Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унчченрех лӑпкӑ условисенче ӗҫленӗ специалистшӑн паянхи лару-тӑру пысӑк сӑнав — опыт пулса тӑрать.
Врачсем — пур ҫӗрте те пурнӑҫа тӑсакансем // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... -tsakansem
Астӑватӑр пуль-ха, унчченрех пирӗннисем Сызрань хулинчи Сабантуй уявӗнче хутшӑнатчӗҫ.
Туслӑх: Ҫӗпрел — Шӑнкӑртам // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -sankartam
Унчченрех йышӑннӑ вырӑнсем - правительствӑн официаллӑ представителӗ (20—2022) тата общество счечӗсен министр-делегачӗ (2022—2023), наци ҫутӗҫӗн тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗ (2023).
Габриэль Атталь // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D0% ... 0%BB%D1%8C
Унчченрех Шӑхаль Карлая пит пӗлесшӗнех марччӗ.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Часах Матвисен килне Кӗсен Петти ывӑлӗ Мишша, ҫатӑлти ашшӗ пек мар чӗмсӗр те лӑпкӑ ҫамрӑк (Телегин унчченрех вӑл Тарьене кӑмӑлланине сиснӗччӗ-ха), каярах Кӗсен Петти хӑй те (тахҫан вӑл Кашкӑр Микули ҫумӗнчен хӑпма пӗлместчӗ, лешне тытса кайсан, ӑна-кӑна тавҫӑрса илчӗ курӑнать те, мул хуҫисемпе халлӗхе ҫыхланмасть-ха), Кӑртти Йӑванӗ, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫипе граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче арҫынсӑр юлнӑ кил хуҫи хӗрарӑмсем тата ялти активист, вулӗҫтӑвком членӗ Шикки Ваҫҫи килчӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унчченрех Аманда Палух эпидемиолог хӑйӗн ушкӑнӗпе пӗрле утасси сывлӑха тата вӑрӑм кун-ҫул ҫине мӗнле витӗ панине тӗпчес тӗлӗшпе АПШра пурӑнакан вӑтам ҫулсенчи 2 пин ытла ҫынна явӑҫтарнӑ.
Кунне 10 пин утӑм тумалли норма — халап кӑна // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31263.html
Юратӑвӗ те, унчченрех кӗнекесенче вуласа, киносенче курса ӑмсаннӑ, халӗ яш чӗрене пӗртте кӑнӑҫ паман, куллен вӑтанупа та шанӑҫпа вӑркаттаракан хӗмлӗ-хӗмлӗ юратӑвӗ те Динӑн, шӑп та лӑп ҫак шкулта, шӑл та лӑп ҫак класра юрласа-карласа хӑпарчӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унчченрех ӑна асӑрхасах та кайман-тӑк, юлашки эрнесенче Турчӑка Кулине тӗсеме-тимлеме пуҫларӗ йӗкӗт.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унчченрех, ку арҫын килсе кӗриччен, упӑшкине, Турчӑка Кулине, кӑшт-кашт ҫын картине кӗртем евӗр тӑватчӗ-тӗк Виталий амӑшӗ, халь, ку арҫын килсе кӗнӗренпе, те пур уншӑн упӑшки, те ҫук: пач хисепсӗре тухрӗ Турчӑка Кули.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унчченрех, ҫамрӑкрах чухне вӑл, пӗр вунсакӑр-ҫирӗм ҫул каялла, сӑмаха та суйласа-алласа тӑмастчӗ, ытлашши-и, ытлашши мар-и — сапатчӗ кӑна ывӑҫласа хунӑ пӑрҫалла.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унчченрех, ыйтсан-ыйтмасан та — веҫ каласа параканччӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Уҫлӑх анлӑшӗнче куҫа шӑнӑҫакан тем тӑршшӗ хир те, ун ытамӗнче ытлӑхлӑн тӗлӗрекен унчченрех лӑпчӑннӑ хумлӑ-хумлӑ юр та, халь-халь сӑмах хушса калаҫма пикенес шӑплӑх та — пурте, пурте вӗсем ҫак кӗвӗ асамлӑхӗпе витӗннӗ, пурте вӗсем ҫак чипертен те чипер ҫӗнӗлӗхе ӳпӗннӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Курать вӑл — ҫӗр пур, хӗвел пур, хӑй пур, тата унчченрех пурӑннисем ун палли ӑсталаса хӑварнӑ савӑнӑҫӗ, ӑна вара ҫитнӗ те!
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Итлекенсем халӗ ҫав тӗлӗнмелле ачасем питӗ ырӑ та лайӑх пулнине курма пултарчӗҫ, унчченрех пек хӑтланнисемех вӗсене шутсӑр асса хӑтланнӑ пек, ҫавӑншӑн лайӑх чӗн пиҫиххипе хӗртме тивӗҫлӗ пек туйӑннӑ, халӗ ӗнтӗ вӗсем хӑйсем ҫавӑн пек шухӑшланӑшӑн хуйхӑрчӗҫ.
17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1