Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урисем (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта вара унӑн хӑйпе ӑмӑртакан ҫынна ҫӗҫӗпе чиксе пӑрахса, ӑна савнӑ хӗрӗн урисем умне тӑсса ӳкерес килнӗ, анчах ҫавна тума хӑяйман вӑл.

И тут у него загорелось желание вонзить нож в своего соперника и повергнуть его безжизненным к ногам возлюбленной, но он не решился на это.

ХХХIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Хайхискер ҫӗҫӗ илет те, хур пуҫне касса илсе, улпута тыттарать: «Эсӗ кил пуҫӗ, ак сана пуҫ», — тет; унтан, ӑйхине касса илсе, улпут арӑмне парать: «Санӑн, килте ларса, кил тирпейне кӳрсе пурӑнмалла, акӑ сана ӑйхи, — тет; урисене касса, ывӑлӗсене парать: — Акӑ сире урисем, аҫӑр ҫулӗпе ҫӳремелле пултӑр», — тет.

Взял ножик, отрезал голову и говорит барину: «Ты всему дому голова, тебе голову»; потом отрезал задок, подает барыне: «Тебе, говорит, дома сидеть, за домом смотреть, тебе задок»; потом отрезал лапки и подает сыновьям: «Вам, говорит, ножки — топтать отцовские дорожки».

Пӗр ҫын хур уйӑрни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Таканлӑ лаша йӗрӗсене уйӑрса илме шутсӑрах хӗн пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсене ӑйӑрсен урисем таптаса пӗтернӗ.

Различить следы подкованных лошадей было необычайно трудно, так как они были затоптаны копытами жеребцов.

ХVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Лаша малти урисене ҫӗклесе, темиҫе минут хушши кайри урисем ҫинче ҫеҫ тӑчӗ.

Лошадь встала на дыбы и несколько минут сохраняла равновесие в этом положении.

XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Унтан упа йӗрӗ вӗт чӑрӑшлӑха кӗрсе кайрӗ те, Демьян чарӑнса каларӗ: «Акӑ хайхи упа юр ҫинче кайри урисем ҫине ларкала пуҫланӑ; ахӑр вӑл ҫакӑнта кӗрсе выртать пулӗ. Ӗнтӗ ку йӗре пӑрахар та аяккарахран ҫавӑрӑнса каяр. Анчах асту, ан шавла, ан ӳсӗр, темӗн, хӑратса ярӑпӑр тата», — терӗ.

А потом, как пошел след в мелкий ельник, Демьян остановился: «Надо,— говорит, — бросать след. Должно быть, здесь ляжет. Присаживаться стал — на снегу видно. Пойдем прочь от следа и круг дадим. Только тише надо, не кричать, не кашлять, а то спугнешь».

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Урисем унӑн мамӑкпа ҫыхланкаласа пӗтнӗ.

а лапки его запутались в хлопчатую бумагу.

Мӑнакка алла вӗрентнӗ Живчик ятлӑ ҫерҫи ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кровате урай варрине лартсан, хӑнтӑласем пӗрене ҫинчен урайне анса, урайӗнчен кровать урисем тӑрӑх ман пата пырассине пӗлсех тӑратӑп ӗнтӗ.

Но я знал, что, поставь я ее и посредине комнаты, клопы сползут со стен на пол и с полу, по ножкам кровати, доберутся и до меня.

Хӑнтӑласем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Дружокӑн хыҫӗ пӗтӗмпе юн пулнӑ, кайри урисем иккӗш те аманнӑ.

Весь зад у Дружка был в крови и обе задние ноги перебиты.

Урнӑ йытӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Бенедикт пичче ун ҫӑмламас урисем хӑйӗн сӑмси ҫинче вӗтӗртетнине туйса тӑчӗ.

Кузен Бенедикт почувствовал, как мохнатые лапки семенят по его носу.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ун урисем пуҫ ӳтне лекеҫҫӗ…

Я чувствую, как его лапки касаются моего черепа…

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл хӑйӗн сарлака пуҫне, шурӑ шӑлӗсене кӑтартса, малти шурӑ урисем хушшине хучӗ.

Уложил свою широкую голову с белыми зубами промеж передних белых лапок.

Пятигорскра Булькӑна мӗн пулни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Шыв Уэлдон миссис урисем патне ҫитрӗ, вӑл ывӑлне аллине тытрӗ.

Миссис Уэлдон, к ногам которой уже подступила вода, взяла на руки сына.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Каҫхине, арӑслан ҫывӑрма выртсан, йытӑ та ун патне пырса ҫывӑрма выртнӑ, пуҫне ун урисем ҫине хунӑ.

Вечером, когда лев лёг спать, собачка легла подле него и положила свою голову ему на лапу.

Арӑсланпа йытӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Йытти сиксе тӑна та арӑслан умне кайри урисем ҫине кайса ларнӑ.

Собачка вскочила и стала перед львом на задние лапки.

Арӑсланпа йытӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Шултра, хулӑн тирлӗ чӗрчунсен урисем ҫумӑр вӑхӑтӗнче шӳсе кайнӑ ҫӗре пысӑк шӑтӑк туса шӑтарса пӗтернӗ, — нӳрӗ, кӳпшеке вырӑнта пысӑк йӗрсем лайӑх ӳкерӗнсе юлнӑ.

Большие впадины, выбитые ногами колоссальных толстокожих, испещряли землю, размякшую во время дождей, — на сыром рыхлом ее слое легко отпечатывались их огромные следы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хӑйӗн вара урисем, ҫаран хӗрринчи ҫереме пӑчӑл-пӑчӑл тутарса, машина еннеллех утаҫҫӗ.

Она сердито шлепала по лужам — ноги сами несли ее к машине.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӳпкелесе пӗр сӑмах та каламасть, чӗрӗм ыйхӑсӑр ирттернӗ ҫӗрсем ҫинчен, хӑйӗн ыратакан урисем ҫинчен, пайтах тӑрса ирттернӗ, пайтах сукмак такӑрлатнӑ урисем ҫинчен, пӗр сӑмах та асӑнмасть…

И ни слова упрека, ни слова о своих бессонных ночах, о своих больных ногах, которые столько выстояли, столько тропинок протоптали…

Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ҫыранран инҫе те мар пӑр лаптӑкӗ ҫинче аяккисене шӑтарнӑ ӳпле юхать, ун умне йытӑ кӑкарнӑ, вӑл ниҫта кайса кӗме пӗлмест: пӗрре кайри урисем ҫине ларать те пуҫне каҫӑртать — ӳлеме тытӑнать пулмалла, тепре кантрине татса вӗҫерӗнесшӗн талпӑнса туртӑнать.

Недалеко от берега на льдине с пробитыми лунками плыл шалаш, возле которого на привязи металась собака; она то садилась на задние лапы и, подняв морду, видно, выла, то снова пыталась сорваться с веревки.

Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ватӑ Том вара, урисем сӗре путса кӗнӗ пек, мӗнле тӑнӑ, ҫаплах хытса кайнӑ.

Между тем старый Том замер в неподвижности, как будто его ноги вросли в землю.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӗсен урисем кӗске те мӑнтӑр, тирӗ туллатнӑ пек ҫара.

С тяжелыми короткими ногами и голой, словно дубленой, шкурой.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех