Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урнӑ (тĕпĕ: ур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нимӗне пӗлтермен куҫӗсем улшӑнчӗҫ, сарӑлса хӗрелсе кайрӗҫ, урнӑ вӑкӑрӑнни пек пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ыран-паян ача ҫуратма хатӗрленекен Зина ҫак урнӑ ҫанталӑкра йӗлтӗрпе тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Урнӑ кашкӑрсене сурӑх пырса чарайрать-и вара?..

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав самантрах ун умне урнӑ кашкӑр пек сиксе пыракан урхамах ҫитсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫулӑм вӑйланса кайрӗ, шал енӗпе талккӑшпех ярса илчӗ, хыр-чӑрӑш тӑрӑх чупса, хирӗҫ килекен вут-ҫулӑмпа пӗрлешсе ахӑрчӗ, пӗлӗтелле урнӑ ҫил-тӑвӑл пек кармашрӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Урнӑ активистсем пурне те ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урнӑ ҫил таҫтан татӑлса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урнӑ йытӑсенчен те тискер ҫар ҫыннисене вырӑнти халӑх мӑнкул-тутарсем тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Хальхи ҫамрӑк ачасем, аттун, шутлать ват ҫын, шыв вырӑнне урнӑ ӗне сӗтне ӗҫме пуҫларӗҫ вӗт.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӑна республикӑри ветлабораторие тӗрӗслеме илсе кайнӑ та урнӑ чир пулнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта кушака пула — тепӗр карантин // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35805.html

Шупашкарта кушак ҫынна ҫыртнине пула урнӑ чирпе карантин пулнине палӑртнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта кушака пула — тепӗр карантин // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35805.html

Урнӑ вӑл, урнӑ, ухмаха ернӗ, тухса тар часрах! — ҫухӑрса янӑ Энтрей арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Урнӑ ҫынпа никам ҫыхланмасть, леш имшеркке кӑна пулсан та.

Куҫарса пулӑш

Вӑй ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1373

Эпӗ алӑка урнӑ пек шакканине илтсе тухнӑ кӳршӗ хваттерти ҫынсем ман ҫине хускалмасӑр, тӗлӗнсе пӑхса тӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Германире те, Испанире те, Италире те фашистсем хуҫаланнӑ, Японире самурайсем урнӑ пек пулса хӗҫӗсене хӑйранӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Кунашкал самантра ашшӗне урлӑрах сӑмах калани усӑсӑр: вӑл урнӑ пекех тулашма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Салтаксем йытӑ урнӑ иккенне ӑнлансах ҫитеймерӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Урнӑ йытӑ, — терӗ вӑл хӑй ӑсӗнче.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, урнӑ йытӑ ҫулӗ ҫине ан тух, пупа хирӗҫ сӑмах ан чӗн, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иннокентий — урнӑ кашкӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех