Шырав
Шырав ĕçĕ:
Трест управляющийӗн приказӗ тӑрӑх ҫичӗ лесничествӑна пӗрлештертӗмӗр.
33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Халӗ вӗсене пичетлеме перекетлӗрех тимӗррисене чеканит тӑвиччен «, - тесе ӑнлантарнӑ Раҫҫей Банкӗн Пушкӑрт Республикинчи Наци банкӗн управляющийӗн ҫумӗ Егор Михтанюк.
Пушкӑртстанра пилӗк тенкӗлӗх ҫӗнӗ купюрӑсем ҫаврӑнӑша кӗнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/ekonomika/2023-0 ... -n-3410381
Темле трест управляющийӗн пӗртен-пӗр хӗрӗ вӑл, ҫамрӑк кин, канлӗхре, анкарти пек аслӑ хваттерте ӗҫ тӗлне пӗлмесӗр ӳснӗскер.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Манӑн шкул вӑхӑтӗнчи ватӑ юлташӑм Гранх Батеридж лапта завочӗ уҫать, эсир вара упӑшкӑр лашасене лайӑх пӗлет, юратать тенӗччӗ, ҫавӑнпа та, манӑн шухӑшӑмпа, вӑл килӗшес тӗк, завод управляющийӗн вырӑнне Детрей йышӑнма пултарать.
XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Сергей ҫапла урампа утса пынӑ чух хӑйне Н. кантур управляющийӗн кабинетӗнче пек шутларӗ.Шагая по улице, Сергей увидел себя как он вошел в кабинет управляющего Н. конторы.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗтӗм именийӗпе те, управляющийӗн ватӑ арӑмӗсӗр пуҫне, пӗр хӗрарӑм ҫеҫ, — управляющийӗн ҫап-ҫамрӑк, илӗртӳллӗ горничнӑйӗ, Франя ятлӑ полька.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫапла, трест управляющийӗн хушамачӗ айӗнче виҫӗ сӑмах тӑрать: «Шыҫмак та хӑватлӑ арҫын».Так, ниже фамилии управляющего трестом значилось: «Мужчина грузный и грозный».
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кайран ҫынсем апла-капла ан сӑмахлаччӑр тесе, эпӗ ун ҫинчен фирмӑна ҫырса ятӑм, е, урӑхла каласан, ҫапла ҫыртӑм: завода туянасси ҫинчен калаҫнӑ хушӑра эпӗ ун управляющийӗпе паллашса кайрӑм, управляющийӗн вара пӗтӗм пурлӑхӗ тенӗ пек завод акцийӗсенче, терӗм, вара ҫак ӗҫе пӗтерме хам вырӑна урӑх ҫынна яма ыйтрӑм, халӗ акӑ Лотер мистер килет».
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Олег Ломоносов, РФ Пенси Фончӗн Чӑваш Республикин управляющийӗн ҫумӗ Валерий Николаев тата районти управленийӗн начальникӗ Дамир Сабиров, надзор ӗҫӗсен пайӗн инспекторӗ Андрей Симуков, Чутей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Григорий Куклов асӑннӑ территорире Пӗрлехи информаци кунӗн темисемпе калаҫу йӗркеленӗ.
Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
Тӑвай ене иртнӗ юнкун культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Иван Архипов, РФ Пенси фончӗн ЧР управляющийӗн ҫумӗ Валерий Николаев, пурнӑҫри тивӗҫтерӳ ӗҫченӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри профсоюзсен Чӑваш республикинчи организацийӗн председателӗ Эдуард Иванов, республикӑри «Чӑваш наци музейӗ» бюджетлӑ учрежденин директорӗ Ирина Меньшикова килчӗҫ.
Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
- 1