Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хваттере (тĕпĕ: хваттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кил хуҫи хваттере питӗрсе тухса кайнӑ.

Хозяин запер квартиру и ушел.

Улатӑр арҫынни балкон ҫинчен персе аннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35497.html

Пуҫӗпех, пурӑнмаллах илсе пынӑ ҫавсене, пурне те ман хваттере прописать туса хунӑ!

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Чӑн та, пӗтӗм срокнех лармарӑм эпӗ, икӗ ҫул ҫурӑран тухрӑм, анчах эп тухиччен манӑн хаклӑран та хаклӑ арӑм манпа суд урлах уйрӑлнӑ та урӑххине илсе пынӑ, ман хваттере те, пурлӑха та ярса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ҫулталӑк та ҫитмен-ха вӗсем ку хваттере пурӑнма килни.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫӗнӗ хваттере пырса кӗтӗмӗр те — пӗр пысӑк пӳлӗмре кӑмака тӗпӗ пулмалли шӑтӑк хуралса тӑрать, маччара та, пӳрт тӳпинче те мӑрье кӑлармалли шӑтӑксем.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

— Хӑпарар мар-и хваттере?

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Йытӑ ҫури туянасшӑн пулчӗ вӑл унта, шӑпах Бианка пек шуррине, ҫавнашкалах пӗчӗкскерне шырарӗ, ҫӗнӗ йытӑ ҫурипе пӗрле хваттере каллех унчченхи савӑнӑҫ ҫутатса ярасса, пурин хуйхи те ҫил вӗҫтерсе кайнӑ пек сирӗлессе шанчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хваттере икӗ эрне каялла улӑштартӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Куҫса каяс мар завода, — калаҫса илчӗ Тимуш, — хваттере урӑх ҫынна паччӑр.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хветура кунта юлсан, ял-йыш мӗн калаҫасси паллӑ-ха вӑл: пӗрремӗш арӑмӗн аслӑ йӑмӑкне те хӑйӗнчен пӑрчӗ иккен, хӑйӗнпе пӗрле чаплӑ хваттере илсе каймарӗ иккен, тейӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Халь ӗнтӗ Думитруна никам та хӑймӗ чарса тӑма — чӑматанна йӑт та тухса ут урӑх хваттере.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хваттере пӗр тӑлӑх карчӑк патне кӗрет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ну, чипер юлӑр-ха халлӗхе, кайса хупӑнас хам хваттере.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫапла пурӑнмалла ӗнтӗ вӗсен, сирӗн пеккисен, — хваттере урӑххине памалла, ҫумӑрпа лӳшкесе, хӑмӑл хӑпартмалла, ҫынсене укҫасӑр-мӗнсӗр чӳрече хашаккисем туса памалла.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Халь кам асӑрхать эс хӑвна тивӗҫлӗ хваттере урӑх ҫынна панине, кам хаклать?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Паҫӑр пӗр-пӗр ҫемьене е хӗрачасене хваттере ярасси ҫинчен сӑмах хускатнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Эс мӗн шутлан, Ҫеркей, пӗр-ик хӗрачана хваттере ярам мар-ши, чӑнах та?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Пӳрт аслӑ, пӳлӗмсем пуш-пушах, пӗр-пӗр ҫемьене е хӗрачасене хваттере ярас мар-ши?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

– Эпир сирӗн мамӑпа хамӑр хваттере кӗрсен.

– Когда мы с вашей мамой заехали в нашу квартиру.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

Атӑла пӗвелени Сахмановсемшӗн усӑллӑ пулнӑ: ҫырмари тӑйлӑк-тайлӑк кил-ҫуртран тӑхӑр хутлӑ чул ҫуртри виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттере пурӑнма куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех