Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упрама (тĕпĕ: упра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ ӗҫлеме шар курма Вунӑ арҫын тарҫӑра, Килне ҫуртне упрама Ҫич хӗрарӑм чурара.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Халӑхра чыса ҫамрӑклах упрама хушаҫҫӗ, манӑн вара, иртнӗ вӑрҫӑн хура, сулхӑн мӗлкинче хӑрӑнса, хӑмшӑлса «папакланнӑскерӗн», тус-юлташсем хушшинчи карту-хисепӗмшӗн ачаллах «ҫаврӑнкалама», пуҫа ҫухатсах кӗрешме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Йӑла-йӗркепе кӑмӑл-сипет пуянлӑхне ӑруран ӑрӑва куҫарма, этнокультура хаклӑхӗсене сыхласа упрама пулӑшакан анне сӑнарӗ яланах чи таси те хисеплисенчен пӗри шутланнӑ.

Всегда был свят образ женщины-матери, носительницы нравственного и духовного начала, проводника этнокультурных ценностей.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/08/ole ... nim-zhensk

Анчах та район архивӗ сарайӗнче вырнаҫнӑран унта документсене упрама хӗн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Сывлӑха упрама тӑрӑш, юрӗ-и?

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Эсӗ хӑвӑн сывлӑхна упрама тӑрӑш, Полина.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Таиҫ аппа мӗнле те пулин ӗҫ патне пырсан, Лена ӑна ҫепӗҫҫӗн ыталаса илсе хӑйне упрама ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Хыпар» илӗртӳллӗрех тухни пире килӗшет: тытса вулама та, упрама та меллӗ, содержанийӗ те пуян.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӗ улшӑнчӗ, "чунӗ" пуянланчӗ // Ревокат МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

90-мӗш ҫулсенче ҫырнисене хӑй вӑхӑтӗнчех пӗтерсе пынӑ, вӗсене упрама юраман.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Илемлӗ саккунсем те, чӗлхеҫӗсен ӑслӑ каларӑшӗсем те, тӳре-шара чаплӑ сӑмахӗсем те тӑван чӗлхене пирӗн ӗҫсем пек пирӗн ҫирӗп кӑмӑл пек упрама тата аталантарма пулӑшаймаҫҫӗ.

Ни красивые законы, ни мудрствующие речи лингвистов, ни торжественные речи чиновников не способствуют так сохранению и развитию родного языка как наши действия и наша воля.

Тӑван чӗлхесен кунӗпе! // Хавал. https://t.me/cv_haval/491

Роле вылякансем куракансем патне хӑйсен умне лартнӑ тӗллеве ҫитерчӗҫ, тӑван чӗлхене упрама ҫеҫ мар, ӑна юратма кирлине те мала хумаллине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашпа чӑвашлах калаҫар // А. ИВАНОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44181-ch-va ... kh-kalacar

Пултарулӑх тени кашни ҫыннах тивӗҫмест, ҫавӑнпа та ӑна упрама пӗлмелле иккен.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Халь ак тата ҫӗнӗ аэродром патӗнче хими им-ҫамӗсем упрама склад тумалла.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Лайӑх пӑхса упрама пӗлмесен, вӑл та пирӗнпе пӗрлех, пуянлӑхне ҫухатса, ӗмӗрне вӗҫлеме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Хӑйсем лартнӑ кашни йывӑҫ умӗнче ҫеҫ мар, вӑрман айӗнче вӑрӑран шӑтнӑ йывӑҫсемпе калаҫа-калаҫах, вӗсене упрама тӑрӑшатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Халӗ ӗнтӗ ҫак ҫӗр ҫинче йӗркеллӗ, чуна парса ӗҫлеме ӳркене пуҫларӑмӑр, упрама пӗлместпӗр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кинӗ те Татьяна пек пуласран хӑранипе, унӑн сывлӑхне упрама тӑрӑшса: — Эпир улпутсем мар, — терӗ вӑл ывӑлне.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑлӑха юлсан, каллӗ-маллӗ шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, арӑмӗ вӑхӑтсӑр вилни Михха айӑпӗпе ҫеҫ мар, унӑн сывлӑхне упрама пӗлменнинчен килнине те тавҫӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хӗрна упрама тӑрӑш.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна усалсенчен упрама тӑрӑшмалла…

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех