Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаҫата (тĕпĕ: хаҫат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Елчӗк ен» хаҫата 2023 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫула ҫырӑнса илнин кӑтартӑвне тишкерсен, округри 1000 ҫын пуҫне 459 экземпляр тивӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-4/

Кун пирки вӗсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.

Об этом они сообщили в издание «Про Город».

Мӑн Ҫавал ҫыранран тухса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34582.html

Лена хаҫата сӗтел ҫине хучӗ те тарӑн шухӑша путрӗ, хыҫҫӑнах куҫӗ умне тухӑҫран ҫӗкленекен ҫурхи хӗвел пек ӑшӑ кулӑпа ҫиҫекен ҫутӑ, тӑван, хаклӑ сӑнар — Павӑл сӑнарӗ шуса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хаҫата А3 форматпа калӑплани ҫын ҫӗнӗ те паха ҫипуҫ тӑхӑннӑ евӗрех вӗт.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӗ улшӑнчӗ, "чунӗ" пуянланчӗ // Ревокат МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Вӑл хаҫата ку таранччен илсе тӑманнисене те малашне илӗртессе, хӑйсен шухӑшне ҫырса пӗлтерменнисене те алла ручка тыттарасса, ҫивӗч ыйтусене хускатма хистессе чунпа туятӑп.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӗ улшӑнчӗ, "чунӗ" пуянланчӗ // Ревокат МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Хаҫата вулакансем, халӑх валли кӑларнине шута илсен общество корреспонденчӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли каламасӑрах паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӗ улшӑнчӗ, "чунӗ" пуянланчӗ // Ревокат МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Пӗр канашлура Надежда Константиновна хаҫата мӗншӗн кашни кун вулама кирли ҫинчен ӑнлантаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

— Ме, вуласа савӑн, хӑв ятна хаҫата кӑларнишӗн хӗпӗрте пӗрре! — хаҫат персе пачӗ вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

— Хе, — тет пуҫана, хаҫата ҫавӑркаласа пӑхнӑ май, — кунта Упрам Хӗветӗрӗ пирки статья тухнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

Ялта пусӑ йӑтӑнса аннӑ-и, клуб хупӑ тӑрать-и, кӗпер ҫӗмрӗк-и, фельдшер пӳртӗнче сивӗ-и, шкул валли вӑхӑтра вутӑ хатӗрлемен-и, яланхи комиссисем япӑх ӗҫлеҫҫӗ-и — ҫырать те ярать хаҫата.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Баймашкин хаҫата стена ҫумӗнчен хӑйпӑтса илчӗ те ҫурмаран чӗрсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вуларӑн-и, акӑ мӗн ҫыраҫҫӗ? — Чукило аллинчи хаҫата ҫапса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Об этом в газету «Про Город» сообщил народный корреспондент.

Ҫаппа-ҫарамас арсын 6-мӗш хутран юр ӑшне ӳксе чӗрӗ юлнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33797.html

Шел, пӗтӗм сӑнӳкерчӗке хаҫата кӗртме май ҫук, вӗсене хаҫат сайтӗнче пӑхма пултаратӑр.

Куҫарса пулӑш

Надежда Бабкина вӑрнарсене ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10876-na ... m-parneler

«Пире хаҫата кӑларӑр. Тепӗр уйӑхран, килсен, татах ӳкерӗнӗпӗр. Эпир «Ҫӗнтерӳ ҫулне» вулатпӑр», - терӗҫ теприсем…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11520-c- ... patt-r-sem

Хӑшӗ-пӗрисем хаҫата ҫырма сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

- Пирӗн хаҫата арҫынсем те юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗпреҫсем чӑваш хаҫат-журналне юратса вулаҫҫӗ // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 4 с.

- «Хыпар» хаҫата Мускаври чылай кӑларӑмӑнни евӗр калӑпӑшпа кӑларма тытӑнтӑмӑр, - терӗ Геннадий Аркадьевич.

Куҫарса пулӑш

Йӗпреҫсем чӑваш хаҫат-журналне юратса вулаҫҫӗ // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 4 с.

Пӗрремӗш вырӑна тухнӑ командӑсене редакци «Каҫал ен» хаҫата 2023 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурҫулне ҫырӑнса парать.

Куҫарса пулӑш

Старта тӑрса, хӑвӑрт чупса хаҫат парниллӗ пулчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81%d1%8 ... -%d0%bf-2/

Кӑнтӑрла тӗлне кун пек хаҫата колхоз правленийӗ умне те кӑларса ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех