Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урампа (тĕпĕ: урам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урампа пуҫне усса пырсан-пырсан, Тамара хирӗҫ вашкӑнса хӑпаракан шӗвӗрккене, Левенӗн Сантӑр ятлӑ шӑллӗне, тӗл пулать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Урампа пыракансенчен ыйта-ыйта, Пӑлаки аппа «X. Абаев» ӑҫта пурӑннине ыйтса пӗлчӗ-пӗлчех.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— А-а, Михуть кум, эпир урампа иртсе пынӑ чух хӗрачасем еплерех мӗн туса юлатчӗҫ?!

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ана ҫав вӑхӑтра урампа иртсе пынӑ арҫынсем хӑваласа ҫитсе хупӑрласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Анчах тап-такӑр урампа иртсе пынӑ чухне ӑнсӑртран ура айне пулнӑ тӗмеске ҫине такӑнса пушмак тӗпне хӑйпӑтса пӑрахсан, эпир урамне те, ҫул-йӗр ӑстисене те, атӑ-пушмак ҫӗлекенсене те вӑрҫса пӑрахма хатӗр, ун чухне эпир хамӑр ҫав урамри чаплӑ ҫуртра пурӑннине те мансах каятпӑр…

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Урампа утса пыруҫӑн вӑл кӑвак куҫлӑ тухъя пуҫа курать, кӑвак куҫ кӑчӑк туртса чӗнсе илет.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Васкамасӑр утрӗ урампа Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Утса пырать пӗррехинче Улакка урампа.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпир урампа килнине курсах тӑнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урампа утнӑ чух вӑл чарӑнмасӑр калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче урампа тӑкӑртатса урапа кусса иртнӗ чух пӗлӗт пек тусан ҫӗкленет, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра вара кустӑрма ҫӑрса тухайми пылчӑк пулать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн урамӗсем ӑҫтан ӑҫталла кайнине те, аслӑ ҫулӗ хӑш урампа иртнине те тӳрех пӗлме хӗн.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Часах урампа иртекен ӗне чӗрни ҫӑтӑртатни те, аякра сурӑх макӑрни те, ҫывӑхри картишӗнче тахӑш ӗне суни те, пӗр сасӑ пулса, ял тӑрӑх юхса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан лашана тӑварма та хатӗрччӗ — урампа пӗр ушкӑн хӗрарӑм калаҫса пыни тытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑннипе вара, эпир ку урампа пуласлӑха ӑнтӑлаттӑмӑр: пӗлӳ пухма ҫул такӑрлататтӑмӑр, самана сывлӑшне туйса ӳсеттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Халь шутлатӑп та, пурӗ миҫе хутчен хутларӑм-ши каллӗ-маллӗ ҫак урампа вунӑ ҫул хушшинче?

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Манӑн атте калашле, чӳречене уҫса ярсан урампа иртекен ҫынна алӑ тытса сывлӑх сунма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Кашни ир тата каҫхине пирӗн урампа самаях пысӑк йышлӑ тӑватӑ кӗтӳ пӗрре уя тухатчӗ, тепре фермӑна таврӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Аслӑ урампа иртнӗ май Васелиса Татьянӑна вырӑнти колхоз правленийӗн ҫурчӗ, клуб та библиотека, вӑл е ку лавкка ӑҫтарах вырнаҫнине тӗсесе-каласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Урампа троллейбуссем, автобуссем, ҫӑмӑл автомашинӑсемпе груз тиенисем пӗрне пӗри хӑваланӑн васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех