмай ҫапӑҫаҫҫӗ.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Ку ӑшчик йышӑнман, хирӗҫлекен «пит тутлӑ кукӑльӗн» йӗрри-палли пирки иккӗленме те кирлӗ пулмарӗ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Капла пулас тӑк Детрей пӗр-пӗрне хирӗҫлекен тата тӗлӗнмеллерех япаласем каласа пӗтерӗччӗ.В таком случае Детрей мог наговорить противоречащие и странные вещи.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Кунсӑр пуҫне — вӑрҫӑ пирки пӗлтерсен Гентра чӑннипех пӑхӑнмаллине хирӗҫлекен тахҫанхи, вӑйлӑ туйӑм ҫӗкленсе сарӑлчӗ: унӑн туртӑм вӑйӗ яланах — йӑпану, харкам кӑсӑклӑх; ҫавӑнпа та психологин ҫак виҫипе вӑл тискерчӗксен ҫул пуҫӗ пулма тивӗҫлӗ мар, пушшех те — темӗнле тупӑшшӑн хӗмленекен ытти тискерчӗк тӗллевӗсемшӗн.
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
1) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине, федераци саккунӗсене, Чӑваш Республикин Конституцине тата Чӑваш Республикин саккунӗсене хирӗҫлекен актсем кӑларсан, ҫавнашкал хирӗҫлӗхсене тивӗҫлӗ суд тупса палӑртсан тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗнӗ кунтан шутласа пӗр уйӑх хушшинче асӑннӑ хирӗҫлӗхсене сирмесен;
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Ташланӑ чухне Консуэло Ван-Конетпа паллашрӗ те кӗҫех ӑна юратма пуҫларӗ, — ҫак ҫыннӑн репутацине пӑхмасӑр; тӗлӗнмелле пулин те — Георг пирки сарӑлнӑ тӗрлӗ хыпар-хӑнара вӑл ӗненет, анчах кӑмӑлӗ урҫа каччӑпа пӗрлешессине хирӗҫлекен ашшӗне те, хӑйне те лӑпкӑн ҫирӗплетме ӑнтӑлать: Консуэлӑна юратнӑран унӑн упӑшки урӑх ҫынна ҫаврӑнатех.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл ассӑн сывланине, пӑхкаланине, тутине ҫине-ҫинех ҫырткаланине, кӗтесрен кӗтесе уткаланине чурӑссӑн хирӗҫлекен сехет йӗпписен хӑвачӗ аптӑратса ҫитернӗрен Давенант шлепкине тӑхӑнчӗ те вун пилӗк минутсӑр ҫиччӗре урама тухрӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пӳлӗмре пӗрре тӗттӗм, тепре пушар вӑхӑтӗнчилле янкӑр ҫутӑ; пӗр-пӗрне хирӗҫлекен ҫак эффектсем сехет шаккавӗнчен хытӑрах хӑвӑртлӑхпа ылмашӑнаҫҫӗ.
Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.
Хумханӑвӗ аркатнӑран шухӑшӗн ҫивӗч хумӗ ӳкме пуҫларӗ, Гнор унӑн чунӗ хирӗҫлекен ҫӗннипе, хӑрушшипе нушаланать; турра хирӗҫлине, пуҫ мимине татти-сыпписӗр пӑралаканскере тӗне ӗненекен ҫын ҫапла хирӗҫлет.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Унӑн хупӑнассине хирӗҫлекен куҫӗсем маччаналла тӗмсӗлнӗ — унта, хӑмасен сӑмалаланӑ хушшисенче, кӗтмен ҫӗртен килсе ҫакланнӑ ҫак вилӗм сӑлтавӗ пытаннӑ тейӗн.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Утамана хирӗҫлекен пулмарӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫак ҫыран хӗррине ку таранччен нихӑҫан та пысӑк карап килмен; карап тата — тахҫанах хур-мӑшкӑл ятне илтнӗ парӑслӑ; халӗ ҫак парӑс пулнин-пулассин, йӗркеллӗ ӑс-тӑнӑн мӗн пур саккунне хирӗҫлекен тасалӑхпа, уҫӑмлӑн та ӗнентерӳллӗн ялкӑшать.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Анчах кунта, кӳлӗ ку енчи ҫаранлӑха, килес умӗн юлашки икӗ кун хушшинче ҫав пӗр-пӗрне хирӗҫлекен икӗ туйӑм виҫҫӗмӗшпе, пушшех те кӑткӑссипе, улшӑнса ылмашрӗ: Зиновьева Ленин юри ҫеҫ хӑйне патвар та хаваслӑ пек кӑтартнӑн, тӗрӗссипе вара вӑл революципе ӗҫ тухманнине, хӑйсене асаплӑ шӑла кӗтнине, ку чухнехи пилатсем — Плехановсем, Потресовсем тата Черновсем ҫакӑншӑн хӗпӗртесе ним чӗнмесӗр ларнӑ хушӑра Вӑхӑтлӑх правительство палачӗсем вырӑссен телейсӗр Робеспьерӗпе унӑн юлташӗсене асаплантарса вӗлерессине пӗлнӗн туйӑнчӗ.
3 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫакна уйӑрса илсен, вӗсем пӗр иккӗленмесӗрех усӑллине шута илеҫҫӗ те, ӑс-тӑна хирӗҫлекен шухӑшсене сивлеҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.