Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урасем (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сивӗ кӑштах ҫемҫелчӗ, ҫул урлӑ юра шӑлса вӗҫтерекен йӑсӑркка та йӑпатрӗ ҫеҫ, кӑштах урасем хушшипе ҫаврӑнкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урасем пӗҫ тӗп таран пута-пута лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урасем итлемеҫҫӗ, ерипен шӑваҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑлханаҫҫӗ инкекле урасем.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урасем утнӑ пулсан эп те хам ирӗкпе вӑрҫа кайнӑ пулӑттӑм, — ача пек хурланса йӗчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӳллӗ те кӑпӑшка кӑкӑрсем, ҫип-ҫинҫе пилӗк, ӑмсануллӑ урасем, кӑвак тӳпе пек пысӑк куҫсем — ҫак илеме курсан унӑн, чӑх кашти умӗнче тӑракан тиллӗнни пек, пуҫӗ ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хытса туртӑннӑ алӑсем, урасем, хырӑм тирӗ ҫаплах ҫемҫелмен-ха, сӑрлатсах тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Урасем ҫурӑлса пӗтетчӗҫ те питӗ ырататчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Сасартӑк пӗлӗтсем сайраланса уҫӑлса кайрӗҫ те, пире хамӑр урасем айӗнчех ҫӳллӗ ҫыран хӗрринче палаткӑсем курӑнса кайрӗҫ.

Вдруг облака стали редеть, прорвались, и мы увидели прямо под нами на высоком берегу палатки.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пирӗн урасем айӗнче темӗн аслӑш пӑрлӑх уйӗ курӑнса выртать.

А под ногами виднелось громадное ледниковое поле.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Алӑсем, урасем, питсем шӑнса кайнӑ.

Ноги, руки и лицо замерзали.

Кӑнтӑр полюсӗ патне кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫара урасем мӑкпа витӗннӗ шурлӑх ҫине пуснӑ чух путса анса пыраҫҫӗ.

Босые ноги тонут, как в мягкой подушке, в моховом ковре.

Шурлӑх // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Урасем пӗрмай чул ҫинчен вӗҫерӗне-вӗҫерӗне каяҫҫӗ.

Ноги то и дело срываются с камня.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пирӗн урасем айӗнчен час-часах чулсем туха-туха ӳкеҫҫӗ те аялалла кӗмсӗртеттерсе йӑванса каяҫҫӗ.

Часто камни вырывались из-под ваших ног и с грохотом летели вниз.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вара ҫыран кӑна юлать, эс палланӑ, пиншер урасем таптаса иртнӗ ҫыран».

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сывӑ мар урасем шыҫӑнса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сак хӗррипе тыткаласа утсан, урасем кӑшт хӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Урасем тӑртанса шыҫа пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Урасем, кунӗпе ута-ута, ҫурӑлса тухас пек тӗлкӗшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кӗлет хӗрринчен сӑрхӑнакан кантра пек шыв юххи, урасем ҫине сирпӗнсе, хӗрсене тата шаларах хӑваларӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех