Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мелник пулсан, вӑл халӑха кулач ҫитерме пултартӑр.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пуҫ ҫурӑлас пек шухӑшласан та, пушӑ вакунсем тупса, халӑха пӗр харӑс тухӑҫалла лартса яраймӑн.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Малалла Архип Григорьевич нимӗҫ фашисчӗсем пирӗн халӑха чура тума шутлани ҫинчен, ирсӗр тӑшман шалчи туласси ҫинчен Гитлера ылхана-ылхана каларӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Платун юмӑҫ карчӑка хӑй вӗлерсе хӑй вут тивертни ҫинчен халӑха темиҫе хут та каласа пачӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халӑха унта кайса тӗрӗслесси ним те мар.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кум, ҫак йӗксӗке тӗл пулни ҫинчен каласа пар-ха халӑха:
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫапах та Платун, халӑха хӑй майлӑ ҫавӑрса хӑтӑлма пултарассине туйса, ирӗксӗрех хӑраса ӳкрӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Луччӑ урама илсе тухар та халӑха пухар.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сасартӑк Макҫӑм халӑха пӳлсе кӑшкӑрнӑ сасӑ янӑраса кайрӗ:
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анук кӗтмен ҫӗртен килсе тухни халӑха самантлӑха ҫухалтарса ячӗ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Атӑл чаксан, ку утрав ҫине ҫӗршер ҫынна, кирлӗ пулсан, икӗ общинӑри мӗнпур халӑха хӑваласа анӗ те, ҫурхи шыв юхтарса кайма ӗлкӗреймен патак-шатаксене, йӑмра-хӑва тункатисене тасаттарӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Сирӗн кашнийӗн вырӑнти халӑха хӑвӑр тӑвайман ӗҫсем пирки калаҫма е тата ыттисене тутаратпӑр тесе нимӗн те шантарма юрамасть, — терӗ.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Тата вӑрҫӑран хӑтӑлас тесе чӑваша тӗрлӗ ялтан, хуларан куҫса килнӗ халӑха та тӑрантармалла пулнӑ.
Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.
Хӑй сисмен-туман ҫӗртен тенӗ пек Виталий Юрий Петровпа Валерий Алексеев халӑха парнеленӗ «Кӳршӗ ял хӗрне» юрра сассине хӑпартмасӑр шӑрантарма тытӑнчӗ:
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Акӑ, вӑл утса ҫитрӗ те залри халӑха пӑхса ҫаврӑнчӗ.
Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.
Ҫав ҫирӗплӗхе малалла тытса пырас тӗллевпе Анатолий Ермилов вара Юманланса халӑха тухма сирӗп «решени» йышӑннӑ.
Анатолий Юман // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 46 с.
Пӗр остановка кӑна кайнӑччӗ, ҫаннисене хул тӗпне ҫити тавӑрса янӑ, аллисем ҫине тӗрлӗрен ҫӗлен-калтасем йӗплесе ӳкернӗ, вӑтӑр ҫулалла ҫитнӗ патвар этем, «халӑха пӑлхатса пыран» тесе, ӗнсерен ярса илчӗ те троллейбусран вӗлт! кӑна сирпӗтсе антарчӗ мана.
Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.
Каснӑ йывӑҫран строительство материалӗ, халӑха кирлӗ таварсем хатӗрлеме пуҫлатӑр ак эсир те.
54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
«Эпир кӗреҫепе пенипе ҫак пушара сӳнтерес ҫук. Ҫумӑра кӗтмелле. Тур пулӑшасса. Ҫӳлтен лӳшлеттерсен, хӑех сӳнет», — тесе пӑтратать халӑха.
45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Пурпӗрех ҫав айван халӑха вӑрманта хамшӑн ӗҫлеттертӗм, патшалӑх вӑрманӗнчен вӗҫекен ылтӑн ҫулҫӑсене хамӑн кӗсьене чиктертӗм.
43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.