Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унашкалли (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Геологи тӗпчевӗсем кӑтартнӑ тӑрӑх, унашкалли юханшыв тӗпӗнчен тата 25 метр тарӑнӑшра выртать иккен, ҫавна пула 25 метр хулӑнӑш ҫемҫе ҫӗре мӗнле те пулин кӑларма тивнӗ, ҫак йывӑрлӑха татса памалла пулнӑ.

Геологические изыскания показали, что он залегает на глубине 25 метров от дна реки, поэтому требовалось решение, как вынуть мягкие породы толщиной 25 метров.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Индире пулнӑ унашкалли, ҫын халӑхран уйрӑлса кайни, вӑрманти чӗр чунсем хушшинче тӑрса юлни.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Япалана чун-чӗререн юратсан, ывӑлӑм, пулать вӑл унашкалли.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

А вӑт унашкалли, — ним туса та «рифмӑланасшӑн» мар Терен, — мана ытлашши килӗшсех каймасть вара.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хула этеммипе те пулать унашкалли.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вадим джинсы пирки шат та пат тунать: — Пулман унашкалли, — тет, Ваҫука шутсӑр тарӑханҫи туса.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Пулать, ачам, пулать, мӑнукӑм, унашкалли, — тет.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Халӗ ҫук унашкалли.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Иртнӗ вӑрҫӑра та унашкалли сахал пулман…»

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Юрӗ, юрӗ… унашкалли тепӗр чух пулкалать вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тимлӗ пулсан ӗҫре ӑнӑҫу кӗтет - унашкалли пуласса эсир шанман та.

Если вы будете сосредоточены и внимательны, то вам обеспечен успех на работе, причем такой, на который вы даже не рассчитывали.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

P.S.2 Берлинта та унашкалли пур тет.

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Хальлӗхе вырӑнти влаҫ пӗтӗмпех Пӗрлехи саккасҫӑ служби ҫине йӑвантарса яваплӑха хӑйӗн ҫинчен сирме хӑтланнӑ тӗслӗхсем те тӗл пулаҫҫӗха — унашкалли пулмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Ку таранччен унашкалли пулман.

Куҫарса пулӑш

Кокель плэнерӗ 16-мӗш хут иртнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35531.html

Саккуна пӑсакан ҫамрӑксем вара малашне полицире, ытти вӑй тытӑмӗнче ӗҫлеймӗҫ — унашкалли пирки ӗмӗтленме те кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Юлашки акци пирки калама та кирлӗ мар — Шупашкарта унашкалли иртесси тата иртни ҫинчен пӗлмесӗрех юлтӑмӑр темелле.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Унашкалли Раҫҫейре пулман та темелле.

Подобного в России, можно сказать, и не было.

ШӖМ ветеранӗ 100 ҫул талтарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35091.html

Анчах ҫывӑхра унашкалли ҫук.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Анчах ӑҫта-ши унашкалли?

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Сӑмахран, Анат Янӑра унашкалли ҫук.

Например, в Нижнеянске подобного нет.

Якутире яла интернет кӗртме май паракан сасӑлавра сасӑлаймаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33340.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех