Шырав
Шырав ĕçĕ:
Урамсенче капӑр тумлӑ халӑх утать, нухрат-тенкӗ чӑнкӑртатать, тӑван кӗвӗ янӑрать.
Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ҫамрӑк ҫын пекех хӑвӑрт та тӳп-тӳрӗ утать.
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Калӑпӑр, Зина яланах кӑштах пӗшкӗнерех, пуҫа усса шухӑша кайнӑ евӗр утать, Маша вара яланах таҫта васкать, утнӑ майӑн йывӑр ҫивӗчӗсене сылтӑм аллипе каялла ывӑта-ывӑта пырать…
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Вӑл йӑпшӑнса утать.
8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Каллӗ-маллӗ утать.
3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Ҫӑл патӗнчен хӑпаракан сукмакпа лаштра йӑмра патнелле пӗр ача утать.
2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Пирус чӗрткеленӗ май курах кайрӗ: сукмакпа пӗр ача утать.
1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
— Сумкине майласа, кил хуҫисене: «Тепре куриччен чипер юлӑр-ха!» — тесе тухса утать телейпе хуйхӑ валеҫекен хӗрарӑм ял тӑрӑх малалла.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Утнӑ чух та вӑрӑммӑн пусса ярӑнса утать.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вырӑнӗ-вырӑнӗпе кӗрт хывса кайнӑ ҫулпа васкамасӑр утать вӑл, ҫанталӑк сивӗрен ҫӑм алсипе сӑмси тӑррине тыткаласа илет.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Унӑн сӑн-пичӗ ялан хӗрелсе тӑрать, сарӑ уссине пӗтӗрсе кукӑртса хурать те кӑкрине каҫӑртса утать вӑл.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хумкка мучи, вӑхӑт-вӑхӑт урапа ҫинчен шӑвӑнса анса, ытти лавсемпе юнашар утать, ут таврашсене тыткаласа тӗрӗслет, юсакалать, ҫамрӑк лавҫӑсем шӑрӑхра тӗлӗрсе-ҫывӑрса ан кайччӑр, тет.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑл ҫичӗ уйӑхра ҫеҫ пулин те сак хӗрринчен тытса утать.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан крючникре ӗҫлеме пуҫланӑранпа туяннӑ ҫӗнӗ утӑмӗпе — кӑштах тармакланарах та урисене сӑтӑрттарарах, ҫурӑмӗ ҫинче выртакан йывӑр япалана тытса пынӑ чухнехи пек, чавсине хуҫса утать.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫавӑнпа пӗрлех ӑна хӑшӗ аякӗнчен, хӑшӗ ҫурӑмӗнчен пыра-пыра чышаҫҫӗ, Анук, чунӗ тухнӑ ҫын пекех, пӗр сасӑ кӑлармасӑр малалла утать.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анук лашине чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑтса, пуҫне мӑнаҫланарах каҫӑртса утать.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лавӗ ҫинче ҫирӗм пӑт ытла пулин те, Анук лаши пушӑ урапана туртнӑ пекех ҫӑмӑллӑн утать.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анук вӗҫсе каяс пек хаваслӑ чӗрипе килнелле утать.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Энӗшкасси урамӗпе ҫӗтӗкрех тумлӑ, хулпуҫҫи урлӑ хутаҫ ҫакнӑ хӗрарӑм утать.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халь вара Ҫтаппан, ҫынсемпе тӗл пуласран хӑраса, тӳре-шарасенчен пытанса ҫӳрекен таркӑн пек васкаса утать.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.