Шырав
Шырав ĕçĕ:
усламран (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ярмаркӑра тунӑ усламран хӑйне тивекен пайне патша илетех! — хушса хучӗ Алвиш.— Король получит свою долю в прибылях ярмарки, — добавил Алвиш.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пӗрисем ыттисенчен шалу ытларах илеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене шалу ытларах илни те ҫителӗклӗ, ҫавӑнпа ахаль ҫӗвӗҫсем усламран пурте пӗр пек илмелле тенине ӑнлантарса парасси йывӑртарах пулчӗ: ҫакӑ вӑл услама пайласа валеҫес ӗҫре тунӑ юлашки улшӑну пулчӗ, кӑна виҫҫӗмӗш ҫулӑн варринче турӗҫ; мастерскойра ӗҫлекенсем услам вӑл пӗр е тепӗр ҫын ӑста ӗҫленӗшӗн илекен укҫа маррине, вӑл мастерскойӑн пӗтӗмӗшле ӗҫӗн результачӗ пулнине — унӑн тытӑмӗн, унӑн тӗллевӗн результачӗ пулнине ӑнланчӗҫ, ҫак тӗллев вӑл — ӗҫлекен ҫынсене пурне те, вӗсен кирек мӗнле уйрӑмлӑхсем пулсан та, пӗр пек усӑ пулмалла тӑвасси, мастерской ҫакӑн пек ӗҫленинчен ӗҫлекенсем пурте услам тунӑ ҫӗре хутшӑнасси килет; мастерской мӗнле ӗҫлесси, унӑн пӗтӗмӗшле йӗрки пурте пӗр кӑмӑллӑ пулнинчен килет, пӗр кӑмӑллӑ пулас енӗпе вара кашни ҫын мӗнле кӑмӑллӑ пулни те питӗ паха; чи вӑтанчӑк е чи пултарусӑр хӗр пӗр сӑмах каламасӑр килӗшнин усси пуриншӗн те, пӗтӗм ӗҫ ӑнӑҫӑвӗшӗн усӑллӑ йӗркене сыхласа хӑварма, аталантарма чи вичкӗн те чи пултаруллӑ хӗр питӗ тӑрӑшса ҫӳренин уссинчен сахалах мар.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вӑхӑт тӗлне мастерской питӗ пысӑкланса кайрӗ, Вера Павловна касма пӗччен ӗлкӗреймен пирки тепӗр закройшица кирлӗ пулчӗ; Вера Павловнӑна шалу тепӗр закройшицӑна панӑ чухлех памалла турӗҫ; Вера Павловна ыйтнипе, вӑл унччен усламран уйӑрса пынӑ укҫана, ӗҫленӗшӗн тӳленисӗр пуҫне, каялла кассӑна хучӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Страницăсем:
- 1