Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫынсен мӗлкисем кӑшт кӑна палӑракан тӗттӗм пӳлӗме чылай вӑхӑт сӑнаса пӑхрӗ, унтан илтӗнмелле мар утӑмсемпе коридор тӑрӑх хуллен малалла иртрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Амӑшӗ тӑпӑл-тӑпӑл утӑмсемпе пахчана тухрӗ.
Пӗрремӗш лавсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тарье ку сӑмахсем ҫине нимле хуравлама та аптӑраса тӑчӗ, вара асар-писер утӑмсемпе сирпӗнсе тухрӗ те подвала анса кайрӗ.
Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ӑна Петр Петрович лартса кайни ҫинчен пӗлтерсен, Сергей кравать ҫинче ахлаткаласа выртакан Тилӗ ҫӗлӗкӗ патне пырса: — Намӑссӑр! Сахал пулчӗ-ха сана, кӗҫҫе пит! — терӗ те ӑна, чӗн чӑпӑрккипе туртса илсе, ҫирӗп утӑмсемпе пӳртрен тухрӗ.
Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӗсем компьютер чӗлхине аван пӗлни курӑнчӗ – сӗтелҫи вӑййисене, лабиринтсене, ыттисене мӗнле утӑмсемпе, мӗнле комбинацисемпе пурнӑҫланине кӑтартрӗҫ.
Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan
Юлашки ҫулсенче завод сулмаклӑ утӑмсемпе аталанса пырать.
Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann
Вара вӑл ҫирӗп утӑмсемпе воеводӑна хирӗҫ утрӗ.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ыйткалакан шултра утӑмсемпе ун патнелле васкарӗ.
2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сарлака хулпуҫҫиллӗ кервен каччӑ пысӑк утӑмсемпе утса каять…
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Хӑвӑр ҫие хӗҫ-пӑшалпа хӗллехи тум-тир виҫ-тӑватӑ пӑт таранччен йӑтса эсир пӗр-ик сехет хушши улӑпла утӑмсемпе утса курнӑ-и?
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кам пултӑр? — ӳркенсе тавӑрчӗ Ятман, хӑй, алӑка шӑлтӑр-шалтӑр питӗрсе, пысӑк утӑмсемпе тулалла утрӗ.
XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Сивӗрех, ҫӳҫентерет, — чупма чарӑнса унпа юнашар пысӑкрах утӑмсемпе утма тӑрӑшрӗ Иван.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫавӑнпа та малашне те ҫирӗп утӑмсемпе малалла утӑр, — терӗ Александр Николаевич.
Тӗллев – туянакансен кӑмӑлне тивӗҫтересси, паха продукци сӗнесси // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d1%82e%d0% ... %81%d1%81/
Ҫук, ывӑтмарӗ, хӑйӑрне шӑлса тасатса, кӗсйине чикрӗ, вара йывӑр утӑмсемпе лаши патнелле утрӗ.
1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫапла каларӗ те сотник пиҫиххирен ҫакса янӑ тем вӑрӑмӑш хӗҫҫине тӳрлетсе сарлака утӑмсемпе кӗпер урлӑ каялла каҫса кайрӗ.
14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ну, мӗн тӑватпӑр, Ахтупай? — пысӑк утӑмсемпе каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ вӑл.
13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Халӗ сирӗн малалла пӗчӗк утӑмсемпе пымалла.
37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Хурал пуҫлӑхӗ пысӑк утӑмсемпе утса кайса Лупин-Горбатый умне пырса тӑчӗ, ӑна хӑй камсене илсе килнине пӗлтерчӗ пулмалла.
5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл вӗҫсе каяс пек хӑлаҫланать те пысӑк утӑмсемпе Эрнепие хирӗҫ чупса анать.
23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Мӗн ҫинчен калаҫасшӑнччӗ? — пысӑк утӑмсемпе ун умне пырса тӑчӗ воевода.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.