Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав халӑхран: «Эсӗ хырӑм пӑрахса пулас егоровсене, бичуринсене, яковлевсене, ивановсене, николаевсене мӗн чухлӗ кайса пӑрахмарӑн-ши виле шӑтӑкне?» — тесе ыйтас килет манӑн.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Ҫук, ҫук, этем мар, йышран, халӑхран уйрӑлса кайнӑ Маугли.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Индире пулнӑ унашкалли, ҫын халӑхран уйрӑлса кайни, вӑрманти чӗр чунсем хушшинче тӑрса юлни.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Халӑхран таратӑн пулсан, апла пӗлетӗн Алюна ӑҫтине!
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Эс пӗлекен пуян ҫынсем халӑхран ҫаратнӑ капитала чикӗ леш енне илсе кайса телейлӗрех пулӗҫ тетӗн-им?
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Хатӗрлев кантурӗ маларахри ҫулсенчех халӑхран пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла туяннӑ-ха.
Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/
«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.
Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr
«Шӗнерпуҫ, Хуракасси, Сӗнтӗрпуҫ ял тӑрӑхӗсенчи вулавӑш тата Культура ҫуртӗнче вӑй хуракансем чӑваш культурине аталантарас енӗпе уйрӑмах курӑмлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Ӑстакасси вулавӑш ертӳҫи И.Великанова тӗрлӗ енлӗ йӗркелет ҫак ӗҫе. Халӑхран тухакан йӑла-йӗркесене упраса, юрӑ-кӗвӗсене тӗпчесе анлӑ сарас тӗлӗшпе ӑстакассисем хастар тӑрӑшаҫҫӗ», - пӗлтерчӗ ертӳҫӗ.
Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr
Уртем, ун-кун пӑхса, халӑхран тӑрук аванмарланса, ҫырманалла чупса анать.
Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Хӑш чух, хаярланса кайса, шарт тутарса илме те ӳркенмест: шарт — «ытлашши ан ҫывӑр!», шарт — «тӗрӗс ут!», шарт — «халӑхран, йышран ан юл!»
Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Халӑхран кӗпе-йӗм ҫӗлеме заказсем нумай килнӗ.
Пурнӑҫ вырӑнне шкулта тупнӑ // Анатолий Краснов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %bd%d3%91/
XIX ӗмӗрте чӑваш тумне Хусан авторӗсем А.А. Фукспа В.А. Сбоев тата хамӑр халӑхран тухнӑ пӗрремӗш этнограф С.М. Михайлов сӑнласа панӑ.
Кӳртӗм // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
1988, раштав — 1989, кӑрлач: Британири мӑсӑльмансем Болтонпа Брадфордра романа халӑх умӗнче ҫунтарса яраҫҫӗ; Исламӑн Хӑрушсӑрлӑх Канашӗ «Penguin Books» издательствӑран халӑхран каҫару ыйтма, романа сутлӑхран илме, пур кописене пӗтерсе тепӗр хут кӑларма чарма хушать.
«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC
Вырӑнтисенчен нумайӑшӗ суту-илӳпе ӗҫленӗ: вырӑнти халӑхран пир туяннӑ та ӑна каярахпа ярмӑрккӑсенче сутнӑ.
«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html
Ҫапах та, Тилли ялтан, халӑхран юлмасть: халӑхра ҫӳрет, туйран туя ҫӳрет, ӗҫкӗ-ҫикӗре пулать.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Сӑвӑҫ ҫав юрӑсене ӗнчӗ суйланӑ пек халӑхран пӗрчӗн-пӗрчӗн суйласа илет те вӗсене поэзин янравлӑ майӗпе шӗкӗлчесе тӑван халӑха каялла тавӑрса парать», тет.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Эпир патша саманинчи правасӑр халӑхран революцирен вара ытти халӑхсемпе пӗр тан праваллӑ халӑх пулса тӑтӑмӑр.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Ҫакна халӑхран вӑрласа тарасшӑн пулнӑ вӑл.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Уйрӑмах кӗркунне, хирти тырӑсене пуҫтарса кӗрсен, шыв арманӗ халӑхран пушанса тӑмасть.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хам енчен эп сана, Эрхип Григорччӑ, пӗр канаш парасшӑн, значӑтцӑ, манран ҫеҫ мар, пӗтӗм халӑхран пулать ӗнтӗ вӑл.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.